bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 29
2 Chronicles 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 30 →
1
Езекия патшана ҫирӗм пиллӗкре ларнӑ, Иерусалимра вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Авия, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.
2
Вӑл пӗтӗм ӗҫне, шӑп та шай Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ.
3
Патшана ларнӑ ҫулхинех, пӗрремӗш уйӑхрах, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене уҫнӑ, вӗсене ҫӗнетнӗ,
4
вара священниксемпе левитсене пухӑнма хушнӑ, вӗсене тухӑҫ енчи лаптӑка пуҫтарнӑ та
5
каланӑ вӗсене: итлӗр мана, левитсем! Халӗ хӑвӑр та тасалӑр, хӑвӑр аҫӑрсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫуртне те тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр, сӑваплӑ вырӑнтан мӗн таса маррине кӑларса ывӑтӑр.
6
Пирӗн аттесем йӗркесӗр пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ӑна пӑрахнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен хӑпнӑ, ӑна тӳртӗн тӑнӑ,
7
пӑлтӑр алӑкне хупса лартнӑ, ҫутаткӑҫсене сӳнтернӗ, Израиль Туррийӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳмен, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмен.
8
Ҫӳлхуҫа вара Иудейӑпа Иерусалима ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене мӑшкӑл курмалла тунӑ, вӗсене ӗнтӗ ҫаратса-тустарса тухнӑ, намӑс кӑтартнӑ — ҫакна эсир хӑвӑр куҫӑрпах куратӑр.
9
Сирӗн аҫӑрсем хӗҫрен пӗтрӗҫ, пирӗн ывӑлӑмӑрсем, хӗрӗмӗрсем, арӑмӑрсем вара паянхи кунчченех [хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче мар,] тыткӑнра.
10
Халӗ манӑн чӗрере — Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе халал хывасси, пире Хӑй ҫиллин ҫулӑмӗнчен хӑтартӑрччӗ Вӑл.
11
Ачамсем! тимсӗр ан пулӑр: Ҫӳлхуҫа сире Хӑй умӗнче тӑма, Хӑйӗншӗн ӗҫлеме, Унӑн чурисем пулса пуҫҫапма тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрекенсем пулма суйласа илнӗ, тенӗ Езекия патша.
12
Вара ҫак левитсем ӗҫе пикеннӗ: Кааф ывӑлӗсенчен — Амасай ывӑлӗ Махаф тата Азария ывӑлӗ Иоель; Мерари ывӑлӗсенчен — Авдий ывӑлӗ Кис тата Иегаллелел ывӑлӗ Азария; Гирсон ӑрӑвӗнчен — Зимма ывӑлӗ Иоах тата Иоах ывӑлӗ Еден;
13
Елицафан ывӑлӗсенчен — Шимри тата Иеиел; Асаф ывӑлӗсенчен — Захария тата Матфания;
14
Еман ывӑлӗсенчен — Иехиел тата Шимей; Идифун ывӑлӗсенчен — Шемаия тата Уззиел.
15
Вӗсем хӑйсен пиччӗшӗ-шӑллӗсене пуҫтарнӑ та кӗлтуса тасалнӑ, унтан патша хушнипе, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма кайнӑ.
16
Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма священниксем шала кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупӑннӑ мӗнпур тасамара Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишне илсе тухнӑ, мӗн йӑтса тухнине левитсем Кедрон юхӑмӗ патне илсе кайса пӑрахнӑ.
17
Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тасатма пуҫланӑ та ҫав уйӑхӑн саккӑрмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрне кӗнӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сакӑр кун хушши тасатнӑ, пӗрремӗш уйӑхӑн вунулттӑмӗш кунӗнче тасатса ҫитернӗ.
18
Вара Езекия патша патне пынӑ та каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатрӑмӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне те, мӗнпур савӑт-сапана та, парне ҫӑкӑрӗн сӗтелне те, тата сӗтелӗн мӗнпур савӑт-сапине те тасатрӑмӑр,
19
Ахаз хӑй патшара ларнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ мӗнпур савӑт-сапана та эпир тасатса хатӗрлерӗмӗр, халӗ вӗсем акӑ Ҫӳлхуҫана парне памалли вырӑн умӗнче.
20
Ӗнтӗ Езекия патша ирех тӑнӑ та хула пуҫлӑхӗсене пуҫтарнӑ, унтан Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
21
Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
22
Вӑкӑрсене пуснӑ, священниксем вӗсен юнне илнӗ те парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; унтан сурӑхсене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ; путексене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ.
23
Патшапа халӑх умне ҫылӑх каҫарттарма ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ, священниксем аллисене вӗсем ҫине хунӑ.
24
Унтан священниксем вӗсене пуснӑ та, пӗтӗм Израиль ҫылӑхне каҫарттарас тесе, вӗсен юнӗпе парне вырӑнне тасатнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша пӗтӗм Израильшӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнепе ҫылӑх парни кӳме хушнӑ.
25
Вара Давид вӗрентнӗ пек, патшанӑн витӗркуранӗ Гад тата Нафан пророк каланӑ пек, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне левитсене кимвалсемпе, псалтирьсемпе тата цитрӑсемпе тӑратнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ ҫавӑн пек йӗрке панӑ.
26
Вара левитсем Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене тытнӑ, священниксем трупасем тытса тӑнӑ.
27
Езекия пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хума хушнӑ. Ҫав вӑхӑтра, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пуҫӑнсанах, Израиль патшийӗн Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене калама, трупа кӑшкӑртма, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлама пуҫланӑ.
28
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫунса пӗтичченех пӗтӗм халӑх кӗлтуса тӑнӑ, юрлакансем юрланӑ, трупасем кӑшкӑртнӑ.
29
Парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса ярсассӑн, патша тата пӗтӗм халӑх ӳксе пуҫҫапнӑ.
30
Езекия патшапа пуҫлӑхсем левитсене Ҫӳлхуҫана Давид сӑмахӗсемпе тата Асаф витӗркуран сӑмахӗсемпе мухтама хушнӑ, лешӗсем ӗнтӗ савӑнсах-хӗпӗртесех мухтанӑ, чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
31
Езекия тата ҫапла каланӑ: халӗ эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫана халалларӑр; килӗр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем, тав парни кӳрӗр, тенӗ. Вара пӗтӗм халӑх парнесем, тав парни кӳнӗ, чӗри хушнипе хӑшӗ-хӑшӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне те кӳнӗ.
32
Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
33
Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесен шучӗ ултҫӗр пуҫ шултӑра выльӑх тата виҫӗ пин пуҫ вак выльӑх пулнӑ.
34
Анчах та священникӗсем сахал пулнӑ, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӑн тирне сӳсе тӑма ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа ӗҫ вӗҫленичченех тата ытти священниксем тасалса хатӗрленсе ҫитиччен вӗсене тӑванӗсем, левитсем, пулӑшса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене тасатас ӗҫре священниксенчен тимлӗрех пулнӑ.
35
Ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне те, канӑҫлӑх парни те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне ҫине сапмалли эрех те питӗ нумай пулнӑ. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлтӑвассине ҫапла ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ.
36
Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36