bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 33
2 Chronicles 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 34 →
1
Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ,
2
вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ:
3
хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ;
4
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ;
5
Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.
6
Енном ывӑлӗн айлӑмӗнче вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ та пӑхнӑ, ӑрӑмланӑ та, тухатнӑ та; вилнӗ ҫынсене чӗнсе кӑларакансене те, асамҫӑсене те ӗҫлеме ирӗк панӑ; Ҫӳлхуҫа умӗнче Ӑна ҫиллентермелли юрӑхсӑр ӗҫ нумай тунӑ.
7
Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп;
8
Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
9
Анчах та Манассия Иудейӑна тата Иерусалимра пурӑнакансене пӑсса янӑ, вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем умӗнчен пӗтернӗ халӑхсенчен те ирсӗртерех пурӑннӑ.
10
Манассияпа унӑн халӑхӗ хӑйсене Ҫӳлхуҫа мӗн каланине итлемен.
11
Ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине Ассири патшийӗн ҫарпуҫӗсене янӑ, лешӗсем вара Манассияна тимӗр тӑлӑпа тӑлласа, сӑнчӑрпа кӑкарса Вавилона илсе кайнӑ.
12
Ҫапла хӗсӗклӗхе лексессӗн, вӑл Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ та ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ.
13
Вӑл Ӑна кӗлтунӑ, Турӑ вара ӑна тӑнланӑ, унӑн кӗллине илтнӗ, ӑна каялла Иерусалима илсе килсе патшана лартнӑ. Манассия вара Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлнӗ.
14
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Давид хулин тулашри хӳмине тутарнӑ, хӳме Геон патӗнчен анӑҫалла тӑсӑлса, лапам вырӑнпа иртсе Пулӑ хапхинчен кӗмелли ҫӗре ҫитнӗ, хӳмене ӗнтӗ Офел тавра тытса ҫавӑрнӑ, ӑна питӗ ҫӳллӗ тунӑ. Манассия Иудейӑри пур ҫирӗплетнӗ хулана та ҫарпуҫ лартса тухнӑ,
15
Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи ют ҫӗр туррисене тата йӗрӗх кӗлеткине сирпӗтнӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн сӑрчӗ ҫинче тата Иерусалимра суя турӑсене парне кӳме лартнӑ вырӑнсене аркатса тухнӑ, вӗсене хула хыҫне кайса пӑрахнӑ.
16
Унтан Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑна ҫӗнетнӗ, ун ҫинче канӑҫлӑх парнипе мухтав парни кӳнӗ, вара иудейсене Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, ӗҫлесе тӑма чӗнсе каланӑ.
17
Анчах та халӑх хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳнӗ пулин те, ҫакна тӳпем вырӑнта тунӑ-ха.
18
Манассиян ытти ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл хӑйӗн Туррине епле кӗлтуни ҫинчен, витӗркурансем ӑна Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе мӗн калани ҫинчен Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
19
Вӑл мӗнле кӗлтунине, ӑна Турӑ тӑнланине, чунӗпе йӑвашланиччен Манассия мӗнле-мӗнле ҫылӑх тунине, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене, ӑҫта-ӑҫта тӳпем вырӑнсем туса унта Астартӑпа йӗрӗхсен кӗлеткисене лартса тухнине Хозай ҫырӑвӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
20
Манассия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна хӑйӗн ҫуртӗнче пытарнӑ. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ, Амон, ларнӑ.
21
Патшана ларнӑ чухне Амон ҫирӗм иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл икӗ ҫул хушши патшара ларнӑ.
22
Вӑл, хӑйӗн ашшӗ Манассия пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; хӑйӗн ашшӗ Манассия тунӑ мӗнпур йӗрӗхе пуҫҫапнӑ, вӗсене чӳк парни парсах тӑнӑ.
23
Хӑйӗн ашшӗ Манассия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланнӑ пулсассӑн, ку йӑвашланма пӗлмен; пачах урӑхла, Амон хӑйӗн ҫылӑхӗсене хушсах тӑнӑ.
24
Вара унӑн тарҫисем ӑна хирӗҫ кавар тунӑ та ӑна хӑйӗн ҫуртӗнчех вӗлернӗ.
25
Ҫӗр халӑхӗ ӗнтӗ Амон патшана хирӗҫ тӑнӑ каварҫӑсене пурне те вӗлерсе пӗтернӗ, вара ҫӗр халӑхӗ ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлне, Иосияна, лартнӑ.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36