bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 6
Deuteronomy 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 7 →
1
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла;
2
санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.
3
Эппин, итле, Израиль, хӑвна лайӑх пултӑр тесессӗн, ӗрчесе-хунаса каяс тесессӗн, ҫакна туса тӑма тӑрӑш: Ҫӳлхуҫа, аҫусенӗн Турри, сана сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр парӑп тесе каланӑ. [Кусем — Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн пушхирте панӑ йӗркесемпе саккунсем.]
4
Эй Израиль, итле: Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр;
5
Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат.
6
Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте [тата санӑн чунунта] пулччӑр;
7
вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та калаҫ;
8
астуса тӑмашкӑн эсӗ вӗсене аллу ҫумне ҫых, вӗсем санӑн ҫамкуна ҫыхмалли хӑю пулччӑр,
9
вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур.
10
Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, ҫак ҫӗре хули-мӗнӗпех сана пама хӑвӑн аҫусене — Авраама, Исаака тата Иакова — тупа тунӑччӗ, Турӑ сана ҫак ҫӗре илсе кӗрсессӗн, ан ман: унти пысӑк, лайӑх хуласене эсӗ туман,
11
унти кил-ҫуртсенчи пурлӑха эсӗ пухман, унти чул касса алтнӑ пусӑсене те эсӗ алтман, унти иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫисене те эсӗ лартса ӳстермен, ҫапла ӗнтӗ ҫавӑнта ҫисе-тӑранса пурӑнма пуҫласассӑн
12
сыхлан: [санӑн чӗрӳ ан улталантӑр,] хӑвна Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана манмалла ан пултӑр.
13
Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑра, [пӗр] Ӑна анчах пӑхӑнса тӑр, [Ун ҫумне ҫыпҫӑн,] Унӑн ячӗпе тупа ту.
14
Урӑх турӑсем хыҫҫӑн, хӑвӑр таврари халӑхсен туррисем хыҫҫӑн ан кайӑр,
15
мӗншӗн тесессӗн сирӗн хушшӑрта тӑракан Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ; Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ҫилли тулса ан ҫиттӗр, Вӑл сана ҫӗр пичӗ ҫийӗнчен пӗтерсе ан пӑрахтӑр.
16
Ҫӳлхуҫана, хӑвӑрӑн Туррӑра, Ӑна хӑвӑр Масса теекен вырӑнта сӑнанӑ пек ан сӑнӑр.
17
Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑр Туррӑрӑн, ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ, хушса каланӑ йӗркесене ҫирӗп тытса пурӑнӑр;
18
Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче тӗрӗс те ырӑ ӗҫ туса тӑр, ҫапла хӑвна ырӑ пултӑр, Ҫӳлхуҫа хӑвӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ паха ҫӗре ҫитсе, ӑна хӑвӑн аллуна илмелле пултӑр,
19
санӑн пур тӑшманна та Вӑл, Хӑй каланӑ пек, санӑн умӑнтан хӑваласа ятӑр.
20
Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн,
21
эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ,
22
Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ;
23
пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ;
24
эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ;
25
эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34