bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 5
2 Chronicles 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 6 →
1
Соломонӑн ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли туса тӑнӑ пӗтӗм ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вара вӑл хӑйӗн ашшӗ Давид мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ, ылтӑнпа кӗмӗле, ытти мӗнпур япалана та Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.
2
Ҫавӑн хыҫҫӑн Соломон Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулинчен, Сионран, куҫарса килмешкӗн Израилӗн аслӑ ҫыннисене, пӗтӗм йӑх пуҫӗсемпе Израиль ывӑлӗсен ӑру пуҫлӑхӗсене пурне те Иерусалима чӗнсе пуҫтарнӑ.
3
Ҫиччӗмӗш уйӑхра патша патне уява пӗтӗм Израиль ҫынни пуҫтарӑннӑ.
4
Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни килнӗ. Левитсем саккун арчине илсе ҫӗкленӗ,
5
вара арчана та, пуху чатӑрне те, чатӑрта пулнӑ мӗнпур сӑваплӑ япалана та йӑтса кайнӑ, — вӗсене священниксемпе левитсем ҫӗклесе пынӑ.
6
Соломон патша вара тата ун патне саккун арчи умне пуҫтарӑннӑ пӗтӗм Израиль халӑхӗ парне кӳрсе пынӑ, ытла нумаййипе вӗсем кӳнӗ сурӑхсемпе вӑкӑрсен йышне шутлама та май пулман.
7
Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.
8
Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.
9
Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
10
Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран ҫӑлӑнса тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне, хунӑ пулнӑ.
11
Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ;
12
виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ,
13
пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ,
14
ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36