bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 7
Deuteronomy 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 8 →
1
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗре кӗртсессӗн, сан умӑнтан нумай йышлӑ халӑхсене: хетсене, гергесейсене, аморрейсене, ханаансене, ферезейсене, евейсене тата иевусейсене — санран йышлӑрах та вӑйлӑрах ҫичӗ халӑха — хӑваласа ярсассӑн,
2
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн аллуна парсассӑн, эсӗ вӗсене аркатса тӑкӑн, вара тупала вӗсене, вӗсемпе пӗр канашлӑ ан пул, вӗсене ан хӗрхен;
3
вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил:
4
вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ.
5
Вӗсене эсир акӑ мӗн тӑвӑр: вӗсенӗн чӳк вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тӑкӑр, юписене ишсе антарӑр, катисене касса тухӑр, [туррисен] кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр.
6
Мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑваплӑ халӑхӗ: ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхран Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн халӑхӗ пулма пӗр сана суйласа илнӗ.
7
Ҫӳлхуҫа сире эсир ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та йышлӑрах пулнипе суйласа илмен, — эсир пур халӑхран та сахалтарах, —
8
Вӑл сире юратнӑран суйласа илнӗ, сирӗн аҫӑрсене тупа тунине упраса-сыхласа хӑварас тесе Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] чуралӑх ҫуртӗнчен илсе тухнӑ, фараон — Египет патши — аллинчен хӑтарнӑ.
9
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — Турӑ, шанчӑклӑ Турӑ, Вӑл [Хӑйӗн] халалне упрать, Хӑйне юратакансене, Хӑйӗн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнакансене пин сыпӑка ҫитиччен ырӑ тӑвать,
10
Хӑйне курайманнисене хӑйсене пӗтерсе тавӑрать; Вӑл вӑраха ямасть, Хӑйне курайман ҫынна шӑп хӑйнех айӑплать.
11
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калакан ӳкӗтсене, йӗркесене, саккунсене пурӑнӑҫласа тӑр.
12
Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ,
13
Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ;
14
эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ;
15
Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ;
16
эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.
17
Хӑвӑн ӑшӑнта: «ку халӑхсем манран йышлӑрах; манӑн вӗсене мӗнле хуса яраяс-ха?» тесе
18
вӗсенчен хӑраса ан тӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, фараона, пӗтӗм Египета мӗн тунине,
19
ху куҫупа курнӑ хӑрушла сӑнакан йывӑрлӑхсене те, [аслӑ] паллӑсемпе кӗтретсене те, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ҫӑлса тухнӑ чухне кӑтартнӑ хӑватлӑ аллипе ҫӳлти вӑйне те астуса ил; Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвна хӑратса тӑракан халӑхсене пурне те ҫаплах тӑвӗ;
20
санӑн куҫунтан пытанса юлнисем вилсе пӗтичченех Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсем ҫине сӑвӑслан ярса тӑрӗ;
21
вӗсенчен ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ, хӑвӑн хутлӑхунтах.
22
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене сан умӑнтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑваласа ярӗ; [ҫӗр пушанса ан юлтӑр тесе,] хӑвна хирӗҫ тискер кайӑксем ӗрчесе ан кайччӑр тесе, тӑшманусене санӑн часах пӗтерсе тӑкмалла мар;
23
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫав халӑхсене санӑн аллуна парӗ те вӗсене сехӗрлентерсе пӑрахӗ, вӗсем ҫапла вилсе пӗтӗҫ;
24
Вӑл вӗсен патшисене те санӑн аллуна парӗ, эсӗ вара ҫӗр ҫинче вӗсен ячӗсене те хӑвармӑн: вӗсене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе пӑрахиччен никам та сана хирӗҫ тӑраймӗ.
25
Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала;
26
ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34