bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 18
2 Chronicles 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 19 →
1
Иосафатӑн пуянлӑхӗ те, мухтавӗ те пысӑк пулнӑ; вӑл Ахавпа хурӑнташланнӑ.
2
Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
3
Ахав, Израиль патши, Иудея патшине Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамоф ҫине кайӑн-и? тенӗ. Лешӗ ӑна каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла, сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех: санпа пӗрле вӑрҫа пыратӑп! тенӗ.
4
Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.
5
Израиль патши пророксене тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ. Лешӗсем: кай, Туррӑмӑр ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.
6
Иосафат каланӑ: кунта Турӑ пророкӗ тата ҫук-ши? унран та ыйтса пӑхар, тенӗ.
7
Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, яланах япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.
8
Израиль патши вара пӗр хайрана чӗнсе илсе каланӑ: хӑвӑртрах Иемвлай ывӑлӗ Михей патне ҫитсе кил, тенӗ.
9
Израиль патшипе Иудея патши Иосафат, патша тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, Самари хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта харпӑр хӑй пуканӗ ҫинче ларнӑ, пӗтӗм пророк вӗсем умӗнче тӑнӑ, малашне мӗн пуласса пӗлтерсе каланӑ.
10
Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.
11
Ытти пророкӗсем те пурте ҫавнах шантарса каланӑ: кай Галаадри Рамофа, ӑнӑҫу пулӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна патша аллине парӗ, тенӗ.
12
Михее чӗнме янӑ ҫын ӑна каланӑ: акӑ пророксем пурте пӗр сасӑллӑн патшана ырӑ пуласса шантарса калаҫҫӗ; санӑн сӑмаху та вӗсенӗн сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулинччӗ: эсӗ те ырӑ каласам, тенӗ.
13
Михей: Турӑ пур! эпӗ Туррӑм мӗн каланине калӑп, тенӗ.
14
Вара вӑл патша патне пынӑ, патша ӑна каланӑ: Михей, Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ. Лешӗ ӑна: кайӑр, ӑнӑҫу пулӗ сирӗн, вӗсем сирӗн аллӑра ӳкӗҫ, тенӗ.
15
Патша ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне эсӗ мана урӑх нимӗн те ан кала тесе миҫе хут тархасламалла сана? тенӗ.
16
Вара Михей каланӑ: тусем тӑрӑх кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек сапаланса кайнӑ пӗтӗм Израиль ывӑлне куртӑм эпӗ, — Ҫӳлхуҫа: пуҫлӑх ҫук вӗсен, ӗнтӗ лӑпланса, кашнийӗ хӑй килне таврӑнтӑр, терӗ, тенӗ.
17
Израиль патши Иосафата каланӑ: каламарӑм-и сана, вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, япӑххине анчах калать темерӗм-и? тенӗ.
18
Михей каланӑ вара: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр-ха: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ.
19
Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава, Израиль патшине, кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ. Хайхи пӗри капла калать, тепӗри апла калать.
20
Унтан пӗр сывлӑшӗ Ҫӳлхуҫа умне тухса тӑчӗ те: эпӗ илӗртсе ҫавӑрӑп ӑна, терӗ. Ҫӳлхуҫа унран ыйтрӗ: мӗнле майпа? терӗ.
21
Лешӗ каларӗ: тухӑп та унӑн пур пророкӗн чӗлхи-ҫӑварӗнче те суялӑх сывлӑшӗ пулса тӑрӑп, терӗ. Ҫӳлхуҫа каларӗ: эсӗ илӗртсе ҫавӑрӑн ӑна, ӗлкӗрӗн; кай та ҫапла ту, терӗ.
22
Халӗ ӗнтӗ акӑ Ҫӳлхуҫа ҫав суялӑх сывлӑшне санӑн пророкусен чӗлхи-ҫӑварне кӗме чарман, анчах Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ырӑ мар каларӗ, тенӗ Михей.
23
Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.
24
Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
25
Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та
26
калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
27
Михей каланӑ: эхер те эсӗ вӑрҫӑран таврӑнаятӑн пулсассӑн, ман урлӑ Турӑ мар калаҫнӑ вара, тенӗ. Унтан: эй халӑх, пурте итлӗр ҫакна! тенӗ.
28
Ӗнтӗ Израиль патшипе Иосафат, Иудея патши, Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф патне тухса кайнӑ.
29
Израиль патши Иосафата каланӑ: эпӗ тумтир улӑштарса тӑхӑнӑп та ҫапӑҫӑва кӗрӗп, эсӗ вара хӑвӑн патша тумтирне тӑхӑн, тенӗ. Вара Израиль патши тумне улӑштарнӑ та ҫапӑҫӑва кӗнӗ.
30
Сири патши хӑйӗн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене ҫапла хушнӑ: кӗҫӗннипе те, аслипе те ан ҫапӑҫӑр, пӗр Израиль патшипе анчах ҫапӑҫӑр, тенӗ.
31
Иосафата курсассӑн ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем: «Израиль патши ҫакӑ!» тесе шутланӑ та ӑна тапӑнасшӑн талпӑннӑ. Анчах Иосафат кӑшкӑрса янӑ та, Ҫӳлхуҫа пулӑшнӑ ӑна, ҫар ураписене унран айккинелле пӑрса янӑ.
32
Ҫар ураписен пуҫлӑхӗсем, ку Израиль патши пулманнине курса, ун патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.
33
Пӗр ҫынни ҫав хушӑра уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ. Патша хӑйӗн лавҫине каланӑ: мана амантрӗҫ, каялла ҫаврӑн та мана ҫар хушшинчен илсе тух, тенӗ.
34
Анчах ҫав кун ҫапӑҫу хӗрсе кайнӑ; Израиль патши каҫченех Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫар урапи ҫинчех тӑнӑ, хӗвел аннӑ вӑхӑтра вилнӗ вара.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36