bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 28
Deuteronomy 28
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 29 →
1
Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ;
2
Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ.
3
Эсӗ хулара та пиллӗхлӗ, хирте те пиллӗхлӗ.
4
Санран ҫурални те пиллӗхлӗ, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те пиллӗхлӗ.
5
Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те пиллӗхлӗ.
6
Кӗнӗ чухне те пиллӗхлӗ эсӗ, тухнӑ чухне те пиллӗхлӗ.
7
Сана тапӑнакан тӑшманусене Ҫӳлхуҫа хӑвӑн умӑнта ҫӗмӗрсе тӑкӗ; сана хирӗҫ вӗсем пӗр ҫулпа ҫӗкленсе тухӗҫ, тарасса вара санран ҫичӗ ҫулпа тарса кайӗҫ.
8
Ҫӳлхуҫа санӑн кӗлетӳсем ҫине пиллӗх ярӗ, санӑн аллун пур ӗҫне те пиллӗх парса тӑрӗ; Ҫӳлхуҫа Турру сана Хӑй парас ҫӗр ҫинче пиллӗхлӗ тӑвӗ.
9
Эсӗ Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене уяса пурӑнсассӑн, Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Вӑл сана, хӑвна [тата хӑвӑн аҫусене] тупа тунӑ пек, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ тӑвӗ;
10
вара ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫа [Турру] сана уйӑрса илнине курӗҫ те санран хӑраса кайӗҫ.
11
Ҫӳлхуҫа аҫӑрсене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ ырӑлӑха та ытлӑн-ҫитлӗн парӗ: хӑв та хунаса кайӑн, выльӑху-чӗрлӗхӳ те ӗрчевлӗ пулӗ, ҫӗр ҫимӗҫӗ те тулӑхлӑ пулӗ.
12
Ҫӳлхуҫа ырӑ пуянлӑхӗн ҫӳпҫине — тӳпене — уҫӗ те санӑн ҫӗрӳ ҫине вӑхӑтра ҫумӑр ҫутарса тӑрӗ, санӑн аллу мӗн тунине пурне те пиллӗх парса тӑрӗ: эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху кивҫене кӗмӗн, [нумай халӑха хӑвӑн аллунта тытса тӑрӑн, вӗсем сана хӑйсен аллинче тытса тӑраймӗҫ].
13
Эпӗ паян сана мӗн упрама, мӗн тума ӳкӗтлесе каланине — Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене — пӑхӑнса пурӑнсассӑн, эпӗ паян сире ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсенчен пӗринчен те сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасассӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене пуҫҫапса тӑмасассӑн, Ҫӳлхуҫа [Турру] сана хӳрене хӑвармӗ, эсӗ пуҫӗнче пырӑн, эсӗ ҫӳлте ҫеҫ пулӑн, аяла юлмӑн.
15
Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлемесессӗн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне, Унӑн пӗтӗм йӗркине — туса тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, сана ҫак пӗтӗм ылхан ҫитӗ, ылхан айне пулӑн.
16
Эсӗ хулара та ылханлӑ [пулӑн], хирте те ылханлӑ [пулӑн].
17
Санӑн кӗлетӳсем те, санӑн пӳлмӳсем те ылханлӑ [пулӗҫ].
18
Санран ҫурални те, санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫӗ те, вӑкӑрусен хунавӗ те, сурӑхусен хунавӗ те ылханлӑ [пулӗҫ].
19
Кӗнӗ чухне те ылханлӑ, тухнӑ чухне те ылханлӑ [пулӑн].
20
Кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑнсассӑн та санӑн аллусен ӗҫӗнче Ҫӳлхуҫа сан ҫине хӑвна пӗтерсе ҫитеричченех ылхан, сехӗрленӳ, инкек ярса тӑрӗ — вара эсӗ хӑвӑн усал ӗҫӳсемшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн часах пӗтсе ларӑн.
21
Ҫӳлхуҫа сан ҫине мур чирӗ ярӗ те сана халӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахичченех ҫавӑнпа хӑшкӑлтарӗ.
22
Ҫӳлхуҫа сана хӑрӑнтарса ҫитернипе, сивчирпе, тар чирӗпе, шыҫӑ чирӗпе, типпе хӑварса, ҫунтаракан ҫил тата хура тутӑх ярса тертлентерӗ, вӗсем санран ху пӗтсе ҫухаличчен те хӑпмӗҫ.
23
Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ;
24
ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.
