bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 9
Deuteronomy 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 10 →
1
Эй Израиль, итле: халӗ эсӗ Иордан леш енне пӗлӗте перӗнесле хӳмесем хӳсе тӗреклӗлетнӗ пысӑк хуласенче пурӑнакан халӑха, хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑха,
2
ху пӗлекен, вӗсем ҫинчен: «Енак ывӑлӗсене кам хирӗҫ тӑрайтӑр?» тенине илтнӗ Енак ҫыннисене, [аслӑ,] йышлӑ та шултӑра халӑха, хӑвӑн аллуна илме каятӑн.
3
Халӗ пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санӑн умӑнтан ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм пек пырӗ; Вӑл вӗсене пӗтерсе пырӗ, вӗсене санӑн умна тӑкса пырӗ, эсӗ вара, хӑвна Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӗсене хӑваласа ярӑн, вӗсене часах пӗтерсе пӑрахӑн.
4
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, вӗсене санӑн умӑнтан хӑваласа янӑ чухне хӑвӑн ӑшӑнта: «хамӑн тӳрӗлӗхӗмшӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫак [ырӑ] ҫӗре аллӑма илме ертсе килчӗ, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа ман умӑмран хӑваласа ярать» тесе ан шухӑшла;
5
эсӗ вӗсен ҫӗрне хӑвӑн тӳрӗлӗхӳшӗн мар, хӑвӑн тӗрӗс чӗрӳшӗн те мар еткерлӗхе илме каятӑн, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса каланӑ Хӑйӗн сӑмахне тӳрре кӑларса, ҫак халӑхсене вӗсен ҫылӑхӗсемшӗн [тата йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн] санӑн умӑнтан хӑваласа ярать.
6
Ҫавӑнпа [халӗ] пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ырӑ ҫӗре сана тӳрӗлӗхӳшӗн мар хӑвӑн аллуна парать, — эсӗ чурӑс халӑх.
7
Ан ман, эсӗ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пушхирте мӗн чухлӗ тарӑхтарнине асӑнта тытса тӑр: Египет ҫӗрӗнчен тапранса тухнӑ кунранпа хӑвӑр мӗн ҫак вырӑна килсе ҫитичченех эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ пытӑр.
8
Ҫӳлхуҫана эсир Хорив тӑвӗ патӗнче те тарӑхтартӑр, Вӑл сире ҫилленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сире пӗтерсех тӑкасшӑнччӗ,
9
эпӗ ун чухне ту ҫине чул хӑмасем — Ҫӳлхуҫамӑр сирӗнпе хывнӑ халал сӑмахӗсене ҫырнӑ хӑмасене — илме улӑхнӑччӗ, унта хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пурӑннӑччӗ, ҫӑкӑр та ҫименччӗ, шыв та ӗҫменччӗ,
10
Ҫӳлхуҫа мана Хӑй аллипе ҫырнӑ икӗ чул хӑма пачӗ, вӗсем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ пӗтӗм сӑмаха [ҫырнӑччӗ].
11
Ҫӳлхуҫамӑр мана ҫав икӗ чул хӑмана, халал хӑмисене, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ иртсессӗн пачӗ,
12
Турӑ мана каларӗ: тӑр та кунтан часрах кай, санӑн Египетран илсе тухнӑ халӑху пӑсӑлса кайрӗ; Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнчӗҫ; хӑйсем валли суя турӑ кӗлетки шӑратса турӗҫ, терӗ.
13
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: [Эпӗ сана пӗрре ҫеҫ мар каланӑ:] Эпӗ ҫак халӑха куратӑп, акӑ вӑл чурӑс халӑх;
14
чарса ан тӑр Мана, Эпӗ вӗсене пӗтерем те ҫӗр ҫийӗнчен вӗсен ятне те ҫухатам, санран урӑх халӑх кӑларам, вӑл халӑх кусенчен [пысӑкрах,] вӑйлӑрах, йышлӑрах пулӗ, терӗ.
