bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 23
Deuteronomy 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 24 →
1
Арҫыннӑн ҫӑмарти аманнӑ пулсассӑн е унӑн ар хатӗрне касса илнӗ пулсассӑн, ҫавӑ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть.
2
Аскӑн арӑм ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, унӑн вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть.
3
Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть,
4
мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ;
5
анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.
6
Вӗсене хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сун.
7
Идумея ҫыннине ан тирке: вӑл санӑн тӑвану; Египет ҫыннине те ан тирке: эсӗ унӑн ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ;
8
вӗсенӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкра ҫуралас ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараҫҫӗ.
9
Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ ҫарпа тухсассӑн, мӗнпур начарринчен сыхланса тӑр.
10
Ҫӗрле юхса тухнине пула кам та пулин тасамарланчӗ пулсассӑн, унӑн тапӑртан тухмалла та каялла кӗмелле мар,
11
каҫ пулсассӑн унӑн [хӑйӗн ӳт-тирне] шывпа ҫуса тасатмалла, вара, хӗвел анса ларсассӑн, вӑл тапӑра кӗме пултарать.
12
Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла;
13
кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур:
14
Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
15
Сан патна хӑйӗн хуҫинчен тарса пынӑ чурана хуҫине ан пар;
16
вӑл сан патӑнта пурӑнтӑр, сирӗн хушшӑрта санӑн килӳ-ҫуртунтан хӑшне килӗштерсе суйласа илет, вӑл ҫав вырӑнта [пурӑнтӑр]; ӑна ан хӗсӗрле.
17
Израиль хӗрӗсенчен аскӑн арӑм тухмалла мар, Израиль ывӑлӗсенчен аскӑн ар тухмалла мар.
18
Нимӗнле йӗркепе те хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫуртне аскӑн арӑм тӳлевне е йытӑ хакне ан хыв, мӗншӗн тесессӗн ку та, лешӗ те санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче йӗрӗнчӗк.
19
Хӑвӑн тӑванна усламла кӗмӗл те, ҫӑкӑр та, услам илме май пуррине нимӗн те ан пар;
20
ют ҫӗр ҫыннине усламла пар, хӑвӑн тӑванна усламла ан пар, ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинче ху тӑвакан пур ӗҫре те пиллесе тӑтӑр.
21
Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна сӑмах паратӑн пулсассӑн, ӑна пӗр тӑхтамасӑр пурӑнӑҫла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна санран пурпӗрех шыраса илӗ, унсӑрӑн сан ҫинче ҫылӑх пулӗ;
22
эхер те эсӗ сӑмах паман пулсассӑн, сан ҫинче ҫылӑх пулмӗ.
23
Чӗлхӳ-ҫӑварунтан мӗн тухнине, Ҫӳлхуҫа Турруна хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа каласа ирӗккӗн парне кӳме сӑмах панине ҫирӗп тытса тӑр, ӑна пурӑнӑҫла.
24
Ҫывӑх ҫыннун иҫӗм пахчине кӗрсессӗн, ҫырлине кӑмӑлу туличченех, тӑраничченех ҫиме пултаратӑн, анчах савӑтна ан тултар.
25
Ҫывӑх ҫыннун тырӑ пуссине пырсассӑн, пучахӗсене алӑ вӗҫҫӗн тат, анчах тырри хушшине ҫурла ан чик.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34