bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Matthew 22
Matthew 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
1
Иисус вӗсене малалла та ытарлӑн каласа вӗрентнӗ:
2
Ҫӳлти Патшалӑх вӑл хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ:
3
вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман.
4
Вӑл ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: «акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр» тейӗр, тенӗ.
5
Анчах лешӗсем, йыхрава хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ;
6
тепӗрисем тата унӑн чурисене ярса тытнӑ та мӑшкӑлласа пӗтернӗ, вӗлернӗ.
7
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн патша питӗ ҫилленнӗ те хӑйӗн ҫарне ярса ҫав вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ.
8
Унтан вӑл чурисене ҫапла калать: «туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ;
9
ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр» тет.
10
Ҫав чурасем вара ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынӑ; туй ӗҫкине вара туллиех пуҫтарӑннӑ.
11
Патша кӗрекере ларакансене курма кӗрсен унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна курнӑ та
12
ҫапла калать ӑна: «тусӑм, епле эсӗ кунта туй тумтирӗ тӑхӑнмасӑр кӗтӗн?» тет. Лешӗ чӗнмен.
13
Патша вара тарҫисене каланӑ: «алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ.
14
Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
15
Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Ӑна епле те пулин айӑпламалли сӑмах калаттарасчӗ тесе канаш тунӑ.
16
Вӗсем вара Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене ҫапла калама яраҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех;
17
эппин, кала-ха пире: Эсӗ мӗнле шутлатӑн: кесаре куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и?
18
Иисус вӗсен чеелӗхне пӗлсе каланӑ: икӗ питлӗскерсем, мӗншӗн сӑнатӑр Мана?
19
Куланай тӳлекен укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ. Вӗсем Ун патне динари илсе пынӑ.
20
Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кам ячӗ? тет.
21
Вӗсем: кесарӗн, теҫҫӗ. Вара Вӑл вӗсене ҫапла калать: эппин, кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тет.
22
Ҫакна илтсен вӗсем тӗлӗнсе Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
23
Ҫав кун Ун патне вилнисем чӗрӗлессе ӗненмен саддукейсем пынӑ та Унран ҫапла ыйтнӑ:
24
Вӗрентекен! Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ;
25
пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ;
26
иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ;
27
пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ;
28
вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ.
29
Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлмесӗр аташатӑр эсир:
30
чӗрӗлсе тӑрсан авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Турӑ ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.
31
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Турӑ хӑвӑра каланине:
32
«Эпӗ — Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине вуламан-им эсир? Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри.
33
Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
34
Вӑл саддукейсене чӗнейми туни ҫинчен илтсен, фарисейсем пӗрле пуҫтарӑннӑ.
35
Вӗсенчен пӗри, саккун вӗрентӳҫи, Ӑна сӑнаса, ҫапла ыйтнӑ:
36
Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ? тенӗ.
37
Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»:
38
ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт;
39
иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».
40
Пӗтӗм саккунпа пророксем ҫак икӗ ӳкӗт ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ, тенӗ.
41
Фарисейсем пухӑнсан Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ:
42
эсир Христос ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр? кам ывӑлӗ Вӑл? тенӗ. Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Давид ывӑлӗ, теҫҫӗ.
43
Иисус калать вӗсене: мӗнле-ха апла Давид, Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланса, Ӑна Ҫӳлхуҫа тет, вӑл ҫапла калать-ҫке:
44
«Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тет.
45
Ҫапла вара, Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ.
46
Ӑна ӗнтӗ никам та пӗр сӑмах та хуравласа калайман; ҫав кунран пуҫласа Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28