bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 23
2 Chronicles 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 24 →
1
Анчах ҫиччӗмӗш ҫулхине Иодай вӑй илнӗ те ҫӗрпӳсемпе — Иерохам ывӑлӗпе Азарияпа, Иегоханан ывӑлӗпе Исмаилпа, Овед ывӑлӗпе Азарияпа, Адаия ывӑлӗпе Маасейӑпа, Зихри ывӑлӗпе Елишафатпа — килӗшӳ тунӑ.
2
Вӗсем пӗтӗм Иудея тавра ҫаврӑнса, унти мӗнпур хулари левитсене тата Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсене пуҫтарса Иерусалима пынӑ.
3
Ҫак пухӑннӑ халӑх Турӑ Ҫуртӗнче патшапа килӗшӳ тунӑ. Иодай вӗсене каланӑ: Давид ывӑлӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, патша ывӑлӗ патшанах ларма тивӗҫлӗ.
4
Сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекен священниксемпе левитсенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ алӑксем умӗнче хуралта тӑтӑр,
5
тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ патша керменӗ патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ Иесод хапхи умӗнче тӑтӑр, пӗтӗм халӑх вара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче тӑтӑр.
6
Священниксемпе ҫав кун ӗҫлесе тӑракан левитсемсӗр пуҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне никам та ан кӗтӗр. Вӗсем хӑйсем кӗме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — тасалӑх тивлечӗ илнӗ ҫынсем; халӑх вара хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине тутӑр.
7
Левитсем, кашнийӗ кӑрал тытса, патшана пур енчен те хупӑрласа илччӗр, кам та кам Турӑ Ҫуртне кӗрес тет, ҫавӑ вилме тивӗҫ. Патша тухнӑ чухне те, патша кӗнӗ чухне те ун ҫумӗнче пулӑр.
8
Вара левитсемпе иудейсем пурте Иодай священник хушнӑ пек тунӑ; ҫӗрпӳсем кашнийӗ хӑйӗн ҫыннисемпе — шӑматкун килекенсемпе тата шӑматкун каякансемпе — хатӗрленсе тӑнӑ, Иодай священник ӗнтӗ черечӗ улшӑннисене те каялла яман.
9
Иодай священник ҫӗрпӳсене Давид сӑннисемпе хулканӗсене, Турӑ Ҫуртӗнче упраннисене, валеҫсе панӑ; хулканӗсем пӗчӗкки те, пысӑкки те пулнӑ;
10
кашнийӗ аллине кӑрал тытнӑ халӑха вӑл Турӑ Ҫурчӗн сылтӑм енчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн сулахай енне ҫити, парне вырӑнӗпе Ҫурт умне тата патша тавра та тӑратса тухнӑ.
11
Ӗнтӗ патша ывӑлне илсе тухнӑ, ӑна патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартнӑ, патша туйине тыттарнӑ, вара Иодайпа унӑн ывӑлӗсем, ӑна патшана лартса, пуҫне ҫу сӗрнӗ те: сывӑ пултӑр патша! тесе кӑшкӑрнӑ.
12
Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан, патшана мухтакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халӑх патне пынӑ,
13
курнӑ вара: хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнче, Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте, патша тӑрать; патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ; юрӑ ӑстийӗсем кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ калаҫҫӗ, мухтав юррийӗ юрлаҫҫӗ. Гофолия ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ та: кавар! кавар! тесе кӑшкӑрса янӑ.
14
Иодай священник вара ҫӗрпӳсене, ҫарпуҫсене, чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: [Турӑ Ҫуртӗнчен] илсе тухӑр ӑна, кам ун майлӑ пулать, ӑна хӗҫпе касса вӗлерӗр, тенӗ. Унтан священник: Турӑ Ҫуртӗнче ан вӗлерӗр ӑна, тенӗ.
15
Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл патша керменӗ умне, лаша хапхи патне, ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.
16
Вара Иодай хӑйпе пӗтӗм халӑх хушшинче, патша хушшинче халал хывнӑ, ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ.
17
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, ӑна аркатнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене те, Ваал кӗлеткисене те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ.
18
Иодай ӗнтӗ, Давид хушса хӑварнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тимлесе тытса тӑма священниксемпе левитсене хушнӑ, [священниксемпе левитсем унччен кунсеренех черетленсе ӗҫленине те каялла тавӑрнӑ,] вӗсен, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ, Давид хушса хӑварнӑ пек, парнесене савӑнса, юрласа кӳмелле пулнӑ.
19
Суя тӗн ҫынни унта нимӗнле сӑлтавпа та пырса ан кӗтӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне хуралҫӑсем тӑратнӑ.
20
Иодай ӗнтӗ ҫӗрпӳсемпе, халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе, ҫӗрӗн мӗнпур халӑхӗпе пӗрле патшана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен патша керменне ӑсатнӑ, тури хапха витӗр иртсе, патша керменне ҫитсе патшана аслӑ пукан ҫине лартнӑ.
21
Пӗтӗм халӑх хӗпӗртесе савӑннӑ, хула та лӑпланнӑ. Гофолияна хӗҫпе вӗлернӗ.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36