bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 4
Deuteronomy 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 5 →
1
Эппин, Израиль, йӗркесемпе саккунсем итле: сирӗн чӗрӗ юлмалла, ӗрчесе каймалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа, аҫӑрсен Турри, хӑвӑра [еткерлӗхе] паракан ҫӗре кайса ӑна ӗмӗрлӗхе илмелле пултӑр тесе, [паян] эпӗ сире ҫав йӗркесемпе саккунсене мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентӗп;
2
эпӗ сире калани ҫумне нимӗн те ан хушӑр, унран нимӗн те кӑларса ан пӑрахӑр; эпӗ сире [паян] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ӳкӗчӗсене пӗлтеретӗп, эсир ҫав ӳкӗтсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр.
3
Ҫӳлхуҫа [пирӗн Туррӑмӑр] Ваал-Фегора мӗн тунине эсир йӑлтах куртӑр: Ваал-Фегор хыҫҫӑн кайнӑ кирек хӑш ҫынна та Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сирӗн хушшӑртан пӗтерсе пӑрахрӗ;
4
эсир вара — Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫумне ҫыпӑҫнисем — пурсӑр та паян кун та чӗрӗ.
5
Акӑ эпӗ сире, Ҫӳлхуҫа, хамӑн Туррӑм, хама хушнӑ пек, хӑвӑр аллӑра илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн мӗнле пурӑнмаллине кӑтартакан йӗркесемпе саккунсене вӗрентрӗм;
6
ҫапла ӗнтӗ вӗсене астуса тӑрса, пурӑнӑҫласа пырӑр: ытти халӑхсем умӗнчи сирӗн ӑсӑр, сирӗн тӑнӑр ҫакӑнта пулӗ; вӗсем вара, ҫак йӗркесем ҫинчен илтсессӗн: ҫак аслӑ халӑх ҫеҫ ӑслӑ халӑх, тӑнлӑ халӑх, тейӗҫ.
7
Мӗншӗн тесессӗн, кирек хӑҫан асӑнсассӑн та, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире ҫывӑх тӑрать, ҫавӑн пек хӑйне ҫывӑх тӑракан турӑллӑ аслӑ халӑх пур-ши тата?
8
эпӗ паян сире сӗнекен ҫак пӗр пӗтӗм саккун пек тӗрӗс йӗркесемпе саккунсем мӗнле аслӑ халӑхӑн пур-ши тата?
9
Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар,
10
ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
11
Эсир ҫывӑхартӑр та ту айне пырса тӑтӑр, тӑвӗ вара тӳпене ҫитичченех вут-ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунатчӗ, сӗм тӗттӗмччӗ, пӗлӗт тата сӗмлӗх тӑратчӗ.
12
Ҫӳлхуҫа сирӗнпе [ту ҫинче тӑрса] вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫрӗ; эсир [Унӑн] сассине илтсе тӑтӑр, анчах сӑнне курмарӑр, сассине ҫеҫ илтсе тӑтӑр;
13
Вӑл сире Хӑйӗн халалне пӗлтерчӗ, сире Хӑйӗн ҫав вунӑ ӳкӗчӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма хушрӗ, ӑна Вӑл икӗ чул хӑма ҫине ҫырса пачӗ;
14
хӑвӑр аллӑра ҫӗнтерсе илме пырса кӗрекен ҫӗр ҫинче сирӗн Турӑ хунӑ йӗркесемпе саккунсем тӑрӑх пурӑнмалла, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа мана ҫавӑн чухне вӗсене сире вӗрентсе хӑварма хушрӗ.
15
Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман,
16
ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем,
17
ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки,
18
ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр;
19
санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
20
Сире вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Хӑй еткерлӗхӗн халӑхӗ пултӑр тесе, тимӗр кӑмакаран, Египетран, илсе тухрӗ — халӗ ӗнтӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
21
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мана сирӗншӗн ҫилленчӗ те, эпӗ Иордан леш енне каҫаймасса, эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана еткерлӗхе паракан ырӑ ҫӗре ҫитеймессе тупа туса каларӗ;
22
эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех, Иордан леш енне каҫаймасӑрах, вилӗп, эсир вара унта каҫса ҫав ырӑ ҫӗре хӑвӑр аллӑра илетӗр.
23
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑрпа хывнӑ халала манасран сыхланӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ пек, хӑвӑр валли темӗскерле йӗрӗхсем тӑвасран сыхланӑр,
24
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, кӗвӗҫекен Турӑ.
25
Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн,
26
тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр;
27
вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр;
28
унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.
29
Анчах эсӗ унта Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, шырама тытӑнсассӑн, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа шырасассӑн, [Ӑна] шыраса тупӑн.
30
Хуйхӑ-асап ҫитсессӗн — вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл санӑн патна пӗтӗмпех килсе тӑрӗ — эсӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, енне ҫаврӑнӑн та Унӑн сассине итлӗн.
31
Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — [ырӑ,] хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ; Вӑл сана пӑрахмӗ, пӗтерсе те тӑкмӗ, хӑвӑр аҫӑрсемпе хывнӑ халала манмӗ, ӑна Вӑл вӗсене тупа туса ҫирӗплетсе панӑ.
32
Хӑвӑнтан малтанах пулнӑ саманасемпе ӗмӗрсенчен — Турӑ ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑ кунранпах пыракан, тӳпен пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех тӑсӑлакан вӑхӑтран — ыйт-ха: ҫак аслӑ ӗҫпе танлашаканни мӗн те пулин пулнӑ-и, илтнӗ-и ун пекки ҫинчен?
33
вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан [чӗрӗ] Туррӑн сассине эсӗ илтнӗ пек тата [мӗнле те пулин халӑх] илтнӗ-и, ҫапла илтсе чӗрӗ юлнӑ-и?
34
Е мӗнле те пулин турӑ, санӑн куҫу умӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗншӗн Египетра тунӑ пек — асапсем ярса, паллӑсем, хӑватсем кӑтартса, вӑрҫӑпа, тӗреклӗ аллипе, хӑватлӑ вӑйӗпе, хӑрушла сехӗрлентерсе — урӑх халӑх хушшинчен хӑй валли халӑх ҫӑлса тухма пикенсе пӑхнӑ-и?
35
Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук;
36
вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн;
37
санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ,
38
ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
39
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр, чӗрӳне хыв: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ, [Унсӑр пуҫне] урӑххи ҫук;
40
Унӑн эпӗ халӗ сана каласа хӑваракан йӗркисене, Унӑн ӳкӗчӗсене астуса тӑр: сана хӑвна та, хӑвӑн хыҫҫӑн санӑн ывӑлусене те лайӑх пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна яланлӑхах паракан ҫӗр ҫинче санӑн нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.
41
Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ,
42
ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ;
43
хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.
44
Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ;
45
хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ;
46
ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.
47
Вӗсем вара ҫав ҫӗре тата Ог — Васан патши — ҫӗрне, амморейсен икӗ патшийӗн ҫӗрне, Иорданӑн леш енче хӗвелтухӑҫнелле выртакан ҫӗре
48
Арнон юхӑм шывӗ хӗрринче ларакан Ароер хулинчен пуҫласа Сион тӑвӗ таран — вӑлах Ермон тӑвӗ —
49
тата Иордан ку енчи тухӑҫалла выртакан пӗтӗм тӳремлӗхе Фасга тӑвӗ патӗнчи тӳремлӗхри тинӗс хӗррине ҫитичченех хӑйсен аллине илнӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34