bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 34
2 Chronicles 34
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 35 →
1
Патшана ларнӑ чухне Иосия саккӑрта пулнӑ, Иерусалимра вӑл вӑтӑр пӗр ҫул хушши патшара ларнӑ,
2
вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Давидӑн, хӑй ашшӗн, ҫулӗпе ҫеҫ ҫӳренӗ, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнман.
3
Саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иосия, яш ача, хӑй ашшӗн, Давидӑн, Туррине пуҫҫапма тытӑннӑ, вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вара Иудейӑна тата Иерусалима чӳк тӳпемӗсенчен, Астарта юписенчен тата касса та шӑратса тунӑ йӗрӗхсенчен тасатма тытӑннӑ.
4
Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсене ун умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Астарта юписене ҫӗмӗрнӗ вӑл, суя турӑсен касса та шӑратса тунӑ кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса салатнӑ, тусанне ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисен тупӑкӗсем ҫине сапнӑ,
5
апӑссен шӑмми-шаккине лешӗсем хӑйсемех туса лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ, вара Иудейӑпа Иерусалима тасатнӑ,
6
Манассияпа Ефрем хулисенче, Симеон хулисенче — ӗнтӗ Неффалим йӑхӗ таранах — тата ҫав хутлӑхра пушанса юлнӑ вырӑнсенче те ҫавӑн пекех тунӑ,
7
чӳк парни вырӑнӗсене, Астарта юписене, суя тӗн туррисен кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ ҫинчи кӗлеткесене аркатнӑ, вара Иерусалима таврӑннӑ.
8
Патшара вунсаккӑрмӗш ҫул ларнӑ чухне, ҫӗре тата Турӑ Ҫуртне тасатса ҫитернӗ хыҫҫӑн, вӑл Ацалия ывӑлне Шафана, хула пуҫлӑхне Маасеяна тата Иоаха — Иоахаз ывӑлне, ҫыруҫӑна — хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртне юсама янӑ.
9
Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ;
10
ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
11
Кӗмӗле ӗнтӗ Иудея патшисем ҫаратса-аркатса хӑварнӑ ҫурт-йӗре юсакансене якатнӑ чул туянма тата пӑрӑссем тумашкӑн, ҫурт-йӗре тӑрӑламашкӑн йывӑҫ туянма панӑ.
12
Ҫав ҫынсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ; вӗсене ҫак ҫынсен пӑхса-тӗрӗслесе тӑмалла пулнӑ: Мерари ӑрӑвӗнчи левитсем Иахафпа Овадия, Кааф ӑрӑвӗнчи левитсем Захарийӑпа Мешуллам тата кӗвӗ-ҫемӗ калакан мӗнпур левит.
13
Вӗсемех йывӑр япаласене йӑтакансем, урӑх йышши ӗҫсене тӑвакансем мӗнле вӑй хунине сӑнаса тӑнӑ; левитсем хушшинчех ҫыруҫӑсем те, пӑхавҫӑсем те, алӑк-хапха хуралҫисем те пулнӑ.
14
Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пухӑннӑ кӗмӗле кӑларса илнӗ чухне Хелкия священник Моисей урлӑ панӑ Ҫӳлхуҫа саккунӗн кӗнекине тупнӑ.
15
Хелкия вара Шафан ҫыруҫӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче эпӗ саккун кӗнеки тупрӑм, тенӗ. Хелкия ҫав кӗнекене Шафана панӑ.
16
Шафан кӗнекене патша патне илсе кайнӑ та патшана хыпар туса каланӑ: санӑн чурусене мӗн хушнӑ — вӗсем ҫавна йӑлтах тӑваҫҫӗ;
17
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ кӗмӗле шута илчӗҫ, ӑна пӑхавҫӑсемпе ӗҫ ӗҫлеттерекенсене алӑранах пачӗҫ, тенӗ.
18
Шафан ҫыруҫӑ патшана тата ҫапла пӗлтернӗ: Хелкия священник мана кӗнеке пачӗ, тенӗ. Шафан кӗнекене патша умӗнче вуласа панӑ.
19
Саккун сӑмахӗсене илтсессӗн патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ.
20
Вара патша Хелкияна, Шафан ывӑлне Ахикама, Михей ывӑлне Авдона, Шафан ҫыруҫӑна тата патша тарҫине Асаияна ҫапла хушса каланӑ:
21
кайӑр та ман ятпа, Израильре юлнӑ ҫынсен ячӗпе тата Иудея ячӗпе ҫак тупӑннӑ кӗнекери сӑмахсем мӗне пӗлтернине Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӗлӗр, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ҫилли хаяр, пирӗн аттесем ҫак кӗнекери сӑмахсене, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене, уяман, ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа пире ҫилленнӗ, тенӗ.
22
Вара Хелкия тата патша ҫыннисем хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.
23
Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр:
24
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп,
25
Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.
26
Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать:
27
ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
28
Акӑ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине ярас сехмете курмӗҫ, тет Турӑ, тенӗ Олдама. Хурава патша патне ҫитернӗ.
29
Патша вара йыхрав янӑ та Иудейӑпа Иерусалимри мӗнпур аслӑ ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ,
30
патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, унпа пӗрле пӗтӗм халӑх пынӑ: иудейсем, Иерусалимра пурӑнакансем, священниксем, левитсем, пӗтӗм халӑх ватти-вӗтти таран — пурте пуҫтарӑннӑ; вара патша вӗсене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ халал кӗнекине пӗр сӑмах сиктермесӗр сасӑпа вуласа панӑ.
31
Патша хӑй вырӑнне тӑнӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ — ҫак кӗнекере ҫырнӑ халал сӑмахӗсене пурӑнӑҫа килтермешкӗн Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн пыма, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, Вӑл панӑ йӗркесене пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан пӑхӑнса пурӑнма пулнӑ.
32
Патша Иерусалимри тата Вениамин ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна та ҫак халала йышӑнма хушнӑ; вара Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ, хӑйсен ашшӗсенӗн Турри, вӗрентнӗ пек пурӑнма пуҫланӑ.
33
Иосия ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсен мӗнпур ҫӗрӗ ҫинчи йӗрӗнчӗксене пӗтӗмпех аркатнӑ, Израиль ҫӗрӗнчи ҫынсене пурне те хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗҫлесе пурӑнма хушнӑ. Вара Иосия пурӑннӑ чухне вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен пӑрӑнман.
← Chapter 33
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 35 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36