bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 16
2 Chronicles 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 17 →
1
Аса вӑтӑр улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Вааса, Израиль патши, Иудейӑна хирӗҫ тапранса тухнӑ та, Иудея патши Аса патӗнчен никам та ан каяйтӑр, ун патне никам та ан килейтӗр тесе Рама хулине тума тытӑннӑ.
2
Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ:
3
ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
4
Венадад ӗнтӗ Аса патшана итленӗ, хӑйӗн ҫарпуҫӗсене Израиль хулисене хирӗҫ кӑларса янӑ, лешӗсем вара Ийон, Дан, Авелмаим хулисене тата Неффалим хулисенчи сыхлӑх пурлӑха пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
5
Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн Вааса, хӑйӗн ӗҫне чарса, Рама хулине тума пӑрахнӑ.
6
Аса патша вара иудейсене пурне те чӗнсе пуҫтарнӑ та, лешӗсем Вааса ҫурт-йӗр лартма хатӗрленӗ чулпа йывӑҫа Рамӑран илсе кайнӑ, — ҫавӑнтан вӗсем Гева тата Мицфа хулисене туса лартнӑ.
7
Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ.
8
Эфиопсемпе Ливи ҫыннисем вара пысӑкрах ҫарпа, нумай йышлӑ ҫар ураписемпе, юланутсемпе килменччӗ-и? Анчах та ун чухне эсӗ Ҫӳлхуҫа пулӑшасса шанса тӑтӑн та, Вӑл вӗсене сан аллуна пачӗ,
9
мӗншӗн тесессӗн Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать. Халӗ эсӗ ӑссӑрла турӑн. Ҫавӑнпа паянтан санӑн вӑрҫӑсем пулӗҫ, тенӗ Ананий витӗркуран.
10
Аса ҫилленсе кайнӑ та Анание тӗрмене хупса лартнӑ, вӑл ӗнтӗ ҫав сӑмахшӑн питӗ тарӑхнӑ; ҫав вӑхӑтра Аса ытти ҫынсене те хӗсӗрленӗ.
11
Аса ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
12
Хӑй вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Аса ури ыратнипе аптӑрама пуҫланӑ, ӳчӗ тӑрӑх чирӗ ҫӳлеллех сарӑлнӑ; анчах вӑл чирӗнчен сывалмашкӑн Ҫӳлхуҫаран мар, эмелҫӗсенчен пулӑшу кӗтнӗ.
13
Аса ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, вӑл хӑй хӗрӗх пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вилнӗ.
14
Ӑна хӑй Давид хулинче туса янтӑланӑ тупӑклӑха пытарнӑ; ырӑ шӑршӑлӑх тата тӗрлӗрен тунӑ сӗрӗш хурса тултарнӑ сак ҫине вырттарнӑ, ҫавна ун ячӗпе темӗн чухлӗ ҫунтарнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36