bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 19
2 Chronicles 19
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 20 →
1
Иосафат, Иудея патши, хӑй килне Иерусалима ӑнӑҫлӑнах таврӑннӑ.
2
Ииуй — Анания ывӑлӗ, витӗркуран — ӑна хирӗҫ тухнӑ, вӑл Иосафат патшана каланӑ: йӗркесӗр ҫынна пулӑшмаллахчӗ-и санӑн, Ҫӳлхуҫана курайманнисене юратмаллахчӗ-и? Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа сана ҫилленет.
3
Ҫапах та санра ыррине те тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ [Иудея] ҫӗрӗнчи йӗрӗхсене аркатса тухрӑн, чӗрӳне Турӑ енне ҫавӑртӑн.
4
Иосафат Иерусалимра пурӑннӑ. Вӑл каллех хӑй халӑхӗ хушшинче Вирсавияран пуҫласа Ефрем тӑвӗ таранах ҫӳреме, ҫынсене ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрма тытӑннӑ.
5
Тата Иудея ҫӗрӗнчи ҫирӗплетнӗ хуласенче кашни хуларах тӳресем лартса тухнӑ,
6
тӳресене ҫапла каланӑ: хӑвӑр мӗн тунине асӑрхасах тӑрӑр — эсир этем сутне тумастӑр, Ҫӳлхуҫа сутне тӑватӑр; сут ӗҫӗнче Вӑл сирӗнпе пӗрлех.
7
Эсир Ҫӳлхуҫаран хӑрасах тӑрӑр: асӑрханса ӗҫлӗр — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн тӗрӗс марри те, юрама тӑрӑшни те, ҫын укҫине хапсӑнасси те ҫук, тенӗ.
8
Иерусалимра пурӑнакансене Ҫӳлхуҫа сучӗпе сут тумашкӑн, вӗсен тавӑҫӗсене татса памашкӑн Иосафат Иерусалимра та тӳре ӗҫне левитсемпе священниксене тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене шанса панӑ.
9
Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр:
10
хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
11
Аслӑ священник Амария вара пӗтӗм Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ тӗлӗшӗпе сирӗншӗн асли пулать, Зевадия — Исмаил ывӑлӗ, Иуда килӗн ҫулпуҫӗ — пӗтӗм патша ӗҫӗ тӗлӗшӗпе асли пулать; пӑхавҫӑ левитсем те хӑвӑр умрах. Ҫирӗп пулӑр, ӗҫлӗр, вара Ҫӳлхуҫа ырӑ тӑвакансемпе пӗрле пулӗ, тенӗ Иосафат патша.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36