bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 1
2 Chronicles 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 2 →
1
Соломон ӗнтӗ, Давид ывӑлӗ, хӑйӗн патшалӑхӗнче тӗрек илсе ҫирӗпленсе ҫитнӗ; Ҫӳлхуҫа, хӑйӗн Турри, пӗрле пулнӑ унӑн, ҫӳле ҫӗкленӗ ӑна.
2
Соломон пӗтӗм Израиле: пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, тӳресене, Израильре пуҫлӑхра тӑракансене пурне те — ӑру пуҫӗсене — пухӑнма хушнӑ.
3
Вара Соломон тата пухӑннӑ пӗтӗм халӑх Гаваонри сӑрт тӳпемне тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн унта пӗрле пухӑнса Турра кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ, Ҫӳлхуҫа чури Моисей пушхирте тунӑскер, пулнӑ.
4
Турӑ саккунӗн арчине Давид унччен Кириаф-Иарим хулинчен Иерусалима, кӗлӗ чатӑрӗ лартса хатӗрленӗ вырӑна, илсе килнӗ пулнӑ.
5
Веселеил — Оров ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ вара ҫавӑнтах, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчех, юлнӑ; Соломон ӗнтӗ ӑна пӗрле пынӑ ушкӑнпа шыраса тупнӑ.
6
Ҫавӑнта, пуху чатӑрӗ умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ ҫинче, Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем Турра пин парне кӳнӗ.
7
Ҫав каҫхине ҫӗрле Соломона Турӑ курӑнса каланӑ: Манӑн мӗн парас сана, ыйт, тенӗ.
8
Соломон Турра каланӑ: Эсӗ манӑн Давид аттеме пысӑк ырӑлӑх туса патӑн, мана ун вырӑнне патшана лартрӑн, тенӗ.
9
Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Санӑн Давид аттеме панӑ сӑмаху вырӑна килтӗрччӗ. Эсӗ мана тусан пӗрчи пек йышлӑ халӑх патшине лартрӑн,
10
халӗ ӗнтӗ мана ӑслӑлӑхпа пӗлӳ парсамччӗ: ҫак халӑх умӗнче тухма-кӗме пӗлем эпӗ, унсӑрӑн Санӑн ҫак аслӑ халӑхна кам йӗркелесе тытса тӑма пултарайтӑр? тенӗ Соломон.
11
Турӑ Соломона каланӑ вара: сан чӗрӳнте ҫакӑ пулнӑшӑн, эсӗ пуянлӑхпа пурлӑх, чап тата хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, тата вӑрӑм кунҫул та ыйтманшӑн, Эпӗ сана патшана лартса хӑвӑн аллуна панӑ Ман халӑхӑма йӗркелесе тытса тӑма ӑслӑлӑхпа пӗлӳлӗх ыйтнӑшӑн
12
ӑслӑлӑхпа пӗлӳ те пулӗ санӑн, пуянлӑхпа пурлӑхне, чапне вара Эпӗ сана ҫав таран парӑп, — ун пекки патшасенӗн санччен те пулман, сан хыҫҫӑн та пулмӗ, тенӗ.
13
Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ,
14
Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
15
Тата патша Иерусалимра ылтӑнпа кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питӗ нумаййине кура, айлӑмсенчи сикомор йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
16
Ут-урхамахне Соломон валли Египетпа Куваран кӳрсе тӑнӑ: патша купсисем вӗсене Куваран укҫалла иле-иле килнӗ.
17
Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, утне ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ. Ҫавӑн пек йӗркепех вӗсем ҫакна хетсен патшисемпе арамейсен патшисене те кӳрсе тӑнӑ.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36