bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 21
2 Chronicles 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 22 →
1
Иосафат ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче ашшӗсемпе пӗрле пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иорам, ларнӑ.
2
Унӑн пиччӗшӗ-шӑллӗсем, Иосафат ывӑлӗсем, ҫаксем пулнӑ: Азария, Иехиил, Захария, Азария, Михаил тата Сафатия — кусем ӗнтӗ Иосафатӑн, Израиль патшийӗн, ывӑлӗсем.
3
Ашшӗ вӗсене Иудейӑри ҫирӗплетнӗ хуласене тата чылай ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ йышши япаласем парнеленӗ; патшалӑхне вара Иорама хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ.
4
Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.
5
Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ;
6
хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.
7
Анчах та Ҫӳлхуҫа Давид килне Давидпа хывнӑ халала пула пӗтересшӗн пулман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те ӗмӗрлӗх ҫутаткӑҫ пама пулнӑ.
8
Ун вӑхӑтӗнче Эдом ураланнӑ та Иуда аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.
9
Вара Иорам хӑйӗн ҫарпуҫӗсемпе, мӗнпур ҫар урапипе вырӑнтан тапраннӑ; вӑл ҫӗрле тапранса тухнӑ та хӑйне ҫавӑрса илнӗ идумейсемпе вӗсен ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене пӗтӗмпе ҫапса аркатнӑ, [халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарнӑ].
10
Анчах та Эдом паян кунчченех Иудӑна пӑхӑнмасӑр пурӑнать. Ҫавӑн чухнех Ливна та Иуда аллинчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иорам ӗнтӗ ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑ пулнӑ.
11
Вӑл Иудея сӑрт-тӑвӗ ҫинче чӳк вырӑнӗсем тума тытӑннӑ, Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗ, Иудейӑна илӗртсе ҫылӑха кӗртнӗ.
12
Вара ӑна Илия пророкран ҫыру ҫитнӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Давид аҫунӑн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Иосафат аҫу ҫулӗпе, Иудея патши Аса ҫулӗпе ҫӳременшӗн,
13
Израиль патшисен ҫулӗпе кайнӑшӑн, Ахав килӗ астарса янӑ пек, Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене аскӑнлӑха ертнӗшӗн, хӑвӑнтан лайӑхрах пӗртӑванусене вӗлернӗшӗн
14
Ҫӳлхуҫа акӑ санӑн аслӑ халӑхна, санӑн ывӑлусене те, санӑн арӑмусене те, санӑн мӗнпур пурлӑхна та пӗтерӗ,
15
сана хӑвна хӑрушӑ чирпе, ӑш чирӗпе, асаплантарӗ, чирӳ кунран-кун араслансах пырӗ, ӑшу-чиккӳ туха-туха ӳкме пуҫлӗ».
16
Ҫӳлхуҫа эфиопсемпе чикӗллӗ пурӑнакан филистимсемпе Арави ҫыннисене Иорама хирӗҫ ҫӗкленӗ;
17
лешӗсем вара Иудейӑна тапӑнса унта ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ; патша керменӗнчи мӗнпур пурлӑха, ҫавӑн пекех унӑн ывӑлӗсене тата унӑн арӑмӗсене туртса илнӗ; Иорамӑн вара Охозиясӑр, кӗҫӗн ывӑлӗсӗр, пуҫне урӑх ывӑл юлман.
18
Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Иорамӑн ӑшне-чиккине сипленми чирпе чирлеттерсе янӑ.
19
Кулленех асапланнӑ вӑл, вара иккӗмӗш ҫулталӑк вӗҫӗнче чире пула унӑн ӑшӗ-чикки юхса тухнӑ, вӑл хӑрушла асапланса вилнӗ; унӑн ашшӗсене пытарнӑ чухне халӑх ырӑ шӑршӑлӑх ҫунтарнӑ пулсассӑн, ӑна пытарнӑ чухне ун пек туман.
20
Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ. Хӑйшӗн куҫҫуль тухнине курмасӑрах кайнӑ вӑл, ӑна Давид хулинче, анчах та патша тупӑклӑхне кӗртмесӗр пытарнӑ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36