bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 33
Deuteronomy 33
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 34 →
1
Моисей, Турӑ ҫынни, хӑй вилес умӗн Израиль ывӑлӗсене халалласа панӑ пиллӗх ҫакӑ.
2
Вӑл каланӑ: Ҫӳлхуҫа Синай енчен килчӗ, вӗсене Сеир патӗнчен курӑнчӗ, Фаран тӑвӗ енчен ҫиҫсе тухрӗ те пин-пин святойпа пӗрле ҫитрӗ; Унӑн сылтӑм енче — саккун вучӗ.
3
Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне чӑн-чӑнах юратать; унӑн пур святойӗ те Санӑн аллунта, Санӑн сӑмахусене тӑнласшӑн вӗсем Санӑн уру умне ӳкрӗҫ.
4
Пире Моисей саккун пачӗ, ку саккун — Иаков халӑхӗн еткерӗ.
5
Халӑх пуҫлӑхӗсем Израиль йӑхӗсемпе пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне Моисей Израиль патшиччӗ.
6
Чӗрӗ тӑтӑр Рувим, ан вилтӗр, [Симеон та] пӗчӗк йышлӑ ан пултӑр!
7
Иуда ҫинчен ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсемччӗ Иуда сассине, ӑна хӑй халӑхӗ патне илсе пырсамччӗ; хӑйне вӑл хӑйӗн аллипе хӳтӗлетӗр, Эсӗ ӑна тӑшманӗсене хирӗҫ тӑма пулӑшсамччӗ.
8
Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ,
9
хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ,
10
Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ;
11
эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
12
Вениамин ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр саваканскер Ун патӗнче шанчӑклӑ пурӑнать, [Турӑ] куллен ун хутне кӗрсе тӑрать, вӑл Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче канлӗ пурӑнать.
13
Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр,
14
хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне,
15
авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне,
16
ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр;
17
вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.
18
Завулон ҫинчен каланӑ: эй Завулон, хӑвӑн ҫулупа ҫӳресе савӑн, эй Иссахар, эсӗ те хӑвӑн чатӑрусенче савӑн;
19
вӗсем халӑха ту ҫине чӗнсе пуҫтараҫҫӗ, унта, саккун хушнӑ пек, парне кӳме выльӑх пусаҫҫӗ: вӗсем тинӗс пуянлӑхӗпе, хӑйӑр айӗнче выртакан мулпала тӑранса пурӑнаҫҫӗ.
20
Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать;
21
вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
22
Дан ҫинчен каланӑ: Дан вӑл — Васанран чупса тухакан ҫамрӑк арӑслан.
23
Неффалим ҫинчен каланӑ: Ҫӳлхуҫа Неффалима кӑмӑллать, ӑна туп-тулли ырӑлӑх пиллет; унӑн аллинче — кӑнтӑр енӗпе тинӗс.
24
Асир ҫинчен каланӑ: Асир Израиль ывӑлӗсем хушшинче мухтавлӑ, ӑна хӑйӗн тӑванӗсем юратса тӑрӗҫ, урине вӑл йывӑҫ ҫӑвне чикӗ;
25
тимӗрпе пӑхӑр — санӑн хапхусем; пурӑнас кунусем пекех, пуянлӑху хушӑнса пырӗ санӑн.
26
Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ;
27
[санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
28
Израиль тӑнӑҫлӑ, пӗччен пурӑнать; хӑй умӗнче Иаков куҫӗ илпеклӗ ҫӗр курса тӑрать: тырри-пулли, эрехӗ туп-тулли, пӗлӗчӗсем унта сывлӑм тумлатаҫҫӗ.
29
Эй Израиль, эсӗ телейлӗ! кам пур-ши сан пекки? сана Ҫӳлхуҫа упраса тӑрать, Вӑл — сана сыхласа тӑракан хулкан, санӑн мухтавлӑ хӗҫӳ! Тӑшманусем сан умӑнта хӑйсене чурасем пек тытаҫҫӗ, эсӗ вӗсене ӗнсерен пусса тӑратӑн.
← Chapter 32
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 34 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34