bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Chronicles 15
2 Chronicles 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 16 →
1
Ҫавӑн чухне Одед ывӑлӗ Азария ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ,
2
Азария вара Асана хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ те каланӑ ӑна: итлӗр мана, Аса, пӗтӗм Иудӑпа Вениамин, эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе; Ӑна шыратӑр пулсассӑн, Вӑл тупӑнӗ сирӗншӗн; эхер те Ӑна пӑрахрӑр пулсассӑн, Вӑл сире пӑрахӗ.
3
Нумай вӑхӑт хушши Израиль чӑн Турӑсӑр, вӗрентсе тӑракан священниксӑр, саккунсӑр пулӗ;
4
анчах та вӑл, аптӑраса ҫитсе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнсассӑн, Ӑна шырама тытӑнсассӑн, Турӑ Хӑйне тупма парӗ.
5
Ҫав вӑхӑтра тухаканшӑн та, кӗрекеншӗн те тӑнӑҫлӑх пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте вӑйлӑ пӑлханӗҫ;
6
халӑхпа халӑх, хулапа хула ҫапӑҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Турӑ тӗрлӗрен инкек-синкекпе сехӗрлентерсе ҫитерӗ.
7
Анчах эсир аптӑраса ан ӳкӗр, аллӑрсем ан усӑнччӑр, мӗншӗн тесессӗн сире хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемшӗн тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, тенӗ.
8
Одед пророк ывӑлӗ [Азария] малашнехине пӗлтерсе каланӑ ҫак сӑмаха илтсессӗн, Аса, хастарланса кайса, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм ҫӗрӗнчен, Ефрем тӑвӗ ҫинчи хӑй ярса илнӗ хуласенчен суя тӗн йӗрӗнчӗкӗсене кӑларса ывӑтнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ умӗнчи парне вырӑнне ҫӗнетсе тӳрлетнӗ.
9
Унтан вӑл пӗтӗм Иудӑпа Вениамина тата вӗсем хушшине куҫса килнӗ Ефрем ҫыннисене, Манассияпа Симеон ҫыннисене пуҫтарнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Аса патшапа иккенне курсассӑн, Израиль ҫыннисем нумайӑшӗ ун енне куҫнӑ пулнӑ.
10
Ҫапла ӗнтӗ Аса вунпиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, виҫҫӗмӗш уйӑхра, пурте Иерусалима пухӑннӑ;
11
ҫав кун вӗсем хӑйсем ярса илнӗ тупӑшран Ҫӳлхуҫана шултӑра выльӑх йышӗнчен ҫичҫӗр, вак выльӑх йышӗнчен ҫичӗ пин парне кӳнӗ;
12
унтан вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан парӑнса шыраса тупма халал хывнӑ;
13
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шыраман ҫын кирек кам та — ача-и вӑл, ҫитӗннӗ ҫын-и, арҫын-и е хӗрарӑм-и — вилмелле.
14
Трупасемпе мӑйракасен сасси кӗрлесе тӑнӑ май хытӑ сасӑпа, кӑшкӑра-кӑшкӑра ярса, Ҫӳлхуҫана тупа тунӑ.
15
Иудейсем пурте ҫак тупашӑн савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пӗтӗм чӗререн тупа тунӑ, Турра чунтан тӑрӑшса шыранӑ, вара Вӑл вӗсене Хӑйне тупма панӑ. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ вӗсене пур енчен те канӑҫлӑх панӑ.
16
Астарта кӗлеткине тунӑшӑн Аса патша хӑйӗн амӑшне Маахана патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ. Аса ҫав кӗлеткене касса вакланӑ та Кедрон айлӑмӗнче ҫунтарса янӑ.
17
Израильре тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫламан пулин те, Аса мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана чӗререн парӑнса пурӑннӑ.
18
Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн, кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.
19
Аса патшана ларнӑранпа вӑтӑр пиллӗкӗмӗш ҫул ҫитиччен те вӑрҫӑ пулман.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 35
Chapter 36
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34
35
36