bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 15
Deuteronomy 15
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 16 →
1
Кашни ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче парӑмлисене каҫар.
2
Акӑ мӗнле каҫармалла: кирек кам та, ҫывӑх ҫыннине кивҫен панӑ пулсассӑн, парӑма каҫартӑр, ҫывӑх ҫынран е тӑванӗнчен шыраса ан илтӗр, мӗншӗн тесессӗн каҫарассине Ҫӳлхуҫашӑн [санӑн Туррушӑн] тума хушнӑ;
3
ют ҫӗршыв ҫыннинчен шыраса ил, тӑванна мӗн панине пурне те каҫар.
4
Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те туса тӑма тӑрӑшсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ;
6
ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана, Хӑй каланӑ пек, пиллӗ, вара эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху никамран та кивҫен илмӗн; эсӗ нумай халӑха пуҫ пулса тытса тӑрӑн, вӗсем хӑйсем сана пуҫ пулса тытса тӑраймӗҫ.
7
Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул,
8
уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар;
9
сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн;
10
пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ;
11
кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
12
Хӑвӑн тӑвану — еврей е еврей арӑмӗ — сана хӑйне сутсассӑн, унӑн ултӑ ҫул санӑн чуру пулмалла, ҫиччӗмӗш ҫулхине вара ӑна ху патӑнтан ирӗке кӑлар;
13
ӑна ху патӑнтан ирӗке янӑ чухне пушӑ алӑпа кӑларса ан яр,
14
мӗн кирлине ӑна хӑвӑн выльӑх кӗтӗвӗнчен, анкартинчен, юхтаркӑчран парса яр: хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине пар;
15
ан ман, эсӗ ху [та] Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑтарнӑ, эпӗ паян ҫакна ҫавӑнпа ӳкӗтлесе калатӑп та сана.
16
Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн,
17
эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ. Хӑрхӑмна та ҫаплах ту.
18
Ӑна ху патӑнтан ирӗке яма тивнӗшӗн чунна йывӑра ан ил: ӗнтӗ вӑл сана ултӑ ҫул хушшинче тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳленинчен икӗ хут ытларах ӗҫлесе панӑ; вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана пӗтӗм тӑвас ӗҫӳнте пиллесе тӑрӗ.
19
Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас;
20
ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи;
21
эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр,
22
ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать];
23
анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34