25
Пӗтермешкӗн Ҫӳлхуҫа сана тӑшманусен аллине парӗ; вӗсене хирӗҫ эсӗ пӗр ҫулпа тухӑн, тарасса вара вӗсенчен ҫичӗ ҫулпа тарса кайӑн; ҫӗр ҫинчи пур патшалӑх тӑрӑх сапаланса пӗтӗн.
26
Санӑн виллӳсем вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксемшӗн ҫимӗҫ пулӗҫ, вӗсене хӑваласа яракан та пулмӗ.
27
Ҫӳлхуҫа сана Египет тилҫипе, ӳт-тир шыҫҫипе, кӗсенпе, кӗҫӗпе чирлеттерсе ярӗ, эсӗ вӗсенчен сывалса тӳрленеймӗн;
28
сана Ҫӳлхуҫа ухмаха ертӗ, суккӑр тӑвӗ, чӗрӳне тапайми тӑвӗ.
29
Вара эсӗ, суккӑр ҫын тӗттӗмре хыпашласа ҫӳренӗ евӗр, кӑнтӑр ҫутинчех алӑ сӗмӗпе ҫӳрӗн, ҫулу-йӗрӳнте те ӑнӑҫу кураймӑн, кирек хӑш кун та сана хӗссе пырӗҫ, кӳрентерӗҫ, сана никам та хӳтӗлемӗ.
30
Арӑм илме хӗр ҫураҫӑн та — унпа урӑххи ҫывӑрӗ; ҫурт лартӑн та — унта пурӑнаймӑн; иҫӗм пахчи лартса ӳстерӗн те — унпа усӑ кураймӑн.
31
Санӑн вӑкӑрна хӑвӑн куҫу умӗнчех тытса пусӗҫ те, эсӗ ун ашне ҫисе те кураймӑн; ашакна ҫавӑтса кайӗҫ те каялла тавӑрса памӗҫ; сурӑхусене тӑшманусен аллине хӑваласа кайса парӗҫ, никам та хӳтӗлеес ҫук сана.
32
Санӑн ывӑлусене, хӗрӳсене урӑх халӑха тытса парӗҫ; куҫу курса тӑрӗ те — вӗсемшӗн хуйхӑрнипе кунсерен сӳнсе-сӳнсе пырӗ, аллусенче те хал юлмӗ.
33
Санӑн ҫӗрӳн ҫимӗҫне, мӗнпур ӗҫӳн ырӑлӑхне ху пӗлмен халӑх ҫисе тӑрӗ; ху вара ӗмӗрӳ тӑршшӗпех хӗсӗрленине, асаплантарнине ҫеҫ тӳссе пурӑнӑн.
34
Эсӗ вара мӗн-мӗн курса тӑнине пула ухмаха тухӑн.
35
Ҫӳлхуҫа сана ура тупанӗнчен пуҫласа [пуҫ] тӳпи таранах, чӗркуҫҫисене, ура тунисене хӑрушӑ тилҫе ертсе хӗне ярӗ, эсӗ унран сывалаймӑн.
36
Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн;
37
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.
38
Хире вӑрлӑхна нумай илсе тухӑн та — сахал пуҫтарса кӗртӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӗрлӗ шӑрчӑк ҫисе ярӗ.
39
Иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗн, унта ӗҫлесе тӑрӑн, анчах эрехне ӗҫсе кураймӑн, [вӗсен] ҫырлине те пуҫтараймӑн, мӗншӗн тесессӗн хурт ҫисе ярӗ.
40
Ҫу йывӑҫӗ санӑн пур ҫӗрӳ ҫинче те пулӗ, анчах пуҫна ҫу сӗрсе кураймӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫырли тӑкӑнса пӗтӗ.
41
Ывӑлсем, хӗрсем ҫуралӗҫ санӑн, анчах эсӗ вӗсемсӗр тӑрса юлӑн, вӗсене тыткӑна илсе кайӗҫ.
42
Санӑн пӗтӗм йывӑҫна, ҫӗрӳн пӗтӗм ҫимӗҫне хура тутӑх пӗтерӗ.
43
Ютран килсе санӑн хутлӑхунта пурӑнакан ҫын санран ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ, эсӗ вара аяларах та аяларах анса пырӑн;
44
вӑл сана кивҫен парса тӑрӗ, эсӗ ӑна кивҫен параймӑн; вӑл пуҫӗ пулӗ, эсӗ вара хӳрере пулӑн.
45
Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ:
46
ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ.
