bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 26
Deuteronomy 26
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 27 →
1
Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫине пырса кӗрсессӗн, ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн,
2
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ҫӗрӳ ҫинчен чи малтан пуҫтарнӑ пур тӗрлӗ ҫимӗҫе илсе пӗрнене тултар та Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн ятне пуҫҫапма суйласа илнӗ вырӑна кай;
3
ҫав вӑхӑтри священник патне пыр та ӑна кала: эпӗ паян санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче чунӑма уҫса каласа паратӑп: эпӗ Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе кӗтӗм, те.
4
Священник пӗрнене санӑн аллунтан илӗ те Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнӗ умне лартӗ.
5
Эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫапла кала: манӑн аттем ҫул ҫӳрекен Арам ҫынни пулнӑ, Египета кайса, пысӑках мар ушкӑн ҫынпа унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнта унран аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса кайнӑ, те;
6
анчах Египет ҫыннисем пире хӗн-инкек кӑтартнӑ, пире хӗсӗрленӗ, йывӑр ӗҫпе тертлентернӗ;
7
вара эпир аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнма тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа эпир йӗрсе йӑлӑннине илтнӗ, пирӗн асапӑмӑра, пирӗн йывӑр ӗҫӗмӗре, пире мӗнле пусмӑрланине курнӑ;
8
вара Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен [Хӑйӗн аслӑ тӗреклӗхӗпе тата] хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе, сехӗрлентерекен хӑрушлӑхсем ярса, паллӑсем кӑтартса, кӗтретсем туса [Хӑй] илсе тухнӑ,
9
ҫапла пире ҫак вырӑна илсе ҫитерчӗ, пире ҫак ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пачӗ;
10
акӑ ӗнтӗ эпӗ, эй Турӑҫӑм, Эсӗ мана панӑ ҫӗрӗмӗн, [сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗрӗн,] чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫӗсене илсе килтӗм, тесе кала. Вара ҫавна пӗтӗмпе хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫап,
11
Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна, хӑвӑн килне панӑ пӗтӗм ырӑлӑхшӑн савӑн, ху та, левит та, ху патна ютран килнӗ ҫын та — пурте пӗрле савӑнӑр.
12
Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн,
13
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм;
14
эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм;
15
Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.
16
Паянхи кун хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫак [пӗтӗм] йӗркесемпе саккунсене туса тӑма хушать: вӗсене пӗтӗм чунунтан, пӗтӗм чӗрӳнтен тытса туса тӑр.
17
Эсӗ халӗ Ҫӳлхуҫана Вӑл хӑвӑн Турру пулӗ тесе каларӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳрӗп, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн ӳкӗчӗсене, Унӑн саккунӗсене тытса тӑрӑп, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑп терӗн;
18
халӗ сана Ҫӳлхуҫа та сӑмах пачӗ: Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне тытса-туса пурӑнсассӑн, эсӗ, Хӑй сана каланӑ пек, Унӑн тивӗҫлӗ халӑхӗ пулӑн,
19
Хӑй каланӑ пек, Вӑл сана Хӑй пултарнӑ пур халӑхран та мала кӑларӗ, пуринчен те хисеплӗрех, мухтавлӑрах, чаплӑрах тӑвӗ, эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑваплӑ халӑхӗ пулӑн.
← Chapter 25
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 27 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34