bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 12
Deuteronomy 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 13 →
1
Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне сирӗн мӗн кунҫулӑр тӑршшӗпех пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмалли йӗркесемпе саккунсем ҫаксем ӗнтӗ.
2
Эсир хӑвӑр алла илекен халӑхсем хӑйсенӗн туррисене чӳклесе тӑнӑ вырӑнсене — ҫӳллӗ тусемпе сӑртсем ҫинчи, туратлӑ йывӑҫсем айӗнчи чӳк вырӑнӗсене — пурне те пӗтерӗр;
3
вӗсен парне кӳмелли вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухӑр, юписене йӑвантарӑр, катисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр, вӗсен туррисен кӗлеткисене аркатӑр, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗсем юлмиччен пӗтерӗр.
4
Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑр Туррӑршӑн, сирӗн вӗсем тунӑ пек тумалла мар;
5
Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапмалли вырӑна сирӗн йӑхӑрсен ҫӗрӗнче ӑҫта суйласа илӗ, ҫав вырӑна ҫӳрӗр, ҫавӑн енне ҫаврӑнӑр,
6
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӗрсене, ытти парнӗрсене те, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая та, хӑвӑр аллӑр ҫӗклесе кӳрекен парнесене те, асӑнса хунӑ парнӗрсене те, кӑмӑлтан кӳрекен парнӗрсене те, [канӑҫлӑх парнисене те,] шултӑра выльӑхӑрпа вак выльӑхӑрсен малтанхи пӑрӑвӗ-путекӗсене те ҫавӑнта илсе пырӑр;
7
вара ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче ҫийӗр, хӑвӑр аллӑрпа мӗн тума пултарнишӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна мӗн пиллесе панишӗн — пуриншӗн те хӑвӑр кил-йышӑрпа пӗрле хӗпӗртесе савӑнӑр.
8
Унта сирӗн эпир халӗ кунта мӗн тунӑ пек, — кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шухӑшлать, ҫавна тунӑ пек, — тумалла мар;
9
халӗ эсир канӑҫлӑх вырӑнне — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан еткер ҫӗрӗре — ҫитсе кӗмен-ха.
10
Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн,
11
ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр;
12
савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.
13
Хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӳне куҫ тӗлне пулан кирек хӑш вырӑнта та кӳресрен сыхлан;
14
Ҫӳлхуҫа [Турру] санӑн пӗр йӑхун ҫӗрӗнче суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, сана [паян] мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпе ҫавӑнта туса тӑр.
15
Ытах кӑмӑлу туртсассӑн, кирек хӑҫан та, кирек хӑш килӳнте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пиллӗхӗпе выльӑх тытса пусма, ун ашне ҫиме пултаратӑн: ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те ҫиме пултарать;
16
анчах юнне ан ҫийӗр, ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑкӑр.
17
Хӑв туса илнӗ тырпулӑн, эрехӗн, йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхун малтанхи пӑрӑвӗпе вак выльӑхун малтанхи путекне, сӑмах панипе кӳрекен парнӳсене, ху кӑмӑлупа кӳрекен парнӳсене, хӑвӑн аллупа ҫӗклентерсе кӳмелли парнӳсене санӑн хӑвӑн килӳнте ҫиме юрамасть;
18
ҫакна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илекен вырӑнта, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ҫеҫ] ҫи — ху та, ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чурупа хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та [ютран килнӗ ҫын та] — пурте ҫийӗр, хӑвӑн аллупа мӗн тума пултарнишӗн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче хӗпӗртесе савӑнӑр.
19
Асту, хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче [пурӑннӑ чухне] левита ӗмӗрне те хӑвӑнтан татса ан хӑвар.
20
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй сана каланӑ пек, санӑн ҫӗрӳн чиккисене сарса ярсассӑн, эсӗ аш ҫиессӳ килнӗрен: «аш ҫием-ха эпӗ» тейӗн, ҫавӑн чухне вара кӑмӑлу туличчен аш ҫи.
21
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи;
22
ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать;
23
анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи;
24
ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк;
25
сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
26
Анчах та хӑв кӳрес таса парнӳсене тата асӑнса хунӑ парнӳсене пурне те Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнса тӑма] суйласа илнӗ вырӑна илсе пыр, ҫав вырӑна ҫӳре;
27
пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳне, ашӗпе юнне, Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; анчах ытти парнӳсенӗн юнне санӑн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ умне тӑкмалла, ашне вара ҫи.
28
Сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те ӗмӗрех лайӑх пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче ырӑ та юрӑхлӑ ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, Эпӗ ӳкӗтлесе каланине пурне те итле, ӑна туса тӑр.
29
Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн,
30
сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр;
31
Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
32
Эпӗ хӑвӑра мӗн ӳкӗтлесе каланине пурне те туса тӑма тӑрӑшӑр; ун ҫумне нимӗн те ан хуш, унран нимӗн те ан кат.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34