bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 16
Deuteronomy 16
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 17 →
1
Авив уйӑхне уяса тӑр, Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, Пасха ту, мӗншӗн тесессӗн авив уйӑхӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ҫӗр варринче Египетран илсе тухнӑ.
2
Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ятне пуҫҫапма Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхран Пасха пус.
3
Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр;
4
ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
5
Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, парас нихӑш кил-ҫуртра та Пасха пусма пултараймастӑн;
6
ӑна Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус;
7
ӑна вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑнта пӗҫерсе ҫи, тепӗр кунне ӗнтӗ каялла таврӑнма, хӑвӑн чатӑрусене кӗме пултаратӑн.
8
Ултӑ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, уявӗпе сывпуллашма пултӑр; вӑл кун ан ӗҫле.
9
Ҫичӗ эрне шутласа ил; ҫичӗ эрнине шутлама вырмара ҫурла хывнӑ кунран пуҫла;
10
ҫавӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ эрне уявӗ ту, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура мӗн чухлӗ памаллине кӑмӑлу хушнӑ таран, вӑю ҫитнӗ таран пар;
11
савӑн вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче, Вӑл Хӑйӗн ятне асӑнма суйласа илнӗ вырӑнта ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр;
12
ан ман, эсӗ Египетра чура пулса пурӑннӑ, ҫакӑ йӗркесене уяса, пурӑнӑҫласа тӑр.
13
Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту;
14
вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр;
15
[Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
16
Ҫулталӑкра виҫӗ хутчен арҫынсен пурин те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑй суйласа илекен вырӑнта Ҫӳлхуҫа умне тӑмалла: тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗнче, ҫичӗ эрне уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче; никамӑн та Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа пымалла мар,
17
кашнийӗн аллинче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине кура парне пултӑр.
18
Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр;
19
саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать;
20
чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.
21
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, валли парне вырӑнӗ тунӑ чухне ун ҫумне нимӗнле йывӑҫ кати те ан ларт,
22
юпа та ан ларт, ӑна хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру кураймасть.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34