bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 17
Deuteronomy 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 18 →
1
Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, эсӗ айӑпӗ е урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пур вӑкӑр е сурӑх ан кӳр: Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, вӑл йӗрӗнчӗк ӗҫ пулӗ.
2
Сирӗн хушшӑрта хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан килӳ-ҫуртунта хӑшӗнче те пулин Ҫӳлхуҫа халалне пӑсса Унӑн умӗнче усал ӗҫ тунӑ арҫын е хӗрарӑм тупӑнсассӑн,
3
вӑл, эпӗ хушманнине пӑхмасӑр, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене е хӗвеле, е уйӑха, е ҫӳлти пӗтӗм ҫара пуҫҫапма, вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнсассӑн,
4
кун ҫинчен сана хыпар ҫитерсессӗн, эсӗ ҫавна илтсессӗн лайӑх тӗпчесе шыраса туп ӑна; ҫакӑ чӑнахах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫав ирсӗрлӗхе Израиль хушшинче тунӑ пулсассӑн,
5
ҫав усал ӗҫе тунӑ арҫынна е хӗрарӑма хӑвӑн хапху патне илсе тух та чулпа персе вӗлер.
6
Вӗлермелле айӑпланӑ ҫын икӗ е виҫӗ кӳнтелен сӑмахӗ тӑрӑх вилӗме тивӗҫлӗ: пӗр кӳнтелен ҫеҫ каласа кӑтартнипе вӗлерме тытса памалла мар;
7
ӑна вӗлермешкӗн ун ҫинче пуринчен малтан кӳнтеленсен алли пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
8
Эхер те хӑш-хӑш ӗҫ тӗлӗшӗнчен сана юнпа юн хушшинчи, сутпа сут хушшинчи, хӗнӳ-ҫапупа хӗнӳ-ҫапу хушшинчи тавлашусене татса пама йывӑр пулсассӑн тата санӑн хапху анинче ҫынсем пӗр шухӑша килмесессӗн, эсӗ тӑр та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, [Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑна кай,
9
унта левит священниксем патне тата ҫав вӑхӑтри тӳре патне пыр, вӗсенчен ыйт, вӗсем сана ӗҫе мӗнле татса памаллине калӗҫ;
10
вара Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑнта вӗсем сана мӗнле калӗҫ, эсӗ ҫапла ту, хӑвна мӗн вӗрентсе янине пурне те тума тӑрӑш;
11
вӗсем вӗрентнӗ саккун тӑрӑх, вӗсем палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх ту, вӗсем мӗн каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
12
Кам та кам ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, умӗнче ӗҫлесе тӑракан священника е [ҫав вӑхӑтри] тӳрене итлемесӗр чӑрсӑрланать, ҫавӑ вилӗме тивӗҫлӗ, — усала Израиль хушшинчен ҫапла пӗтерсе пыр;
13
ҫакна пӗтӗм халӑх илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен чӑрсӑрланаймӗ.
14
Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн,
15
вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.
16
Анчах вӑл хӑй валли лаша ӗрчеттерсе ан ятӑр, хӑй валли лаша ӗрчетмешкӗн халӑха Египет ҫӗрне каялла ан тавӑртӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сире: «ҫак ҫулпа урӑх ан таврӑнӑр» тенӗ;
17
тата вӑл, нумай арӑм илсе, чӗрине ан ирсӗрлеттӗр, кӗмӗлӗпе ылтӑнне те виҫесӗр ан нумайлаттӑр.
18
Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ,
19
ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр;
20
чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34