bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 26
2 Chronicles 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 27 →
1
Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Озияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.
2
Вӑл Елаф хулине юсаса ҫӗнетнӗ, Амасия хӑйӗн канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫав хулана Иудейӑна тавӑрса панӑ.
3
Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
4
Вӑл, хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ;
5
Турӑран хӑрама вӗрентекен Захария пурӑннӑ чухне вӑл Турра уяса тӑнӑ; Ҫӳлхуҫана уяса пурӑннӑ чухне ӑна Турӑ пулӑшсах тӑнӑ.
6
Вӑл филистимсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухса вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Геф хӳмине, Иавнея хӳмине тата Азот хӳмине аркатса тӑкнӑ; Азот ҫӗрӗнче тата Филисти ҫӗрӗнче хуласем туса лартнӑ.
7
Филистимсемпе, Гур-Ваалра пурӑннӑ Арави ҫыннисемпе тата Меун ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ чухне те Турӑ ӑна пулӑшсах тӑнӑ;
8
аммонсем те Озияна хырҫӑ тӳлесе тӑнӑ; унӑн ячӗ-сумӗ Египет чикки таранах сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питех те вӑйлӑ пулнӑ.
9
Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.
10
Пушхирте те пашнесем тунӑ, нумай пусӑ чавтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн айлӑмпа тӳрем вырӑнсенче темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ, ту-сӑрт ҫинче тата сат пахчисенче ҫӗр ӗҫченӗсемпе иҫӗм ӳстерекенсем пулнӑ: вӑл ҫӗр ӗҫне юратнӑ.
11
Озиян лайӑх йӗркеленӗ ҫар та пулнӑ; Иеиел ҫыруҫӑпа Маасея пӑхавҫӑ ҫар ҫыннисене шутласа вӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрнӑ, вӗсене вара Ханания — патшанӑн чи ҫывӑх ҫыннисенчен пӗри — ертсе пынӑ.
12
Ҫара икӗ пин те ултҫӗр ҫын ертсе пынӑ, лешӗсем, харсӑрскерсем, ӑру, кил-йыш пуҫӗсем пулнӑ;
13
вӗсен аллинчи ҫарта виҫҫӗр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ, вӗсем вӑрҫа паттӑррӑн кӗнӗ, патшана тӑшманӗсемпе кӗрешме пулӑшнӑ.
14
Озия вӗсем валли, мӗнпур ҫар валли, хулкансемпе сӑнӑсем, тимӗр калпаксемпе хурҫӑ тумтир, ухӑсемпе чулравсем туса панӑ.
15
Вӑл Иерусалимра пашнесем ҫине тата хула кӗтессисене ҫӗмренпе те пысӑк чулпа пеме пултаракан сӑпрайсем ӑсталаса лартнӑ. Озия чапа тухнӑ, унӑн ячӗ аякка сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне тӗлӗнмелле хӳтӗлесе вӑйланса кайнӑ.
16
Вӑйланса ҫитсессӗн вара унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче шутсӑр пысӑк айӑпа кӗнӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ умӗнче фимиам тӗтӗрме кӗнӗ.
17
Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та
18
Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.
19
Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
20
Аслӑ священник Азария тата ытти священниксем ун ҫине пӑхнӑ та — акӑ тилҫе унӑн ҫамки ҫинче. Вара ӑна кунтан тухма хистенӗ, вӑл хӑй те тухма васканӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна Ҫӳлхуҫа хаса панӑ.
21
Озия патша мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен уйӑрнӑ. Патша керменне тата ҫӗршыв халӑхне Иоафам, унӑн ывӑлӗ, тытса тӑнӑ.
22
Озиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Исаия пророк — Амос ывӑлӗ — ҫырса кӑтартнӑ.
23
Озия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗсемпе пӗрле, анчах та, вӑл тилҫеллӗ тесе, патша тупӑклӑхӗн уйӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Иоафам, ларнӑ.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36