15
Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен анма пуҫларӑм, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑратчӗ; манӑн икӗ аллӑмра халал ҫырнӑ икӗ хӑмаччӗ;
16
куртӑм эпӗ: эсир Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, хирӗҫ ҫылӑх тунӑ: хӑвӑр валли пӑру кӗлетки шӑратса хывнӑ, Ҫӳлхуҫа [тытса пыма] хушнӑ ҫултан часах пӑрӑннӑ;
17
эпӗ икӗ хӑмине те илтӗм те вӗсене икӗ аллӑмпа ҫӗре тытса ҫапрӑм, вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнче ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм.
18
Эпӗ ӗнтӗ [иккӗмӗш хут] Ҫӳлхуҫа умне ӳксе сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн, эсир Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] умӗнче усал туса ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗшӗн, Ӑна тарӑхтарнӑшӑн малтанхи пекех хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ кӗлтурӑм, ҫӑкӑр ҫимерӗм, шыв та ӗҫмерӗм;
19
мана сире пӗтерсе пӑрахасла тарӑхнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ҫиллипе хаярлӑхӗ сехӗрлентерчӗ. Анчах Ҫӳлхуҫа мана ку хутӗнче те итлерӗ.
20
Ҫӳлхуҫа Аарона та питӗ хытӑ ҫилленчӗ, ӑна пӗтерсе пӑрахасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ҫавӑн чухне Аароншӑн та кӗлтурӑм.
21
Эпӗ вара сирӗн ҫылӑхӑра, хӑвӑр тунӑ пӑру кӗлеткине, туртса илсе вут-ҫулӑмпа ҫунтартӑм, унтан ӑна ватса-вакласа пӗтертӗм те, тусан пек ӑвса, ту ҫинчен сиксе юхакан шарлака пӑрахрӑм.
22
Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] эсир Тавера теекен вырӑнта та, Масса теекен вырӑнта та, Киброт-Гаттаава теекен вырӑнта та тарӑхтартӑр.
23
Ҫӳлхуҫамӑр сире Кадес-Варнирен: «кайӑр, Эпӗ сире паракан ҫӗре хӑвӑр аллӑра илӗр» тесе кӑларса янӑ чухне те эсир хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр хушнине хирӗҫ пултӑр, Ӑна ӗненмесӗр тӑтӑр, Вӑл каланине итлемерӗр.
24
Эпӗ сире пӗле пуҫланӑ кунранпах эсир Ҫӳлхуҫана пӑхӑнасшӑн пулмарӑр.
25
Ҫӳлхуҫа умне ӳксе эпӗ хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ тархасларӑм, кӗлтурӑм, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр сире пӗтересшӗнччӗ;
26
Ҫӳлхуҫана кӗлтуса эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша, [турӑсенӗн Патши,] Эсӗ Хӑвӑн [тӗреклӗхӳн] аслӑлӑхӗпе хӑтарнӑ, тӗреклӗ аллупа [тата пысӑк вӑюпа] Египетран илсе тухнӑ Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн еткерлӗхне ан пӗтерсем;
27
Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака тата Иакова асна илсем, [вӗсене Эсӗ Хӑвна асӑнса тупа тунӑ]; ҫак халӑх хаярланса ҫитни ҫине, унӑн йӗркесӗрлӗхӗ, унӑн ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑхсам,
28
пире Ху илсе тухнӑ ҫӗрте [пурӑнакансен]: «Ҫӳлхуҫа вӗсене хӑйсене пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗме пултараймарӗ, вӗсене Вӑл, курайманнипе, пушхирте вӗлерсе пӗтерме илсе тухнӑ» тесе каламалла ан пултӑрччӗ.
29
Вӗсем вара — Санӑн халӑху, Хӑвӑн еткерлӗхӳ, Эсӗ вӗсене [Египет ҫӗрӗнчен] Хӑвӑн аслӑ хӑватупа, Хӑвӑн пысӑк вӑюпа илсе тухнӑ, терӗм.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34