bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 23
Matthew 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 24 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ:
2
Моисей вырӑнне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ларнӑ;
3
ҫавӑнпа вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ.
4
Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар;
5
вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ;
6
ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ,
7
халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.
8
Сире вара «вӗрентекен» тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр;
9
ҫӗр ҫинче никама та «атте» тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере;
10
сире «вӗрентӳҫӗ» тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос.
11
Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр:
12
хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
13
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес теекенсене те чаратӑр.
14
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр, ҫав хушӑрах хӑвӑр икӗпитленсе нумайччен кӗлтӑватӑр: ҫавӑншӑн эсир пысӑк айӑпа юлатӑр.
15
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.
16
Эй суккӑр ертӳҫӗсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир ҫапла калатӑр: «Турӑ Ҫурчӗпе тупа туни — нимех те мар; Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр.
17
Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: ылтӑн-и е ылтӑна тасалӑх тивлечӗ кӳрекен Турӑ Ҫурчӗ-и?
18
Тата ҫапла калатӑр: «парне вырӑнӗпе тупа туни — нимех те мар; ун ҫинчи парнепе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине пурӑнӑҫламалла» тетӗр.
19
Эй ӑссӑрсем, суккӑрсем! мӗн аслӑрах: парне-и е парнене тасалӑх тивлечӗ кӳрекен вырӑн-и?
20
Ҫапла ӗнтӗ, парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать;
21
Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать; тӳпепе тупа тӑвакан Туррӑн аслӑ пуканӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.
23
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗтнӗкрен, энӗҫрен, калемпӗртен вуннӑмӗш пайне паратӑр, саккунри чи кирлине — тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине — мантӑр; ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ.
24
Эй суккӑр ҫулпуҫсем, эсир вӑрӑмтунана сӗрсе хӑваратӑр, тӗвене ҫӑтса яратӑр!
25
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, ӑшне вара вӑрласа тунипе, улталаса илнипе тултаратӑр.
26
Эй суккӑр фарисей! чашӑк-тирӗкӗн тулашӗ те таса пултӑр тесен, малтан ӑшне тасат.
27
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир сӑрланӑ тупӑксем евӗрлӗ: вӗсем тулашӗнчен илемлӗн курӑнаҫҫӗ, ӑшӗнче вара туп-тулли вилнӗ ҫын шӑмми те тӗрлӗ ирсӗр япала;
28
эсир те ҫавнашкал: пӑхма тӳрӗ ҫын пек курӑнатӑр, ӑшӑр-чиккӗр вара ултавпа та йӗркесӗр ӗҫпе тулса ларнӑ.
29
Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр, сӑваплӑ ҫынсен палӑкӗсене илемлететӗр,
30
тата ҫапла калатӑр: «эпир аттемӗрсен вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пулсан, вӗсем пророксенӗн юнне тӑкнӑ ҫӗре хутшӑнман пулӑттӑмӑр» тетӗр;
31
ҫапла эсир хӑвӑра хирӗҫ хӑвӑрах кӳнтелетӗр — хӑвӑр пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем иккенне пӗлтеретӗр;
32
аҫӑрсен виҫине тултарӑр ӗнтӗ.
33
Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир?
34
Ҫавӑнпа акӑ Эпӗ сирӗн патӑра пророксем, ӑсчахсем, кӗнекеҫӗсем яратӑп; эсир ӗнтӗ вӗсене хӑшне вӗлеретӗр, хӑшне хӗрес ҫумне пӑталатӑр, хӑшне хӑвӑр синагогӑрсенче хӗнесе-ватса пӗтеретӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр;
35
сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗ — таса Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах — ҫиттӗр сире.
36
Чӑн калатӑп сире: ҫавӑ пурте ҫак ӑрӑва ҫитӗ.
37
Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
38
Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать.
39
Калатӑп сире: хӑвӑр: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!» тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр, тенӗ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28