bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 13
Deuteronomy 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 14 →
1
Эхер те санӑн хушшунта пророк е тӗлӗк ӑсти тупӑнсассӑн, вӑл сана тӗлӗнмелле паллӑ е кӗтрет кӑтартсассӑн,
2
сана кӑтартнӑ ҫав паллӑ е кӗтрет чӑна килсессӗн, ҫитменнине тата вӑл: «эсӗ пӗлмен урӑх турӑсем хыҫҫӑн каяр, вӗсене пӑхӑнса пурӑнар» тесессӗн,
3
ҫав пророкӑн е тӗлӗк ӑстин сӑмахне ан итле: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, эсир Ӑна пӗтӗм чӗрӗртен, пӗтӗм чунӑртан юратнине пӗлмешкӗн сире ҫавӑн урлӑ сӑнать;
4
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, ҫулӗпе ҫӳрӗр, Унран хӑраса тӑрӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене тытса пырӑр, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑр, Ӑна ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнӑр;
5
леш пророкне е тӗлӗк ӑстине вара хӑвӑра Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, хӑвна чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, пӑрахма хистенӗшӗн, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ ҫултан пӑрса ярас тенӗшӗн вӗлерме тытса памалла; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтер.
6
Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн,
7
сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн,
8
унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле,
9
вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр;
10
ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ;
11
пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
12
Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки:
13
унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн,
14
шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн,
15
ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух;
16
туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр;
17
пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34