bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 21
Deuteronomy 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 22 →
1
Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн,
2
санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр;
3
вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те
4
ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр;
5
унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,]
6
виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр,
7
вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман;
8
эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр. Ҫапла вӗсем юнран тасалӗҫ.
9
Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ыррине,] тӗрӗссине туса тӑрас тетӗн пулсассӑн, айӑпсӑрӑн юнне санӑн ху патӑнта ҫапла ҫуса ямалла.
10
Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн,
11
тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн,
12
эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр,
13
хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ;
14
эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
15
Камӑн та камӑн икӗ арӑм — пӗри юратнӑ, тепӗри юратман арӑм пулсассӑн, юратнӑ арӑмӗ те, юратманни те ӑна ывӑл ҫуратса парсассӑн, малтан ҫуралнийӗ юратман арӑмӗн ывӑлӗ пулсассӑн,
16
ывӑлӗсене хӑй пурлӑхне уйӑрса панӑ чухне ҫав ҫын юратнӑ арӑмӗн ывӑлне юратманнин малтан ҫуралнӑ ывӑлӗнчен мала хума пултараймасть;
17
малтан ҫурални тесе унӑн юратман арӑмӗн ывӑлне йышӑнмалла, ӑна хӑйӗн икӗ пайне памалла, мӗншӗн тесессӗн вӑл ашшӗ вӑйӗн пуҫламӑшӗ, малтанхи ывӑл тивӗҫлӗхӗ ун ҫине килет.
18
Камӑн та пулин ывӑлӗ кӑра та чарусӑр пулсассӑн, вӑл ашшӗ каланине те, амӑшӗ каланине те итлемест пулсассӑн, хӑйне ашшӗпе амӑшӗ хаса парсассӑн та вӗсене пӑхӑнмасть пулсассӑн,
19
ӑна ашшӗпе амӑшӗ хӑйсен хулин аслӑ ҫыннисем патне, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн хапхи патне илсе пыччӑр,
20
унта хуланӑн аслӑ ҫыннисене калаччӑр: «пирӗн ҫак ывӑл кӑра, пӑхӑнмасть, пирӗн сӑмаха итлемест, укҫа салатать, ӗҫкӗҫӗ» теччӗр,
21
вара хула ҫыннисем пурте ӑна чулпа пере-пере вӗлерччӗр; усала хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр, вара Израиль ҫыннисем пурте ҫакӑн ҫинчен илтӗҫ те хӑрама пуҫлӗҫ.
22
Кам та пулин вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тусассӑн, ӑна вӗлерсессӗн, эсӗ ӑна йывӑҫран ҫаксассӑн,
23
унӑн ӳчӗ йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар, ӑна ҫав кунах пытар, мӗншӗн тесессӗн [йывӑҫ ҫинче] ҫакӑнса тӑракан [кирек кам та] Турӑ умӗнче ылханлӑ, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗре ан ирсӗрлет.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34