bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 22
Deuteronomy 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 23 →
1
Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар;
2
тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар;
3
унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
4
Тӑванун ҫул ҫинче ӳкнӗ ашакне е вӑкӑрне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан кай, вӗсене тӑванупа пӗрле ҫӗклесе тӑрат.
5
Хӗрарӑм ҫийӗнче арҫын тумтирӗ ан пултӑр, арҫыннӑн та хӗрарӑм кӗпине тӑхӑнма юрамасть, ҫакна тӑвакан кирек кам та санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ирсӗр.
6
Ҫул ҫинче эсӗ мӗнле те пулин йывӑҫ ҫинче е ҫӗр ҫинче кайӑк йӑви тӗлне пулсассӑн, йӑвинче чӗпӗсем е ҫӑмартасем пулсассӑн, амӑшӗ чӗпписем ҫинче е ҫӑмарта ҫинче ларать пулсассӑн, пуслӑхӗпе пӗрле амӑшне ан ил:
7
амӑшне ирӗке яр та чӗпписене ил — сана ырӑ пултӑр, кунҫулу вӑрӑм килтӗр.
8
Ҫӗнӗ ҫурт лартатӑн пулсассӑн, ун тӑрри тавра карлӑк тытса ҫавӑр: ун тӑрринчен кам та пулин ӳксе сан ҫурту ҫинче юн пулмалла ан пултӑр.
9
Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.
10
Вӑкӑрпа ашака пӗрле кӳлсе ака ан ту.
11
Тӗрлӗ япаларан, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппи хутӑштарса тӗртнӗ пиртен тунӑ тумтир ан тӑхӑн.
12
Ху витӗнекен ҫивиттин тӑватӑ кӗтессине ҫӳҫе яр.
13
Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн,
14
ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн,
15
кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр;
16
кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ,
17
ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр. Вара хӗр тумтирне хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне сарса хурӗҫ.
18
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем упӑшкана айӑплаччӑр та
19
ӑна ҫӗр сикль кӗмӗл тӳлеттермелле туччӑр, Израиль хӗрӗ ҫинчен лайӑх мар сӑмах кӑларнӑшӑн ун укҫине хуньӑшне паччӑр; хӗрӗ унӑн арӑмех пулса юлтӑр, упӑшки унран хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех уйӑрӑлаймӗ.
20
Эхер те вӑл мӗн калани чӑн пулсассӑн, кӗҫӗн ҫыннӑн хӗрлӗхӗ тупӑнманах пулсассӑн,
21
ӑна хӑйӗн ашшӗ килӗн алӑкӗ патне илсе пыччӑр, хула ҫыннисем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ килӗнче асса Израиль хушшинче намӑс ӗҫ тунӑ; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
22
Кам та пулин упӑшкаллӑ арӑмпа выртнине курсассӑн, вӗсене иккӗшне те — ют арӑмпа выртнӑ арҫыннине те, хӗрарӑмне те — вӗлерме тытса памалла; усал ӗҫе Израиль ҫумӗнчен ҫапла пӗтерсе пыр.
23
Ҫураҫнӑ ҫамрӑк хӗре хулара кам та пулин тӗл пулса унпа пӗрле выртсассӑн,
24
вӗсене иккӗшне те ҫав хуланӑн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вӗлерӗр: хӗрне — хула хушшинче кӑшкӑрманшӑн, арҫыннине — ҫывӑх ҫыннин арӑмне пӑснӑшӑн; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
25
Ҫураҫнӑ хӗре кам та пулин хирте тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, арҫыннине ҫеҫ вӗлерме тытса памалла,
26
хӗрне вара нимӗн те ан ту; вӑл вилмелле усал ӗҫ туман: ӑна ҫапла хур кӑтартни кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине тапӑнса вӗлернипе пӗрех,
27
мӗншӗн тесессӗн арҫынни ӑна хирте тӗл пулнӑ, ҫураҫнӑ хӗр кӑшкӑрнӑ пулин те, ӑна ҫӑлмашкӑн никам та пулман.
28
Кам та кам ҫураҫман хӗре тӗл пулса ярса тытсассӑн, унпа пӗрле выртсассӑн, вӗсене асӑрхаса тытсассӑн,
29
хӗрпе выртнӑ ҫыннӑн хӗрӗн ашшӗне аллӑ [сикль] кӗмӗл памалла, хӗрӗ вара унӑн арӑмӗ пултӑр, мӗншӗн тесессӗн лешӗ ӑна пӑсӑка кӑларнӑ; хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл арӑмӗнчен уйӑрӑлаймӗ.
30
Никамӑн та хӑйӗн ашшӗн арӑмне илмелле мар — ашшӗ тумтирӗн аркине уҫма юрамасть.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34