bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 4
2 Chronicles 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 5 →
1
Тата пӑхӑр парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ унӑн ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вунӑ чике пулнӑ.
2
Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ;
3
унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.
4
Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
5
Хулӑнӑшӗпе тинӗс хуранӗ алӑ тупанӗ хулӑнӑш пулнӑ, унӑн хӗрри, алтӑр хӗрри евӗрлӗскер, ҫурӑлса сарӑлнӑ лили чечекне аса илтернӗ. Вӑл виҫӗ пин бат таран шыв шӑнӑҫтарнӑ.
6
Тата вунӑ ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, вӗсене пиллӗкӗшне сылтӑм енне, пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, ҫав савӑтсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме хатӗрлекен парнесене ҫунӑ; тинӗсре вара священниксем ҫӑвӑннӑ, вӑл вӗсем валли пулнӑ.
7
Тата, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек, вунӑ ылтӑн ҫутаткӑҫ тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ.
8
Тата вунӑ сӗтел тунӑ, вӗсене Турӑ Ҫуртне пиллӗкӗшне сылтӑм енне, тепӗр пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, тата ҫӗр ылтӑн алтӑр тунӑ.
9
Тата священниксен картишӗпе пысӑк картиш, картиш хапхисем тунӑ, хапха юписене пӑхӑрпа тыттарнӑ.
10
Тинӗсе сылтӑм енне, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗ еннелле, лартнӑ.
11
Унтан Хирам чарасемпе калаксем, алтӑрсемпе [тӗтӗркӗчсем, парне кӳнӗ чухне тыткаламалли савӑт-сапа] тунӑ. Ҫапла Хирам Турӑ Ҫуртӗнче Соломон патша валли тумалли ӗҫе вӗҫленӗ:
12
икӗ юпа, вӗсене тӑрӑласа тӑракан икӗ кӑшӑл, кӑшӑлсене витме ҫыхнӑ икӗ виткӗҫ тунӑ,
13
икӗ юпа тӑрринчи кӑшӑлсене витекен икӗ ӗрет виткӗҫ валли тӑватҫӗр нар улми тунӑ.
14
Тата вӑл сапансем тунӑ, вӗсем ҫине лартма ҫӑвӑнмалли савӑтсем тунӑ;
15
пӗр тинӗс, ун айӗнчи вуникӗ вӑкӑр,
16
чарасемпе калаксем, ченӗҫкесем, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫакна пурне те Хирам-Авий Соломон патшана Турӑ Ҫурчӗ валли якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан туса панӑ.
17
Патша ҫакна Иордан таврашӗнче, Сокхофпа Цереда хушшинче, тӑмлӑ тӑпра ҫинче шӑраттарнӑ.
18
Ҫав япаласене Соломон питӗ нумай туса тултарнӑ, ӗнтӗ мӗн чухлӗ пӑхӑр кайнине те пӗлеймен.
19
Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем,
20
таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем,
21
ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем,
22
чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36