bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 12
Matthew 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр шӑматкун Иисус тырӑ пуссипе иртсе пынӑ; Унӑн вӗренекенӗсенӗн ҫиесси килнӗ те вӗсем пучах тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫие пуҫланӑ.
2
Фарисейсем ҫакна курнӑ та каланӑ Ӑна: акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ, тенӗ.
3
Вӑл вара вӗсене ҫапла каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑпа аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен вуламан-им эсир?
4
Епле вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе парне ҫӑкӑрӗсене ҫинӗ: ҫав ҫӑкӑрсене унӑн та, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсен те ҫиме юраман-ҫке, вӗсене священниксем ҫеҫ ҫиме пултарнӑ.
5
Тата эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им?
6
Анчах сире ҫакна калатӑп: кунта Турӑ Ҫуртӗнчен те Асли пур.
7
Эхер те эсир: «Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл кирлӗ» тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр:
8
Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи те, тенӗ.
9
Унтан кайсассӑн Вӑл вӗсенӗн синагогине пынӑ.
10
Унта хӑрнӑ алӑллӑ пӗр ҫын пулнӑ. Иисуса айӑпласшӑн Унран ҫапла ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ.
11
Вӑл каланӑ вӗсене: хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑматкун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ?
12
Этем сурӑхран хаклӑрах мар-и? Эппин, шӑматкун ырӑ ӗҫ тума юрать, тенӗ.
13
Унтан ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет; лешӗ тӑснӑ та — алли вара тӳрленсе тепӗри пекех пулса тӑнӑ.
14
Фарисейсем ӗнтӗ синагогӑран тухсанах Ӑна епле пӗтерес пирки канаш тунӑ; ҫакна пӗлсессӗн Иисус унтан кайнӑ.
15
Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, Вӑл вӗсене пурне те сыватнӑ,
16
анчах вӗсене Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.
17
Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ:
18
«Ҫакӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам; Эпӗ Ун ҫине Хамӑн Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ;
19
Вӑл тавлашмӗ, кӑшкӑрашмӗ, урамсенче никам та Унӑн сассине илтмӗ;
20
тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑлариччен Вӑл аманнӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, йӑсӑрланакан хӑйӑва та сӳнтермӗ;
21
халӑхсем Унӑн ятне шанса тӑрӗҫ» тенӗ.
22
Ҫавӑн чухне Ун патне усал ернӗ суккӑр, чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ; Вӑл ӑна сыватнӑ: суккӑр, чӗлхесӗр ҫын калаҫакан та, куракан та пулнӑ.
23
Пӗтӗм халӑх тӗлӗнсе тӑнӑ: Давид Ывӑлӗ Христос мар-ши Вӑл? тенӗ.
24
Ҫакна илтсен фарисейсем каланӑ: усалсене Вӑл урӑх нимӗнле те мар, усалсен пуҫлӑхӗн веельзевулӑн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать, тенӗ.
25
Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус каланӑ вӗсене: кирек мӗнле патшалӑх та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, пушхир пулса тӑрать; кирек мӗнле хула та е кил-ҫурт та, хӑй хушшинче пайланса-уйӑрӑлса кайсассӑн, тытӑнса тӑраймасть.
26
Эхер те шуйттан шуйттана хӑваласа кӑларать пулсан, апла вӑл хӑйӗнчен хӑй уйӑрӑлни пулать: ӗнтӗ унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр?
27
Эпӗ усалсене веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, сирӗн ывӑлӑрсем, эппин, кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ вӗсене? Ҫавӑнпа вӗсемех сире айӑплакансем пулӗҫ.
28
Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, ӗнтӗ сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ.
29
Е тата вӑйламас ҫынна малтан хӑйне ҫыхса пӑрахмасӑр кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ? ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратса тухӗ.
30
Кам Манпа пӗрле мар, ҫавӑ Мана хирӗҫ; кам Манпа пӗрле пухмасть, ҫавӑ салатса пӗтерет.
31
Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ;
32
Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ.
33
Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ.
34
Эй ҫӗлен ҫурисем! эсир, усалскерсем, мӗнле ырри калама пултарӑр? Чӗлхе-ҫӑвар вӑл кӑмӑл тулли пулнӑран калаҫать.
35
Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ырри нумайран ыррине кӑларать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усалли нумайран усаллине кӑларать.
36
Ҫавӑнпа калатӑп та сире: ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ:
37
сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн, тенӗ.
38
Ҫавӑн чухне хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем каланӑ: Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн, тенӗ.
39
Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: усал та аскӑн ӑру хӑват шырать; Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ;
40
Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.
41
Сут Кунӗнче Ниневи ҫыннисем тӑрӗҫ те ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ; кунта акӑ Ионӑран та Аслӑраххи пур.
42
Сут Кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑрӑва айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
43
Усал сывлӑш, ҫын ӑшӗнчен тухсан, канлӗх шыраса шывсӑр ҫӗрсенче ҫӳрет те — тупаймасть;
44
вара вӑл: «хам тухнӑ ҫуртӑма каялла таврӑнам» тет. Таврӑнсассӑн ҫурчӗ пушӑ, таса, тирпейлӗ тӑнине курать.
45
Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ, тенӗ.
46
Вӑл халӑха ҫапла каланӑ хушӑра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем тулта Унпа калаҫасшӑн кӗтсе тӑнӑ.
47
Пӗр ҫын каланӑ Ӑна: акӑ Аннӳпе тӑванусем Санпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.
48
Ҫапла калакана хуравласа Вӑл: кам Манӑн аннем? камсем Манӑн тӑванӑмсем? тенӗ.
49
Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем:
50
кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28