bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 7
2 Chronicles 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 8 →
1
Соломон кӗлтуса пӗтерсессӗн, тӳперен вут-ҫулӑм аннӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесемпе ытти парнесене ҫунтарса янӑ, Ҫурта Турӑ мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2
Священниксем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗме пултарайман, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
3
Ҫурт ҫине Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе вут-ҫулӑм аннине курсассӑн, картишӗнчи пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ: «Вӑл ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе».
4
Вара патшапа пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫана парне кӳме тытӑннӑ.
5
Соломон патша ҫирӗм икӗ пин вӑкӑрпа ҫӗр ҫирӗм пин сурӑх парне кӳнӗ: патшапа пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫуртне ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
6
Священниксем хӑйсен вырӑнӗнче тӑнӑ, левитсем вара Давид патша Ҫӳлхуҫана мухтавлама тунӑ сӑпрайсемпе тӑнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫана Давид юррипе: «Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе» тесе аслӑланӑ; левитсемпе тӗлме-тӗл тӑракан священниксем трупапа кӑшкӑртнӑ, пӗтӗм Израиль ура ҫинче тӑнӑ.
7
Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи шалти картишне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ: унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне парнене кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Соломон тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
8
Ҫавӑн чухне Соломон, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ҫичӗ кунлӑх уяв — питӗ пысӑк пуху — тунӑ, халӑх Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа Египет шывӗ таран пуҫтарӑннӑ;
9
саккӑрмӗш кунне уяв тунӑ, мӗншӗн тесессӗн парне вырӑнне кӗлтуса тасатасси ҫичӗ куна пынӑ, уяв та ҫичӗ куна пынӑ.
10
Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша халӑха хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, ҫынсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн, Соломоншӑн тата Хӑй халӑхӗшӗн, Израильшӗн, тунӑ ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе те савӑнса саланнӑ.
11
Ҫапла Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса пӗтернӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе хӑйӗн керменӗнче мӗн тума шутланине вӑл пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ туса ҫитернӗ.
12
Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.
13
Эпӗ тӳпене хупӑнтарнӑран ҫумӑр ҫумасӑр тӑрӗ-и е хӗрлӗ шӑрчӑка пӗтӗм ҫӗре ҫаратса хӑварма хушӑп-и, е Хамӑн халӑхӑм ҫине мур чирӗ ярӑп-и,
14
Манӑн ятӑмпа хисепленекен халӑхӑм йӑвашланса кӗлтума тытӑнсассӑн, Мана шыраса тупса хӑйсен усал ҫулӗсенчен пӑрӑнсассӑн, Эпӗ тӳперен вӗсене илтӗп те вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫӗрне сиплесе тӳрлетӗп.
15
Халӗ вара ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Манӑн куҫӑм уҫӑ тӑрӗ, хӑлхам тимлӗ пулӗ.
16
Эпӗ паян ҫак Ҫурта суйласа илсе тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм: Хамӑн ятӑм ӗмӗрех унта пултӑр терӗм; куҫӑмпа чӗрем те Манӑн ӗмӗрех унта пулӗҫ.
17
Эсӗ Ман умӑмра хӑвӑн аҫу Давид ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пырсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесемпе Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн,
18
Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «Израиле тытса тӑракан [ар] пӗтмӗ санӑн» тесе сӑмах панӑ пек, санӑн патшалӑхун аслӑ пуканне тӗреклӗ лартӑп.
19
Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн,
20
Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
21
Вара ҫак ҫӳллӗ Ҫурт тӗлӗпе иртен-ҫӳрен кирек кам та сехӗрленсе ӳксе: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗрпе ку Ҫурта мӗншӗн ҫапла туса хӑварнӑ-ши? тейӗ.
22
Ӑна калӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррине, пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене иленнӗшӗн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, вӗсене ӗҫлесе тӑнӑшӑн, — ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине ҫак пӗтӗм йывӑрлӑха янӑ, тесе калӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36