bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 28
2 Chronicles 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 29 →
1
Патшана ларнӑ чухне Ахаз ҫирӗмре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнчи ӗҫсене вӑл хӑйӗн ашшӗ пек, Давид пек, туса пыман,
2
Израиль патшисен ҫулӗпех ҫӳренӗ, ҫитменнине тата Ваал кӗлеткисене шӑратса туса тултарнӑ;
3
Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче тӗтӗрнӗ, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗркине йышӑнса, Ахаз хӑй ывӑлӗсене те вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ;
4
тӳпем вырӑнсемпе сӑртсем ҫинче, кашни лаштра йывӑҫ айӗнче чӳк тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
5
Вара хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ӑна Сири патшийӗн аллине панӑ, Сири ҫыннисем ӑна ҫапса аркатнӑ, нумай ҫыннине тыткӑна илсе Дамаска хӑваласа кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫа ӑна Израиль патшийӗн аллине те панӑ, лешӗ вара ӑна ҫапса салатмаллипех ҫапса салатнӑ.
6
Факей — Ремалия ывӑлӗ, [Израиль патши] — Иудея ҫыннисене, паттӑр ҫапӑҫаканскерсене, пӗр кун хушшинчех ҫӗр ҫирӗм пин ҫын пӗтерсе тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.
7
Зихрий, Ефрем йӑхӗнчи вӑйламас ҫын, патша ывӑлне Маасеяна, патша керменӗн пуҫлӑхне Азрикама тата патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫынна, Елкана ятлӑскерне, вӗлернӗ.
8
Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене, иудейсене, икҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ, вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ачасем те пулнӑ; тата вӗсем темӗн чухлӗ тупӑш ҫаратса тултарнӑ; тыткӑна илнисене те, тупӑша та Самарие ӑсатнӑ.
9
Унта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнӑ, унӑн ячӗ — Одед. Вӑл Самарие каякан ҫар умне тухса тӑнӑ та каланӑ: акӑ аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, иудейсене ҫилленсе, вӗсене сирӗн алла пачӗ, эсир вара вӗсене тилӗрсе кайсах ҫӗмӗртӗр, ӗнтӗ ҫав хаярлӑх тӳпенех ҫитрӗ.
10
Халӗ эсир Иудейӑпа Иерусалим ывӑлӗ-хӗрӗсене хӑвӑр валли чура тума шутлатӑр. Сирӗн хӑвӑрӑн та Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче айӑп ҫук-им вара?
11
Эппин, итлӗр мана: хӑвӑр тыткӑна илнӗ тӑванӑрсене каялла ярӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиллин ҫулӑмӗ — сире хирӗҫ.
12
Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем хӑшӗ-хӑшӗсем — Иегоханан ывӑлӗ Азария, Мешиллемоф ывӑлӗ Берехия, Шаллум ывӑлӗ Езекия тата Хадлай ывӑлӗ Амас — вӑрҫӑран таврӑнакансене хирӗҫ тухнӑ та
13
каланӑ вӗсене: тыткӑна лекнисене кунта ан кӗртӗр — пире уншӑн Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче ҫылӑх пулать. Хамӑрӑн айӑпсемпе ҫылӑхсем ҫумне сирӗн тата хушас килет-им? пирӗн айӑп ахаль те пысӑк, [Ҫӳлхуҫа] ҫиллин ҫулӑмӗ Израиль тӗлӗнчех тӑрать, тенӗ.
14
Ҫар ҫыннисем ӗнтӗ тыткӑна илнисене тата тупӑша ҫав пуҫлӑхсемпе Израиль халӑхне парса хӑварнӑ.
15
Вара ятран асӑнса тухнӑ ҫав арсем тыткӑна илсе килнисене пулӑшнӑ: тупӑшри тумтире илсе ҫарамассисене пурне те тӑхӑнтартнӑ, вӗсене ура сырри те панӑ, вӗсене тӑрантарнӑ-ӗҫтернӗ, вӗсен пуҫне ҫу сӗрнӗ, халсӑрланса ҫитнисене ашаксем ҫине лартнӑ, унтан вӗсене Иерихона, пальма хулине, хӑйсен тӑванӗсем патне ӑсатнӑ, кайран Самарие таврӑннӑ.
16
Ҫав вӑхӑтра Ахаз патша Ассири патшисем патне, вӗсенчен пулӑшу ыйтса, ҫын янӑ,
17
мӗншӗн тесессӗн идумейсем каллех тапӑнса килнӗ, Иудейӑра темӗн чухлӗ ҫынна пӗтернӗ, тыткӑна илнӗ;
18
филистимсем те Иудейӑн кӑнтӑр енчи тата айлӑмлӑ вырӑнсенчи хуласене тапӑннӑ: Вефсамис, Аиалон, Гедероф хулисене тата Сохо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Фимна хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Гимзо хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене ҫӗнсе илнӗ те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
19
Иудейӑна Ҫӳлхуҫа Ахазшӑн, Иудея патшишӗн, ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша Иудейӑна пӑсса янӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче пысӑк ҫылӑхсем туса пурӑннӑ.
20
Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ:
21
патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
22
Хӑйне хӗсӗк килнӗ вӑхӑтра та вӑл, Ахаз патша, Ҫӳлхуҫа умӗнче саккуна хирӗҫле ӗҫсем тума пӑрахман.
23
Вӑрҫӑра пире вӗсен туррисем ҫапса аркатрӗҫ пулӗ тесе, вӑл Дамаск туррисене парне кӳнӗ, вӑл: вӗсене Сири патшисенӗн туррисем пулӑшаҫҫӗ; эпӗ вӗсене парне кӳрӗп те вӗсем мана та пулӑшӗҫ, тенӗ. Анчах та ҫав парнесем ӑна та, Израиле те пӗтме ҫеҫ пулӑшнӑ.
24
Ахаз Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана пуҫтарнӑ, Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене питӗрсе илнӗ, Иерусалимӑн пур кӗтесӗнче те чӳк парнисен вырӑнӗсене лартса тухнӑ,
25
Иудейӑри кашни хуларах ют турӑсем умӗнче тӗтӗрсе тӑмашкӑн тӳпем вырӑнсем тутарттарнӑ, ҫапла вӑл ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине вӗчӗхтернӗ.
26
Унӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн малтанхи тата юлашки ӗҫӗсене, вӑл мӗнле пурӑннине Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
27
Ахаз ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хулара, Иерусалимра, пытарнӑ, анчах та Израиль патшисенӗн тупӑклӑхне илсе кӗмен. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Езекия, ларнӑ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36