bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 11
Matthew 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 12 →
1
Хӑйӗн вуникӗ вӗренекенне ҫапла ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн Иисус ҫавӑнтан вӗсенӗн хулисенче вӗрентсе ҫӳреме тухса кайнӑ.
2
Иоанн вара тӗрмере ларнӑ чухне Христос ӗҫӗсем ҫинчен илтнӗ те хӑйӗн икӗ вӗренекенне Унран:
3
«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле-и?» тесе ыйтма янӑ.
4
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кайӑр та хӑвӑр мӗн курнине, мӗн илтнине Иоана каласа кӑтартӑр:
5
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтереҫҫӗ, тейӗр;
6
Ман тӗлӗшӗмрен улталанман ҫын телейлӗ, тенӗ.
7
Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: эсир пушхире мӗн курма кайрӑр? ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑш курма-и?
8
Мӗн курма кайрӑр вара эсир? ҫемҫе тумтир тӑхӑннӑ ҫынна курма-и? Ҫемҫе тумтир тӑхӑнакансем патша керменӗнче пурӑнаҫҫӗ.
9
Апла мӗн курма кайрӑр-ха? пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ.
10
Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
11
Чӑн калатӑп сире: хӗрарӑмран ҫуралнисенчен Шыва кӗртекен Иоанран асли пулман, анчах Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни те унран аслӑ.
12
Шыва кӗртекен Иоанн кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха вӑйпа илесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, питех те тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.
13
Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
14
Пӗлес тетӗр пулсассӑн, вӑл — килес Илия.
15
Илтме хӑлха пурри — илттӗр.
16
Кампа танлаштарам ҫак ӑрӑва? Вӑл — урамра ларакан, хӑйсен юлташӗсене
17
«эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр» теекен ачасем евӗрлӗ.
18
Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те; «унӑн ӑшӗнче усал» теҫҫӗ.
19
Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ. Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ, тенӗ.
20
Унтан Иисус Хӑй нумайрах хӑват кӑтартнӑ хуласене ӳкӗнменшӗн ятла пуҫланӑ:
21
хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ;
22
калатӑп сире: сут кунӗ Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ.
23
Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-им? Ҫук, эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн. Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ;
24
калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.
25
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: эй Аттем, тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи, Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене уҫса панӑшӑн Сана мухтатӑп!
26
Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ.
27
Аттем пурне те Мана панӑ, Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест; Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет.
28
Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп;
29
Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр;
30
Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл, тенӗ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28