bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 10
2 Chronicles 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 11 →
1
Ровоам ӗнтӗ Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
2
Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те, — Соломон патшаран Египета тарса кайнӑскер, вӑл ҫавӑнта пулнӑ, — Египетран каялла таврӑннӑ.
3
Ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ; вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль Ровоам патне пынӑ та ҫапла каланӑ:
4
санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ; эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫунӑн хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.
5
Ровоам вӗсене каланӑ: виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма, тенӗ. Халӑх саланнӑ.
6
Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.
7
Лешӗсем ӑна каланӑ: эхер те эсӗ [паян] ҫак халӑхшӑн ырӑ пулсассӑн, вӗсене юрасассӑн, вӗсемпе ӑшӑ кӑмӑлтан калаҫсассӑн, вӗсем ӗмӗрлӗхе санӑн чурусем пулӗҫ, тенӗ.
8
Анчах вӑл аслӑ ҫынсем панӑ канаша вырӑна хуман, хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, ӗнтӗ хӑй умӗнче тӑракан ҫамрӑк ҫынсемпе канашланӑ;
9
вӗсене ҫапла каланӑ: мана «пирӗн ҫине аҫу хунӑ ҫӗклеме ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха мӗн калама канаш паратӑр эсир? тенӗ.
10
Пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксем каланӑ ӑна: санпа калаҫса, сана: «санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хучӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха ҫапла кала, ҫапла кала вӗсене: манӑн кача пӳрнем те аттемӗн пилӗкӗнчен хулӑнрах.
11
Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп] тесе кала, тенӗ.
12
Патша «виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма» тенине астуса, виҫҫӗмӗш кунне Ровоам патне Иеровоампа пӗтӗм халӑх пынӑ.
13
Ҫавӑн чухне, аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша вӗсене хаяррӑн хуравланӑ, ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа вӑл ҫапла каланӑ:
14
манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп], тенӗ.
15
Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑмахне — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахне — вырӑна килтернӗ.
16
Патша хӑйсене итлеменнине курсассӑн, пӗтӗм Израиль ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр? Пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар! Давид, ӗнтӗ хӑвӑн килне пӗлсе тӑр, тенӗ. Ҫапла израильсем пурте хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ.
17
Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан израильсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ.
18
Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне, Израиль ывӑлӗсемпе калаҫма янӑ, анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара. Ровоам патша хӑй Иерусалима тарасшӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ.
19
Израильсем ҫапла Давид килӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ — паян кунчченех ҫапла.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36