47
Тулӑхлӑ пурӑннӑ чухне хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чун-чӗререн савӑнса, хавасланса ӗҫлесе тӑма пӗлмерӗн,
48
ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа [Турру] сан ҫине тӑшман ярӗ, эсӗ ӑна ӗҫмесӗр, ҫимесӗр, ҫарамас тӑрса юлса, пӗр нимӗнсӗр юлса ӗҫлесе тӑрӑн; вӑл санӑн мӑйна тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӗ, ҫапла сана асаплантарсах ҫитерӗ.
49
Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн,
50
ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл;
51
вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ;
52
санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
53
Вара хӑвна тӑшману хупӑрласа илсессӗн, тӑшману хӗссе-хӗсӗрлесе ҫитерсессӗн, хӑвӑн варӑнтан ҫуралнине — Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ывӑлусемпе хӗрӳсен ӳтне — ҫиме тытӑнӑн.
54
Сирӗн хушшӑрта рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ ар хӑйӗн тӑванӗ ҫине, хӑйпе хӗве хупӑннӑ арӑмӗ ҫине, хӑйӗн чӗрӗ юлнӑ ачисем ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ,
55
вӗсенчен нихӑшне те вӑл хӑй ҫиес ачисен ӳтне памӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑшману хупӑрласа илсессӗн, пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑрсассӑн, унӑн пӗр нимӗн те юлмӗ.
56
Санӑн хутлӑхунта киленсе, рехет курса ӗлккен пурӑнӑҫпа пурӑннӑ [арӑм], черченленсе кайнипе ҫӗр ҫине урине те пусса курманскер, хӑйпе хӗве хупӑннӑ упӑшки ҫине, хӑйӗн ывӑлӗпе хӗрӗ ҫине пӗр шелсӗр, хаяр куҫпа пӑхма пуҫлӗ,
57
вӗсене вӑл пӗҫҫи хушшинчен тухакан ача кӗпине те, хӑй ҫуратакан ачисене те памӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑра тӑшман хӗссе-хӗсӗрлесе тӑнӑ чухне, тӑшман хупӑрласа илсессӗн, пӗр нимӗн те ҫуккипе, вӗсене вӑл хӑй вӑрттӑн ҫисе тӑрӗ.
58
Ҫак кӗнекере ҫырнӑ саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑшмастӑн пулсассӑн, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ҫакӑ мухтавлӑ та хӑрушӑ ятӗнчен хӑраса тӑмастӑн пулсассӑн,
59
Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, санӑн тӑхӑмна та халиччен пулман шӑтан-юханпа аптӑратса ӳкерӗ, иртсе кайми хӑрушӑ шӑтан-юханпа тата иртсе кайми усал чир-чӗрпе чирлеттерсе хӗне ярӗ;
60
сана Египет чирӗсене, хӑвна хӑратса тӑнӑ пӗтӗм [усал] чире, ертӗ, вӗсем вара санран хӑпа пӗлмӗҫ;
61
хӑвна тӗппипе пӗтерсе тӑкичченех Ҫӳлхуҫа сан ҫине ҫак саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартман пӗтӗм чире [тата ҫырса кӑтартнӑ пӗтӗм чире] ярса тӑрӗ;
62
эсир тӳпери ҫӑлтӑрсем пекех йышлӑччӗ, анчах хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменнипе эсир сахаллӑн тӑрса юлатӑр.
63
Ҫӳлхуҫа сире ырӑ туса, сире ӗрчетсе пырса епле савӑннӑччӗ, сире путлантарса-пӗтерсе пырса та Вӑл ҫаплах савӑнӗ, сана хӑв еткерлӗхе илме каякан ҫӗр ҫинчен те кӑларса сирпӗтӗҫ.
64
Ҫӳлхуҫа [Турру] сана пур тӗрлӗ халӑх хушшине, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫити, сапаласа ярӗ, унта вара эсӗ ху та, хӑвӑн аҫусем те пӗлмен турӑсене, йывӑҫсемпе чулсене, пуҫҫапма тытӑнӑн.
65
Анчах ҫав халӑхсем хушшинче те канӑҫлӑх тупаймӑн, уруна кантарса илме те вырӑн пулмӗ: Турӑ ҫапла тунӑран эсӗ унта шиклӗ чӗрепе чӗтресе пурӑнӑн, куҫу типиччен макӑрӑн, чуну сурса ыратӗ.
66
Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн;
67
чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн;
68
вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 29 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34