bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 29
Deuteronomy 29
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 30 →
1
Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсемпе Хорив тӑвӗ ҫинче хывнӑ халалсӑр пуҫне тата Моисее вӗсемпе Моав ҫӗрӗнче ҫакӑн пек халал хывма хушнӑ.
2
Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр;
3
санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ;
4
анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
5
Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне пӗлтермешкӗн сире хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, сирӗн ҫийӗрти тумтирӗр те кивелмерӗ, санӑн урунти ура сыррийӗ те ҫӗтӗлмерӗ; эсир ҫӑкӑр та ҫимерӗр, эрехпе ҫиккер те ӗҫмерӗр.
7
Эсир ҫак вырӑна ҫитсессӗн, пире хирӗҫ ҫапӑҫмашкӑн Есевон патши Сигон тата Васан патши Ог тухрӗҫ, эпир вӗсене ҫапса салатрӑмӑр;
8
вӗсен ҫӗрне туртса илтӗмӗр те ӑна Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне тата Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе патӑмӑр.
9
Ҫак халал сӑмахӗсене [пурне те] тытса тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа пырӑр, вара эсир тӑвас кирек мӗнле ӗҫ те ӑнса пырӗ.
10
Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни,
11
сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр:
12
Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн,
13
Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.
14
Ҫак халала, ҫак тупа туса хывакан килӗшӗве эпӗ пӗр сирӗнпе анчах мар,
15
паян ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче тӑракансемпе те, паян ҫакӑнта хамӑрпа пӗрле ҫуккисемпе те тӑватӑп.
16
Мӗншӗн тесессӗн эсир Египет ҫӗрӗнче хамӑр епле пурӑннине, хӑвӑр иртсе килнӗ халӑхсем хушшипе хамӑр мӗнле тухнине пӗлетӗр,
17
эсир вӗсен ирсӗрлӗхӗсене, вӗсен туррисене — вӗсен йывӑҫ, чул, кӗмӗл тата ылтӑн йӗрӗхӗсене — курнӑ.
18
Халӗ ӗнтӗ сирӗн хушшӑрта чӗрипе хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан уйӑрӑлса ҫав халӑхсен туррисене пуҫҫапма ҫӳрекен арҫын е хӗрарӑм, ӑру е йӑх ан пултӑр; сирӗн хушшӑрта наркӑмӑшпа эрӗм ҫитӗнтерекен тымар та,
19
ҫакӑ ылханӑн сӑмахӗсене илтсессӗн, хӑй ӑшӗнче мухтанса: «эпӗ хамӑн чӗрем еккипе ҫӳресе те телейлӗ пулӑп-ха» тесе калакан ҫын та ан пултӑр; апла тутти выҫҫипе пӗрле пӗтӗ;
20
Ҫӳлхуҫа ун пек ҫынна каҫармасть, ун пек ҫын ҫине Ҫӳлхуҫа ҫиллипе Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ самантрах хыпса илсе ӳкӗ, ӑна вара ҫак [саккун] кӗнекинче ҫырса хунӑ [ҫак халалӑн] пӗтӗм ылханӗ ҫитӗ, Ҫӳлхуҫа унӑн ятне те ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗ;
21
Ҫӳлхуҫа вара ӑна, ҫак саккун кӗнекине ҫырса хунӑ халалӑн пӗтӗм ылханӗпе шайлашуллӑн, пур Израиль йӑхӗсен хушшинчен пӗтерме уйӑрса илӗ.
22
Ҫак ҫӗр мӗнле пӗтсе ларнине, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнле чир-чӗрпе хавшатнине курсассӑн, килес ӑру — хӑвӑр хыҫҫӑн пурӑнас ачӑрсем — тата инҫетри ҫӗртен килнӗ ют халӑх ҫынни те ҫапла калӗҫ:
23
«пӗтӗм ҫӗрӗ — кӳкӗрт те тӑвар, кӑмрӑк та кӗл; акмаҫҫӗ те, унта нимӗн те ӳсмест, нимӗнле курӑк та шӑтмасть ун ҫинче — Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫиллипе, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Содома, Гоморрӑна, Адмӑпа Севоима пӗтерсе пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи пекех» тейӗҫ.
24
Халӑхсем вара пурте: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре мӗншӗн каплах туса хӑварнӑ-ши? мӗн тӗрлӗ хаяр Унӑн ҫилли! тейӗҫ.
25
Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн —
26
хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн —
27
ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ,
28
акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
29
Пытарӑнса тӑраканни — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн, уҫса пани вара — ӗмӗрех пирӗн валли, пирӗн ывӑлӑмӑрсем валли, ӑна пире ҫак саккун сӑмахӗсене пурнӑҫласа пыччӑр тесе уҫса панӑ.
← Chapter 28
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 30 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34