bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 18
Deuteronomy 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 19 →
1
Левит священниксемшӗн, Левийӗн пӗтӗм йӑхӗшӗн, Израильпе пӗрле пай та, еткер ҫӗр те пулмӗ: вӗсен Ҫӳлхуҫана кӳрекен парнесемпе, Унӑн пайӗпе тӑранса пурӑнмалла;
2
хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче унӑн еткерлӗх пулмӗ: Турӑ ӑна хӑйне каланӑ пек, унӑн еткерлӗхӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй.
3
Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла;
4
тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар,
5
мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
6
Левит хӑйӗн чун-чӗри туртнипе Израиль [ывӑлӗсен] ҫӗрӗнчи пӗр-пӗр вырӑнтан, хӑй пурӑнакан пӗр-пӗр килтен Ҫӳлхуҫа суйласа илекен вырӑна пырсассӑн,
7
унта Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑракан хӑйӗн пӗтӗм тӑван левичӗ пекех хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турришӗн ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн,
8
вӗсем пурте пӗр тан пайпа усӑ курса пурӑнччӑр, ҫав левит хӑй ашшӗн пурлӑхне сутса килнӗ пулсассӑн, вӑл ӑна хӑйнех пултӑр.
9
Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре пырса кӗрсессӗн унти халӑхсем туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрен:
10
санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ,
11
илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар:
12
ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр, ҫав ирсӗрлӗхсемшӗн ӗнтӗ санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене сан умӑнтан хӑваласа кӑларать;
13
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче айӑпсӑр пул;
14
эсӗ хӑваласа яракан ҫав халӑхсем юмӑҫсемпе пӗлӗмҫӗсене итлеҫҫӗ, сана вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру ун пек тума паман.
15
Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр;
16
мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
17
Ҫӳлхуҫа вара мана каларӗ: вӗсем [сана] мӗн калани аван;
18
Эпӗ вӗсене хӑйсен тӑванӗсем хушшинчен сан пек Пророк кӑларса парӑп, Унӑн чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑмсене хывӑп, Вӑл вӗсене Эпӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех каласа тӑрӗ;
19
кам та кам [ҫав Пророк] Ман ятӑмран калакан сӑмахӑмсене итлемесӗр тӑрӗ, Эпӗ унран шыраса илӗп;
20
анчах та Эпӗ калама хушманнине Ман ятӑмран каламашкӑн чӑрсӑрланса урӑх турӑсен ячӗпе калаҫакан пророка вӗлерме тытса парӑр.
21
Эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «Ҫӳлхуҫа каламан сӑмаха мӗнле пӗлӗпӗр-ха эпир?» тесе шухӑшласассӑн,
22
пӗлсе тӑр: пророкӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе тесе каланӑ пулсассӑн, анчах ҫавӑ чӑн пулса вырӑна килмесессӗн, ҫав сӑмаха Ҫӳлхуҫа каламан ӗнтӗ, ӑна пророкӗ хӑй чӑрсӑрланса каланӑ, — унран ан хӑра, терӗ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34