bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 30
Deuteronomy 30
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 31 →
1
Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн,
2
эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн,
3
Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
4
Ан тив, сана [тӳпен пӗр хӗрринчен] тӳпен тепӗр хӗрри таранах сапаласа янӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа Турру сана унтан та пуҫтарса килӗ, унтан та илсе килӗ,
5
Ҫӳлхуҫа Турру сана [унтан та] хӑвӑн аҫусем тытса тӑнӑ ҫӗршыва илсе ҫитерӗ, вара эсӗ ӑна хӑвӑн аллуна еткерлӗхе илӗн; ҫапла Вӑл сана ырӑлӑх парӗ, аҫусенчен те ытларах ӗрчеттерсе ярӗ;
6
эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратинччӗ тесе, ҫапла туса санӑн пурӑнмалла пултӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Турру санӑн чӗрӳ ӳтне те, санӑн тӑхӑмусен чӗрин ӳтне те касӗ;
7
ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Турру ҫак мӗнпур ылхана хӑвна хӗсӗрлесе тӑракан тӑшманусем ҫине, хӑвна курайманнисем ҫине ҫавӑрӗ,
8
эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа [Турру] енне ҫаврӑнса, Унӑн сӑмахне итлесе пурӑнӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пур ӳкӗтне — туса тӑрӑн;
9
Ҫӳлхуҫа Туррун ҫак саккун кӗнекинче ҫырнӑ ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене [тата Унӑн саккунӗсене] тытса, [пурне те пурӑнӑҫласа] хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру енне пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа ҫаврӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сан аллун пур ӗҫне те ӑнтарса пырӗ, йӑхна ӗрчетсе тӑрӗ, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне те, сан ҫӗрӳн ҫимӗҫне те ытлашшипех парса тӑрӗ; сана ырӑлӑх кӑтартса, Ҫӳлхуҫа [Турру] саншӑн каллех, аҫусемшӗн савӑннӑ чухнехи пекех, савӑнса тӑрӗ.
11
Ҫак ӳкӗт — эпӗ паян сана ӳкӗтлесе калани — саншӑн ӑнланайми япала мар, аякра тӑраканскер те мар;
12
вӑл тӳпере мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тӳпене улӑхинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук;
13
вӑл тинӗс леш енче те мар, ун пирки: «пирӗншӗн кам та пулин тинӗс леш енне кайинччӗ, ӑна пире илсе килсе парса сасӑпа вуласа кӑтартинччӗ, вара эпир ӑна пурӑнӑҫланӑ пулӑттӑмӑр» темелли ҫук;
14
ҫак сӑмах сан ҫывӑхунтах: ӑна пурӑнӑҫласа тӑмашкӑн вӑл сан чӗлхӳ-ҫӑварунтах, санӑн чӗрӳнтех.
15
Акӑ сана эпӗ паян пурӑнӑҫпа ырӑлӑх, вилӗмпе усаллӑх сӗнтӗм.
16
Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ;
17
эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн,
18
сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
19
Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм. Пурӑнӑҫа суйласа ил: санӑн хӑвӑн та, санӑн тӑхӑмусен те пурӑнмалла пултӑр,
20
хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратмалла, Унӑн сӑмахне итлемелле, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнса тӑмалла пултӑр; санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет, кунҫулу вӑрӑма пырасси ҫакӑнтан килет, ҫапла эсӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑн.
← Chapter 29
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 31 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34