bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 24
2 Chronicles 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 25 →
1
Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ.
2
Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ.
3
Иодай ӑна икӗ арӑм тупса панӑ, Иоас вара ывӑллӑ-хӗрлӗ пулнӑ.
4
Пыра-киле Иоас чунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнетес шухӑш ҫуралнӑ,
5
вӑл вара священниксемпе левитсене пуҫтарнӑ та каланӑ вӗсене: Иудея хулисем тӑрӑх кайӑр та Турӑ Ҫуртне ҫулсеренех тимлӗн тытса тӑма Израильре пурӑнакансенчен пуринчен те кӗмӗл пуҫтарӑр; ку ӗҫре васкаварлӑ пулӑр, тенӗ. Анчах та левитсем васкаман.
6
Вара патша вӗсен пуҫлӑхне, Иодая, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: эсӗ мӗншӗн левитсенчен Иудейӑпа Иерусалим памалли хырҫӑна ыйтмастӑн? Ҫав хырҫӑна Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль халӑхӗ кӗлӗ чатӑрӗ валли пуҫтаратчӗҫ, тенӗ.
7
Ӗнтӗ ирсӗр Гофолияпа унӑн ывӑлӗсем Турӑ Ҫуртне пушатса хӑварнӑ, Турӑ Ҫуртне халалланӑ мӗнпур пурлӑха Ваалсемшӗн тӑккаласа пӗтернӗ пулнӑ.
8
Вара патша хушнӑ та, пӗр сунтӑх туса хатӗрленӗ, ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗнӗ ҫӗре тул енне лартнӑ.
9
Турӑ чури Моисей Израиль ҫыннисене пушхирте чухнех Ҫӳлхуҫана тӳлемелле тунӑ хырҫӑна пуҫтарасси ҫинчен Иудейӑра тата Иерусалимра пӗлтерсе тухнӑ.
10
Вара пӗтӗм пуҫлӑх та, пӗтӗм халӑх та хӗпӗртесе кайнӑ, сунтӑха мӗн тулса ларичченех кӗмӗл пыра-пыра янӑ.
11
Ҫав сунтӑха левитсем патша тӳри-шари патне илсе пырсассӑн, лешӗсем унта кӗмӗл нумай пухӑннине курсассӑн, унта патша ҫыруҫи тата аслӑ священникӑн шанчӑклӑ ҫынни пынӑ та сунтӑха пушатса ӑна каялла хӑй вырӑнне кайса лартнӑ. Вӗсем куллен-кун ҫапла туса тӑнӑ, ӗнтӗ кӗмӗлӗ шутсӑр нумай пухӑннӑ.
12
Иодай ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеттерекенсене панӑ, лешӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сиплеме чул ӑстисемпе каскалакансене тара тытнӑ, вӗсем тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсама тимӗрҫӗсемпе пӑхӑрҫӑсене те тара тытнӑ.
13
Ӗҫлеттерекеннисем питӗ тимлӗ пулнӑ, юсасси-сиплесси ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ, вара Турӑ Ҫуртне кирлӗ пек тирпей-илем кӗртсе ҫитернӗ, ӑна лайӑх кӑна ҫирӗплетнӗ.
14
Пӗтӗм ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем юлнӑ кӗмӗле патшапа Иодая панӑ. Мӗн юлнинчен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тӗрлӗ савӑт-сапа — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне панӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем, чашӑксем — тунӑ, ҫавӑн пекех ылтӑнран та кӗмӗлтен ытти йышши савӑт-сапа та тутарнӑ. Иодай пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кулленех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑнӑ.
15
Иодай ватӑлса ҫитнӗ, вӑл тӑраниччен пурӑнса вилнӗ: вилнӗ чухне вӑл ҫӗр вӑтӑрта пулнӑ.
16
Ӑна Давид хулинче патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ.
17
Иодай вилнӗ хыҫҫӑн вара Иудея пуҫлӑхӗсем пынӑ та патша умне ӳксе пуҫҫапнӑ, патша ӗнтӗ вӗсене итлеме тытӑннӑ.
18
Вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртӗнчен ютшӑннӑ, чӳк йывӑҫӗсемпе йӗрӗхсене пуҫҫапма тытӑннӑ; вӗсен айӑпӗшӗн вара Ҫӳлхуҫа ҫилли Иудӑпа Иерусалим ҫине ӳкнӗ.
19
Вӑл, вӗсене Ҫӳлхуҫа енне ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ; пророксем вӗсене ӳкӗтленӗ, анчах лешӗсем итлемен.
20
Иодай священник ывӑлӗ Захария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вара вӑл халӑх умне ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ та каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир мӗншӗн Ҫӳлхуҫа хушнинчен иртетӗр? ӑнӑҫу пулмасть сирӗн, эсир Ҫӳлхуҫана пӑрахнӑ пек, Вӑл та сире пӑрахӗ, тенӗ.
21
Вара ӑна хирӗҫле каварлашнӑ та [Иоас] патша хушнипе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗнче ӑна чулпа персе вӗлернӗ.
22
Иоас патша хӑйне Иодай, Захария ашшӗ, епле ырӑ тунине аса та илмен, унӑн ывӑлне вӗлернӗ. Захария хӑй вилес умӗн: «Ҫӳлхуҫа куртӑр — шыраса илтӗр!» тенӗ.
23
Ҫав ҫулталӑк вӗҫӗнче Сири ҫарӗ Иоаса хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ, Иудейӑна та, Иерусалима та ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ, халӑх хушшинчен халӑхӑн мӗнпур аслӑ ҫыннине вӗлерсе тухнӑ, вӗсенчен туртса илнӗ мӗнпур тупӑша Дамаска патша патне ярса панӑ.
24
Сири ҫарӗ йышлӑн килмен пулин те, вӗсем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе питех те пысӑк ҫара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, иудейсем хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн ҫапла пулнӑ та ку. Вӗсем Иоаса сут тунӑ,
25
ӗнтӗ Сири ҫыннисем ӑна, йывӑр аманнӑскере, пӑрахса хӑварсассӑн, унӑн чурисем каварлашнӑ та Иодай священник ывӑлӗн юнне юхтарнӑшӑн ӑна хӑйӗн вырӑнӗ ҫинчех вӗлернӗ, вӑл ҫапла вилнӗ. Ӑна Давид хулинче, анчах патша тупӑклӑхне мар, урӑх ҫӗрте пытарнӑ.
26
Ӑна хирӗҫ кавар тунисем ҫаксем пулнӑ: Аммон йӑхӗнчен тухнӑ Шимеафа ывӑлӗ Завад тата Моав йӑхӗнчен тухнӑ Шимрифа ывӑлӗ Иегозавад.
27
Иоас ывӑлӗсем ҫинчен тата ӑна хирӗҫ пророксем мӗн-мӗн калани ҫинчен, Турӑ Ҫуртне епле тирпей-илем кӗртсе ҫитерни ҫинчен патшасенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Ӗнтӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амасия, ларнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36