bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 27
Deuteronomy 27
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 28 →
1
Моисей тата Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисем халӑха ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: халӗ сире мӗн ӳкӗтлесе каланине, пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑрӑр, тенӗ.
2
Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух;
3
Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
4
Иордан урлӑ каҫсассӑн, эпӗ сире паян хушнӑ пек, ҫав чулсене Гевал тӑвӗ ҫине лартӑр та вӗсене акшарпа шӑлса тухӑр;
5
ҫавӑнта хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парне кӳрсе тӑмашкӑн чулран — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — парне вырӑнӗ туса ларт;
6
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен ту, ун ҫинче эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна парнесем кӳр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне,
7
канӑҫлӑх парнисем кӳр, унта ҫи, [тӑраничченех ҫи,] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче савӑн;
8
[ҫав] чулсем ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне питӗ уҫӑмлӑ палӑрса тӑмалла ҫырса хур, тенӗ.
9
Унтан Моисейпе левит священниксем пӗтӗм Израиле ҫапла тесе каланӑ: эй Израиль, тӑнласа тӑр, итле: ҫакӑ кун эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун халӑхӗ пулса тӑтӑн;
10
эппин, Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итле, Унӑн ӳкӗчӗсемпе Вӑл хунӑ йӗркесене — паян эпӗ сире пӗлтерессине — [пурне те] пурӑнӑҫласа тӑр, тенӗ.
11
Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ
12
Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла;
13
ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.
14
Левитсем пӗтӗм Израиль халӑхне каласа тӑрӗҫ, хытӑ сасӑпа ҫапла кӑшкӑрса калӗҫ:
15
кам та кам касса-чутласа е шӑратса йӗрӗх тӑвать, ҫавна — Ҫӳлхуҫа умӗнчи йӗрӗнчӗке, ӳнерҫӗ алли ӑсталанӑскере — кам та кам вӑрттӑн вырӑна лартать, ҫавӑ ылханлӑ! тейӗҫ. Вара пӗтӗм халӑх кӑшкӑрса: аминь, тейӗ.
16
Хӑйӗн ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
17
Ҫывӑх ҫыннин хир чиккине пӑсакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
18
Суккӑр ҫынна тӗрӗс мар ҫулпа яракан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
19
Ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма йӑнӑш сут тӑвакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
20
Хӑй ашшӗн арӑмӗпе выртакан — ылханлӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ тумтирӗн аркине уҫнӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
21
Мӗнле те пулин выльӑхпа выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
22
Хӑйӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе — ашшӗн хӗрӗпе е амӑшӗн хӗрӗпе — выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
23
Хӑйӗн хунямӑшӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ. [Хӑй арӑмӗн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе выртакан — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.]
24
Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӑрттӑн вӗлерекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
25
Ҫынна вӗлерсе айӑпсӑр юн тӑкасшӑн сӗрев илекен — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
26
Ҫак саккунӑн пӗр сӑмахне те пулин пурӑнӑҫламан ҫын, саккун хушнӑ тӑрӑх пурӑнман ҫын [кирек кам та] — ылханлӑ! Вара пӗтӗм халӑх: аминь, тейӗ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34