bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 11
2 Chronicles 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 12 →
1
Ровоам Иерусалима ҫитнӗ те, Израильпе ҫапӑҫса патшалӑха хӑй аллине тавӑрас тесе, Иудӑпа Вениамин килӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни чӗнсе пуҫтарнӑ.
2
Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ:
3
Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала,
4
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ. Итленӗ вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Иеровоама хирӗҫ тухнӑскерсем каялла таврӑннӑ.
5
Ровоам Иерусалимра пурӑннӑ; Иудейӑри хуласене вӑл хӳме тытса ҫавӑрнӑ.
6
Вӑл тӗреклӗлетнӗ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя,
7
Вефцур, Сохо, Одоллам,
8
Геф, Мареша, Зиф,
9
Адораим, Лахис, Азека,
10
Цора, Аиалон, Хеврон. Кусем пурте Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи хуласем пулнӑ.
11
Ҫак керемсене тӗреклӗлетсе, Ровоам унта пуҫлӑхсем уйӑрса лартнӑ, тырӑпа йывӑҫ ҫӑвӗ тата эрех тытма управӑшсем тутарнӑ.
12
Вӑл кашни хуланах хулкансемпе сӑнӑсем панӑ, хуласене питӗ вӑйлӑ тӗреклӗлетнӗ. Иудӑпа Вениамин ҫаплах унӑн аллинче пулнӑ.
13
Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ,
14
левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман,
15
хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
16
Священниксемпе левитсем хыҫҫӑн, чӗрисем Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне туртӑннипе, хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Иерусалима Израилӗн пур йӑхӗнчен те ҫынсем килсе тӑнӑ.
17
Вӗсем Иуда патшалӑхне тӗрек кӳрсе уралантарнӑ, Соломон ывӑлне Ровоама виҫӗ ҫул хушши пулӑшса-хунтӑласа тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав виҫӗ ҫул хушшинче вӗсем Давидпа Соломон ҫулӗпе ҫӳренӗ.
18
Ровоам Махалафӑна — Давид ывӑлӗн Иеромофӑн хӗрне, унтан Авихаиле — Иессей ывӑлӗн Елиавӑн хӗрне — качча илнӗ,
19
Авихаиль ӑна ывӑлсем — Иеуса, Шемарияна тата Загама — ҫуратса панӑ.
20
Ун хыҫҫӑн Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — качча илнӗ; ку ӑна Авияпа Аттая, Зизапа Шеломифа ҫуратса панӑ.
21
Ровоам Маахана — Авессалом хӗрне — ытти арӑмӗсемпе ҫум-арӑмӗсенчен пуринчен ытларах юратнӑ, — унӑн вунсакӑр арӑмпа утмӑл ҫум-арӑм пулнӑ, унӑн ҫирӗм сакӑр ывӑлпа утмӑл хӗр ҫуралнӑ.
22
Мааха ывӑлне Авияна вӑл тӑванӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӑна патшана лартасшӑн пулнӑ.
23
Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ: пӗтӗм ывӑлне Иудӑпа Вениамин ҫӗрӗ тӑрӑх мӗнпур тӗреклӗлетнӗ хулана салатнӑ; пурӑнма мӗн кирлине тулӑххӑн парса, вӗсем валли нумай арӑм та тупса панӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36