2 Chronicles 36

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009

← Chapter 35
23Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ. Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр. Эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа, аттемӗрсенӗн, Авраамӑн, Исаакӑн, Иаковӑн тата вӗсен ырӑ вӑрлӑхӗн Туррийӗ! [а] Эсӗ тӳпепе ҫӗре тӗлӗнмелле илемлӗ пултарнӑ, тинӗсе Хӑвӑн сӑмахупа ҫыхса лартнӑ, тӗпсӗр авӑра Хӑвӑн хӑрушӑ та чаплӑ, пурне те хӑратса тӑракан ятупа хупса, пичетлесе лартнӑ [б], Санӑн вӑюнтан чӗтресе тӑраҫҫӗ [в]: Санӑн чаплӑ мухтавлӑху умӗнче никам та тытӑнса тӑраймасть, Эсӗ ҫылӑхлисене хаяррӑн юнанине никам та чӑтаймасть [г]. Анчах ырӑлӑху та вӗҫӗмсӗр Санӑн, ӑна пӗлсе те ҫитейместӗн: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ ырӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, этем усаллӑхӗшӗн пӑшӑрханатӑн [д]. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран Эсӗ ӳкӗнекенсене йышӑнма, Хӑв умӑнта ҫылӑха кӗнисене каҫарма пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ӳкӗнсессӗн, вӗсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Эсӗ, питех те ырӑ пулнӑран, вӗсене ӳкӗнӗҫлӗ тунӑ [е]. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сӑваплисенӗн Турри, сӑваплисенчен — Авраамран, Исаакран, Иаковран, Хӑвӑн умӑнта ҫылӑха кӗменнисенчен — ӳкӗнӗҫ ыйтман Эсӗ, манран, ҫылӑхлӑ ҫынран, ӳкӗнӗҫ ыйтатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫылӑхӑмсем тинӗс хӑйӑрӗнчен те нумайрах [ж]. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, йӗркесӗр ӗҫӗм имсӗр-сумсӑр, темӗн чухлӗ тӗрӗсмарлӑхӑма пула ҫӳл тӳпе ҫине пӑхма та тивӗҫлӗ мар эпӗ [з]. Ӗнтӗ мана тимӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ — авӑнсах антӑм, пуҫӑма та ҫӗклейместӗп, сывлӑш та ҫавӑраймастӑп, мӗншӗн тесессӗн Сана ҫиллентертӗм [и], Сан умӑнта усал турӑм: Сан ирӗкне вырӑна хумарӑм, Эсӗ хушнине уямарӑм, йӗрӗх лартса тултартӑм, ҫапла халӑха илӗртсе улталарӑм [к]. Халӗ ӗнтӗ Сана хама хӗрхенме тархасласа чӗремӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленетӗп. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑха кӗтӗм эпӗ, ҫылӑха кӗтӗм, хамӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене пӗлетӗп; ӗнтӗ Сана тархасласа ыйтатӑп: каҫарсамччӗ мана, эй Ҫӳлхуҫамӑм, каҫарсамччӗ мана, мана йӗркесӗр ӗҫӗмсемпех ан пӗтерсемччӗ, мана тамӑка ямалла ан айӑпласамччӗ [л]. Эсӗ — Турӑ, Эсӗ — ӳкӗнекенсенӗн Турри, Мана, юрӑхсӑр ҫынна, виҫесӗр хӗрхенӳллӗ кӑмӑлупа ҫӑлса, Хӑвӑн пӗтӗм ырӑлӑхна ман ҫинче кӑтартсамччӗ, Сана пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе мухтавлӑп, Сана тӳпери пӗтӗм вӑйсем мухтаҫҫӗ, Санӑн мухтавлӑху — ӗмӗр-ӗмӗре. Аминь.
← Chapter 35