bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 5
Deuteronomy 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 6 →
1
Моисей мӗнпур Израиль халӑхне чӗнсе пухнӑ та каланӑ: эй Израиль, итле, эпӗ паян сире хӑлхӑра кӗрсе юлччӑр тесе каласа паракан йӗркесемпе саккунсене итле, вӗсене вӗренсе ҫит те тытса тӑма тӑрӑш.
2
Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хорив тӑвӗ ҫинче пирӗнпе халал хыврӗ;
3
ҫакӑ халала Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттемӗрсемпе мар, пирӗнпе, ҫакӑнта паян чӗрӗ тӑракансемпе, хыврӗ.
4
Ҫӳлхуҫа сирӗнпе ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен куҫа-куҫӑн калаҫрӗ;
5
эпӗ вара ҫав вӑхӑтра Ҫӳлхуҫапа сирӗн хушшӑрта тӑтӑм, сире Ҫӳлхуҫамӑр сӑмахне тепӗр хут каласа пытӑм, мӗншӗн тесессӗн эсир вут-ҫулӑмран хӑраса ту ҫине улӑхмарӑр. Вӑл ҫавӑн чухне ҫапла каларӗ:
6
Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана Египет ҫӗрӗнчен, ху чура пулса пурӑннӑ ҫуртран, илсе тухнӑ Турӑ.
7
Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр.
8
Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн ӗлкине, кӗлеткине ан ту,
9
вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене пӑхӑнса ан тӑр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ, Хама курайманнисене ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене те виҫӗ-тӑватӑ сыпӑкчен хаса паратӑп,
10
Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнакансене Эпӗ пин сыпӑка ҫити ырӑлӑх туса тӑратӑп.
11
Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн: Ҫӳлхуҫа [Турру] Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.
12
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, шӑматкуна уяма астуса тӑр;
13
ултӑ кун ӗҫле, хӑвӑн пур тӗрлӗ ӗҫне туса тӑр,
14
ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑматкун пултӑр: [вӑл кун] эсӗ ху та, ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхӳ те, ютран килнӗ ҫын та, сан патӑнта пурӑнаканскер, нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, санӑн арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччӑр;
15
ан ман, [эсӗ] Египет ҫӗрӗнче чура пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе сана унтан илсе тухнӑ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана шӑматкуна уяса, [упраса тӑма] хушнӑ.
16
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна хушнӑ пек, аҫупа аннӳне хисепле, вара кунҫулу вӑрӑм килӗ, хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче сана лайӑх пулӗ.
17
Ан вӗлер.
18
Ан аскӑнлан.
19
Ан вӑрла.
20
Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле.
21
Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
22
Ҫак сӑмахсене Ҫӳлхуҫа сирӗн пухӑннӑ мӗнпур халӑхӑра ту ҫинчен, вут-ҫулӑм, пӗлӗт, сӗмлӗх [тата ҫил-тӑвӑл] ӑшӗнчен аслати пек хӑватлӑ сасӑпа каласа пачӗ, вара урӑх каламарӗ, ҫав сӑмахсене икӗ чул хӑма ҫине ҫырса мана пачӗ.
23
Сӗмлӗхрен сасӑ илтсессӗн, ту вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑнӑ вӑхӑтра эсир, сирӗн мӗнпур ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннӑрсем, ман патӑма пырса тӑтӑр та
24
ҫапла каларӑр: акӑ Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пире Хӑйӗн мухтавлӑхне, Хӑйӗн аслӑлӑхне кӑтартрӗ, эпир Унӑн сассине вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗмӗр; паян эпир Турӑ этемпе калаҫнине, этемми вара чӗрех юлнине куртӑмӑр;
25
ӗнтӗ пирӗн мӗншӗн вилмелле-ха? пире ҫак аслӑ вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ; Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, сассине татах илтес пулсассӑн, эпир вилетпӗр,
26
вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан чӗрӗ Турӑ сассине пирӗн пек илтсе те чӗрӗ юлнӑ чун пур-ши вара?
27
эсӗ кай та Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, [хӑвна] мӗн каланине пӗтӗмпех итле, Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, хӑвна мӗн каланине пӗтӗмпех пире каласа тӑр, эпир итлӗпӗр, мӗн илтнине тӑвӑпӑр, терӗр.
28
Ҫӳлхуҫа эсир манпа мӗн калаҫнине илтрӗ те мана ҫапла каларӗ: санпа калаҫнӑ ҫак халӑх сӑмахне илтрӗм Эпӗ; вӗсем мӗн калани пурте ырӑ;
29
эх, вӗсен чӗри те ҫавӑн пекех пулинччӗ, хӑйсене те, хӑйсен ывӑлӗсене те ӗмӗрех ырӑ пултӑр тесе вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑринччӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнинччӗҫ!
30
пыр, кала вӗсене: «чатӑрӑрсене таврӑнӑр» те;
31
эсӗ ху вара кунта Манпа пӗрле юл, Эпӗ сана пур йӗркене те, пур ӳкӗтпе саккуна та каласа парӑп, эсӗ вӗсене халӑха вӗрентме тивӗҫ: Эпӗ хӑйсене еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче Израиль ывӑлӗсем [ҫав] йӗркепе пурӑнччӑр.
32
Астӑвӑр, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хушнӑ пек тӑвӑр; сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнӑр;
33
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра ҫӳреме хушнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, ҫапла сирӗн чӗрӗ тӑмалла пултӑр, сире ырӑ пултӑр, хӑвӑр аллӑра илекен ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнмалла пултӑр, терӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34