bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 25
2 Chronicles 25
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 26 →
1
Патшана ларнӑ чухне Амасия ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши Иерусалимра патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
2
Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем тунӑ вӑл, анчах вӗсене пӗтӗм чун-чӗрипех парӑнса туман.
3
Хӑй аллинче патшалӑх ҫирӗпленсе ҫитсессӗн, вӑл патшана, хӑйӗн ашшӗне, вӗлернӗ чурасене вӗлерттернӗ.
4
Анчах вӑл ҫынвӗлеренсен ачисене тивмен, мӗншӗн тесессӗн Моисей саккунӗн кӗнекинче, Ҫӳлхуҫа халалӗнче, ҫапла каланӑ: «ачисемшӗн ашшӗсене хаса пама юрамасть, ашшӗсемшӗн ачисене хаса пама юрамасть, кашнийӗ хӑй тунӑ усал ӗҫшӗн ҫеҫ вилӗме тивӗҫлӗ» тенӗ.
5
Амасия пӗтӗм Иудея халӑхне пуҫтарнӑ та вӗсене — иудейсемпе Вениамин ҫыннисене — пинпӳсемпе ҫӗрпӳсен аллине панӑ, унтан ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсе тухнӑ: вара вӑрҫа юрӑхлисем, сӑнӑпа та хулканпа авӑрланнӑ вӑйпитти арсем виҫҫӗр пин ҫын тупӑннӑ.
6
Унсӑр пуҫне вӑл тата, ҫӗр талант кӗмӗл парса, израильсем хушшинче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫар тара тытнӑ.
7
Анчах ун патне Турӑ ҫынни пынӑ та каланӑ: патша! Израиль ҫарӗ санпа ан пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа — Израиль ҫыннисемпе мар, Ефрем ывӑлӗсемпе мар.
8
Эсӗ пӗчченех кай, ӗҫ ту, вӑрҫӑра паттӑр ҫапӑҫ. Унсӑрӑн Турӑ сана тӑшману умӗнче такӑнтарӗ: Туррӑн пулӑшмалӑх та, такӑнтармалӑх та хӑват пур, тенӗ.
9
Амасия Турӑ ҫыннине каланӑ: эпӗ Израиль ҫарне панӑ ҫӗр талантпа мӗн тумалла вара? тенӗ. Турӑ ҫынни: Ҫӳлхуҫа сана унтан та ытларах пама пултарать, тенӗ.
10
Амасия вара Ефрем ҫӗрӗнчен килнӗ ҫара каялла яма хӑйӗнчен уйӑрнӑ. Лешӗсем Иудейӑна шутсӑр хытӑ тарӑхнӑ, ҫиллине шӑнараймасӑр каялла кайнӑ.
11
Амасия ӗнтӗ, хастарланса, хӑй халӑхне ертсе кайнӑ, Тӑвар айлӑмне ҫитнӗ те Сеир ывӑлӗсене вунӑ пин ҫынна аркатса тӑкнӑ;
12
Иуда ывӑлӗсем тата вунӑ пин ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илнӗ, вӗсене чӑнкӑ ту тӑррине илсе пынӑ та ту тӑрринчен аялалла пӑрахнӑ, лешӗсем пурте ҫапӑнса вилнӗ.
13
Хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пыччӑр тесе Амасия каялла янӑ ҫар вара Иудейӑри хуласене — Самарирен пуҫласа Вефорон таранах — сапаланса кайнӑ та унта виҫӗ пин ҫынна вӗлернӗ, темӗн чухлӗ пурлӑх ҫаратнӑ.
14
Идумейсене ҫӗнтерсе каялла таврӑннӑ чухне Амасия хӑйпе пӗрле Сеир ывӑлӗсен туррисене, йӗрӗхсене, илсе килнӗ, вӗсене хӑй патӗнче турӑсем вырӑннех лартнӑ, ӗнтӗ вӗсене пуҫҫапнӑ, вӗсен умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
15
Ҫӳлхуҫа Амасияна ҫилленсе ҫитнӗ, Вӑл ун патне Хӑйӗн пророкне янӑ, лешӗ каланӑ патшана: хӑйсен халӑхне сан аллунтан хӑтарайман ҫав халӑхсен туррисене мӗн-ма пуҫҫапатӑн эсӗ? тенӗ.
16
Пророк каланӑ чухне патша ӑна хуравланӑ: сана патшана канаш пама лартнӑ-им? хӑвна вӗлериччен — чарӑн! тенӗ. Пророк вара: пӗлетӗп эпӗ, ҫапла тунӑшӑн тата мана итлеменшӗн сана Турӑ тӗп тӑвать, тенӗ те урӑх нимӗн те чӗнмен.
17
Иудея патши Амасия канашласа пӑхнӑ та Израиль патши Иоас патне — Ииуй ывӑлӗн Иоахазӑн ывӑлӗ патне — хӑйӗн элчисене янӑ, ӑна: куҫа-куҫӑн курса калаҫма тух, тесе калама хушнӑ.
18
Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑвӑн хӗрне манӑн ывӑла качча пар» тесе калама янӑ. Анчах та Ливанри тискер чӗрчунсемех килсе тухнӑ та ҫав кӳкене таптаса пӗтернӗ.
19
Эсӗ: «эпӗ идумейсене ҫапса салатрӑм» тетӗн. Ҫавӑнпа санӑн чӗрӳ питех те мӑнаҫланса кайнӑ. Килӗнтех ларсамччӗ эсӗ. Мӗн-ма хӑрушӑ ӗҫе пуҫӑнмалла-ха санӑн? Хӑв та пӗтетӗн, санпа пӗрле Иудея та пӗтет, тенӗ Амасияна.
20
Турӑ ҫапла тунипе Амасия ӑна итлемен, мӗншӗн тесессӗн Идумея туррисен енне сулӑннӑшӑн Турӑ ӑна Иоас аллине тытса памалла тунӑ.
21
Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.
22
Израильсем иудейсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тарса саланнӑ.
23
Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ;
24
вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
25
Амасия — Иоас ывӑлӗ, Иудея патши — Израиль патши Иоас, Иоахаз ывӑлӗ, вилнӗ хыҫҫӑн тата вунпилӗк ҫул пурӑннӑ.
26
Амасиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
27
Амасия Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннӑ хыҫҫӑн Иерусалимра ӑна хирӗҫ кавар тунӑ, вӑл Лахис хулине тарса кайнӑ. Хыҫранах Лахиса ятарлӑ ҫынсем янӑ та ӑна унтах вӗлернӗ.
28
Ҫавӑнтан ӑна лашасемпе турттарса килнӗ, ӑна Иудея хулинче ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36