bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 31
2 Chronicles 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 32 →
1
Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн израильсем кашниех хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине таврӑннӑ.
2
Езекия священниксемпе левитсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрса, вӗсене черетпе ӗҫлемелле туса кашни ҫыннине хӑй ӗҫӗ патне, — священник ӗҫӗ-и вӑл, левит ӗҫӗ-и, — тӑратнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳмелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умӗнче Турра мухтаса-аслӑласа тӑмалла пулнӑ.
3
Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнӑ пек, патша хӑй пурлӑхӗн пайне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — ирсерен те каҫсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкун тата уйӑх пуҫламӑшӗнче, уявсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, — парса тӑнӑ.
4
Ҫӳлхуҫа саккунне ҫирӗп тытса пурӑнччӑр тесе, Иерусалимра пурӑнакансене вӑл священниксемпе левитсене мӗн кирлине парса тӑма хушнӑ.
5
Патша мӗн хушнине халӑх хушшинче пӗлтерсе тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем малтан ӗлкӗрнӗ тырпулне, эрехне, ҫӑвне, пылне тата ытти уй-хир ҫимӗҫне нумай панӑ; вӗсем ӗнтӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ.
6
Иудея хулисенче пурӑнакан израильсемпе иудейсем те хӑйсен шултӑра тата вак выльӑхӗн вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; вӗсем тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине халалланӑ парнесен вуннӑмӗш пайне илсе пынӑ; ӗнтӗ купаланӑ та купаланӑ.
7
Виҫҫӗмӗш уйӑхра купалама пуҫланӑ та ҫиччӗмӗш уйӑхра вӗҫленӗ.
8
Вара Езекияпа аслӑ улпутсем пынӑ та, пухӑнса кайнӑ купасене курса, Ҫӳлхуҫана тата Унӑн Израиль халӑхне тав тунӑ.
9
Езекия священниксемпе левитсенчен ҫав купасем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
10
Садок кил-йышӗнчен тухнӑ аслӑ священник Азария ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫавӑнтанпа, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем илсе килме тытӑннӑранпа, эпир тӑраниччен ҫисе пурӑнтӑмӑр, темӗн чухлӗ юлчӗ те, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне пиллӗх пачӗ. Мӗн юлни вара шутсӑр нумай, тенӗ.
11
Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ ҫумӗнче пӳлӗмсем тума хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.
12
Вара халӑх мӗн илсе килнине — вуннӑмӗш пайсене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ парнесене — мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫав пӳлӗмсене кӗртсе хунӑ. Пухӑннӑ пурлӑхӑн тӗп управҫӑ-пуҫлӑхӗ Хонания левит пулнӑ, унӑн пӗртӑванӗ Симей иккӗмӗш управҫӑ-пуҫлӑх пулнӑ.
13
Езекия патша тата Турӑ Ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Азария хушнипе Хонанияпа унӑн пӗртӑванне Симее пӑхӑнса пурлӑха хураллакансем ҫаксем пулнӑ: Иехиил тата Азазия, Нахаф тата Асаил, Иеримоф тата Иозавад, Елиел тата Исмахия, Махаф тата Бенания.
14
Коре — Имна ывӑлӗ, левит, тухӑҫ енчи алӑк хуралҫи — Турра панӑ ыр кӑмӑл парнисемшӗн яваплӑ пулнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ япаласене валеҫсе тӑнӑ.
15
Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ,
16
вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура,
17
шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура,
18
вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
19
Ааронӑн шута илнӗ ывӑлӗсене священниксене, вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене тата шута илсе тухнӑ левитсемпе вӗсен кил-йышӗнчи арҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ пая парса тӑмашкӑн вӗсем пурӑнакан кашни хуларах ятран суйласа илнӗ ҫынсене уйӑрса лартнӑ.
20
Акӑ мӗн-мӗн тунӑ пулнӑ Езекия пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче, — хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче вӑл ыррине, тӗрӗссине те чӑннине туса тӑнӑ.
21
Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 32 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36