bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 17
Matthew 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 18 →
1
Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ;
2
унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ.
3
Акӑ вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Моисейпе Илия курӑннӑ.
4
Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! кунта лайӑх пире; кӑмӑлу пулсан, эпир ҫакӑнта виҫӗ хӳшӗ тӑвӑпӑр: пӗрне — Сан валли, теприне — Моисей валли тата теприне — Илия валли, тенӗ.
5
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупӑрласа илнӗ; акӑ пӗлӗт варринчен сасӑ илтӗнет: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр.
6
Ҫакна илтсен вӗренекенӗсем ӳпне ӳкнӗ, вӗсем питӗ хӑранӑ.
7
Иисус вара вӗсем патне пынӑ та вӗсене сӗртӗнсе каланӑ: тӑрӑр, ан хӑрӑр, тенӗ.
8
Пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, вӗсем Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
9
Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: халӗ мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччин никама та ан калӑр, тенӗ.
10
Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: мӗншӗн-ха кӗнекеҫӗсем малтан Илия килмелле теҫҫӗ? тенӗ.
11
Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: тӗрӗс, малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла;
12
анчах та калатӑп сире: Илия килнӗччӗ ӗнтӗ, ӑна паллаймарӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем мӗн тӑвас тенӗ пек турӗҫ; Этем Ывӑлӗ те вӗсенчен ҫапла асап курӗ, тенӗ.
13
Вара вӗренекенӗсем хӑйсене Вӑл Шыва кӗртекен Иоанн ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.
14
Вӗсем халӑх патне ҫитсессӗн, Иисус патне пӗр ҫын пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса каланӑ:
15
эй Ҫӳлхуҫа! манӑн ывӑлӑма хӗрхенсем; тулли уйӑх вӑхӑтӗнче вӑл ытла та хытӑ асапланать: тӑтӑшах е вута, е шыва сикет;
16
эпӗ ӑна Санӑн вӗренекенӳсем патне илсе килтӗм те, вӗсем ӑна сыватаймарӗҫ, тенӗ.
17
Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ӑна кунта Ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
18
Иисус ача ӑшӗнчи усала тухма хушнӑ та — лешӗ тухнӑ; ача вара ҫав самантрах сывалнӑ.
19
Ҫавӑн чухне, хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, вӗренекенӗсем Иисус патне пырса каланӑ: эпир мӗншӗн хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.
20
Иисус вӗсене каланӑ: хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: «кунтан ҫавӑнта куҫса лар» тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ;
21
ку ӑрӑва кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
22
Галилейӑра вӗрекенӗсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ,
23
Ӑна вӗлерӗҫ, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. Вӗренекенсем вара хуйха ӳкнӗ.
24
Вӗсем Капернаума ҫитсен, Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли хырҫӑ пухакансем пырса каланӑ: сирӗн Вӗрентекенӗр хырҫӑ памӗ-ши? тенӗ.
25
Вӑл: парӗ, тенӗ. Петр пӳрте кӗрсен, вӑл сӑмах хушма ӗлкӗричченех Иисус каланӑ ӑна: Симон, сана епле пек туйӑнать? ҫӗр ҫинчи патшасем хырҫӑ е куланай камран илеҫҫӗ? хӑйсен ывӑлӗсенчен-и е ют ҫынсенчен-и? тенӗ.
26
Петр Ӑна калать: ют ҫынсенчен, тет. Иисус ӑна каланӑ: эппин, ывӑлӗсен памалла мар;
27
анчах пирӗн вӗсене тарӑхтарас мар; тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла ил; ун ҫӑварне уҫса пӑхсан, унта статир тупӑн; ҫавна ил те Маншӑн та, хӑвӑншӑн та пар вӗсене, тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28