bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 22
2 Chronicles 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 23 →
1
Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.
2
Патшана ларнӑ чухне Охозия ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл ҫулталӑк хушши патшара ларнӑ. Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврий хӗрӗ пулнӑ.
3
Охозия та Ахав килӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна амӑшӗ йӗркене пӑсса пурӑнма вӗрентсе те хӗтӗртсех тӑнӑ.
4
Вара вӑл, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ахав килӗ канаш парса-вӗрентсе тӑнӑ, ҫапла ӑна вилӗм патнех илсе ҫитернӗ.
5
Ахав килӗ хӗтӗртнипех вӑл Иорампа — Ахав ывӑлӗпе, Израиль патшипе — Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшине Азаила хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ. Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ,
6
вӑл Азаилпа, Сири патшипе, Рамофра ҫапӑҫнӑ чухне пулнӑ суранӗсене сиплес тесе Изрееле таврӑннӑ. Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.
7
Иорам патне килнӗшӗн Турӑ Охозияна пӗтмелле тунӑ, мӗншӗн тесессӗн кунта килсен вӑл Иорампа пӗрле Намесси ывӑлне Ииуя хирӗҫ тухнӑ; Ииуя вара Ҫӳлхуҫа Ахав килне тӗп тума суйласа илнӗ пулнӑ.
8
Ахав килне сут тунӑ чухне Ииуй ӗнтӗ Иудея пуҫлӑхӗсене тата Охозия пӗртӑванӗсен ывӑлӗсене, Охозияна пулӑшса пурӑннӑскерсене, шыраса тупса вӗлерсе тухнӑ.
9
Унтан вӑл Охозияна шырама хушнӑ, ӑна вара Самарире пытанса пурӑннӑ чухне ярса илнӗ те Ииуй патне илсе пынӑ; ӑна ӗнтӗ вӗлернӗ, ҫапах та «вӑл — Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ Иосафат ывӑлӗ» тесе, тирпейлесе пытарнӑ. Ҫапла вара Охозия килӗнче патша пулмалли ҫын юлман.
10
Гофолия, Охозия амӑшӗ, ывӑлӗ вилнине курсассӑн Иуда килӗн патши йӑхне пӗтӗмпех тӗп туса тухнӑ.
11
Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.
12
Иоас вара вӗсем патӗнче, Турӑ Ҫуртӗнче, ултӑ ҫул пытанса пурӑннӑ; ҫав хушӑра Гофолия патшара ларнӑ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36