bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 14
2 Chronicles 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 15 →
1
Авия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Аса, ларнӑ. Аса ӗмӗрӗнче ҫӗр ҫинче вунӑ ҫул хушши лӑпкӑ самана тӑнӑ.
2
Аса хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине юрӑхлӑ ырӑ ӗҫсем тунӑ:
3
вӑл ют турӑсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсемпе тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, йӗрӗхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, [халалласа] лартнӑ йывӑҫсене каса-каса пӑрахнӑ;
4
иудейсене вӑл ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраса тупма, [Унӑн] саккунӗпе Вӑл хушса хӑварнӑ йӗркесене пурӑнӑҫласа тӑма хушнӑ;
5
Иудейӑри пур хулара та тӳпем вырӑнсемпе ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ. Ун вӑхӑтӗнче патшалӑхра лӑпкӑ пулнӑ.
6
Аса Иудейӑра тӗреклӗлетнӗ хуласем туса лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче лӑпкӑ пулнӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне лӑпкӑ самана панӑран ҫав ҫулсенче унӑн вӑрҫӑ пулман.
7
Иудейсене вӑл ҫапла каланӑ: ҫак хуласене туса лартӑпӑр та вӗсене пашнеллӗ, хапхаллӑ-сӑлӑплӑ хӳме тытса ҫавӑрӑпӑр. Ҫӗрӗмӗр халлӗхе пирӗн-ха, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шыраса тупрӑмӑр: эпир Ӑна шыраса тупрӑмӑр та, Вӑл пире пур енчен те тӑнӑҫлӑх пачӗ, тенӗ. Вара ӗҫе тытӑннӑ, ӗҫӗ ӑнса пынӑ.
8
Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.
9
Вӗсене Эфиопи ҫынни Зарай пин-пин ҫынлӑ ҫарпа, виҫҫӗр ҫар урапипе тапӑнса килнӗ, Мареша хули патне ҫитнӗ.
10
Аса ӑна хирӗҫ тухнӑ, Мареша патӗнчи Цефата айлӑмӗнче ҫапӑҫӑва кӗме йӗркеленсе тӑнӑ.
11
Аса ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине тархасласа каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ мар-и вӑйлине е вӑйсӑррине пулӑшаканӗ? пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр. Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ пирӗн Турӑ: Сана этем ан ҫӗнтерейтӗр, тенӗ.
12
Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ эфиопсене Аса умӗнче, Иуда умӗнче ҫапса хуҫнӑ; эфиопсем каялла тарнӑ.
13
Аса тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх вӗсене Герар патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; эфиопсем пӗтнӗ вара, пӗри те чӗрӗ юлман, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Ҫӳлхуҫапа Унӑн ҫӳлти ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Иудейсем вара темӗн чухлӗ пурлӑх пухса тултарнӑ.
14
Вӗсем Герар таврашӗнчи мӗнпур хулана аркатса тӑкнӑ, унта пурӑнакансем Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ; хуласене пӗтӗмпех ҫаратнӑ, вӗсенчен питӗ нумай тупӑш илсе тухнӑ.
15
Ҫавӑн пекех кӗтӳҫӗсен ӳплисене те тустарса хӑварнӑ, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе вак выльӑх, тӗве хӑваласа кайнӑ, унтан Иерусалима таврӑннӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36