bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 12
2 Chronicles 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 13 →
1
Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитсессӗн, Ровоам вӑйланса кайнӑ, вара вӑл, ӗнтӗ унпа пӗрле пӗтӗм Израиль те Ҫӳлхуҫа саккунне пӑрахнӑ.
2
Ровоам пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сусаким, Египет патши, Иерусалима тапӑннӑ, — ку ӗнтӗ Ровоампа Иудея халӑхӗ Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннипе пулса иртнӗ, —
3
пин те икҫӗр ҫар урапипе, утмӑл пин юланутпа тапӑннӑ; унпа пӗрле Египетран килнӗ халӑхӑн, Ливи ҫыннисен, сукхитсен тата эфиопсен шучӗ те пулман;
4
Иудейӑри тӗреклӗлетнӗ хуласене парӑнтарса вӑл Иерусалим патнех ҫитнӗ.
5
Ҫавӑн чухне Ровоам патне тата Сусакимран тарса Иерусалима пуҫтарӑннӑ Иудея ҫулпуҫӗсем патне Самей пророк пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп, тет, тенӗ.
6
Вара Израиль ҫулпуҫӗсем те, патша та йӑвашланнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳррине калать! тенӗ.
7
Ҫӳлхуҫа вӗсем йӑвашланнине курнӑ, вара Самее Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: вӗсем йӑвашланчӗҫ; пӗтерсе тӑкмӑп, вӗсене кӗҫех ҫӑлӑнӑҫ та парӑп, Иерусалим ҫине Сусаким алли урлӑ ҫиллӗм ӳкмӗ;
8
ҫапах та вӗсем унӑн тарҫисем пулӗҫ: Мана пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫинчи патшасене пӑхӑнса тӑрасси мӗнлереххине пӗлччӗр, тенӗ.
9
Вара Сусаким, Египет патши, Иерусалима кӗнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне те, патша керменӗн пуянлӑхне те туртса илнӗ; йӑлтах илнӗ вӑл, Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те илнӗ.
10
Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.
11
Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем тытса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне кайса хунӑ.
12
Ровоам йӑвашлансассӑн, Турӑ ҫилли ун ҫумӗнчен сирӗлнӗ, ӑна тӗппипе пӗтерсе лартман: ӗнтӗ Иудейӑра ырри те пулнӑ.
13
Ровоам ӗнтӗ Иерусалимра тӗрек илсе ҫирӗпленнӗ, вӑйлӑ патша пулнӑ вӑл. Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ. Унӑн амӑшӗ, Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ.
14
Ровоам усал ӗҫсем тунӑ: кӑмӑлӗ унӑн Ҫӳлхуҫана шыраса тупас енне туртӑнман.
15
Ровоам ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Самей пророк тата Адда витӗркуран йӑх-кӑк ҫырӑвӗсенче ҫырса кӑтартнӑ. Ровоам мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Иеровоампа вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.
16
Ровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Авия, ларнӑ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36