bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Deuteronomy 31
Deuteronomy 31
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 32 →
1
Моисей пынӑ та Израилӗн мӗнпур [ывӑлне] ҫак сӑмахсене каласа панӑ,
2
вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫирӗм ҫулта, эпӗ ӗнтӗ тухаймастӑп та, кӗрейместӗп те, Ҫӳлхуҫа та мана: «эсӗ ҫак Иордан урлӑ каҫаймӑн» терӗ;
3
Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй пырӗ сан умӑнтан; Вӑл ҫак халӑхсене санӑн куҫу умӗнчен пӗтерӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аллуна илӗн; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, сан умӑнтан Иисус пырӗ;
4
[Иорданӑн ку енче пулнӑ] Аморрей патшисене Сигонпа Ога тата вӗсенӗн Хӑй пӗтерсе тӑкнӑ ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр мӗн кӑтартрӗ, ҫак халӑхсене те Вӑл ҫавнах кӑтартӗ;
5
Ҫӳлхуҫа вӗсене сирӗн аллӑра парӗ, эсир вара вӗсене эпӗ хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ ӳкӗтсем мӗн хушнине кӑтартӑр;
6
ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, ан хӑрӑр, [ан шикленӗр,] ан сехӗрленӗр вӗсенчен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру Хӑй санпа пӗрле пырать, санран Вӑл уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ, тенӗ.
7
Вара Моисей Иисуса чӗнтерсе илнӗ те ӑна мӗнпур Израиль ҫынни умӗнче каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул — эсӗ ҫак халӑхпа кайӑн, Ҫӳлхуҫа унӑн ашшӗсене тупа туса ӑна пама пулнӑ ҫӗршыва пырса кӗрӗн, ӑна йӑхсерен ҫӗр валеҫсе парӑн;
8
Ҫӳлхуҫа Хӑй сан умӑнтан пырӗ, Хӑй санпа пӗрле пулӗ, санран уйӑрӑлса та каймӗ, сана пӑрахса та хӑвармӗ — ан хӑра, ан сехӗрлен, тенӗ.
9
Моисей ӗнтӗ ҫак саккуна ҫырнӑ та ӑна Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен священниксене, Левий ывӑлӗсене, тата Израиль [ывӑлӗсен] мӗнпур аслӑ ҫыннине панӑ.
10
Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче,
11
[Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар;
12
халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр;
13
вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
14
Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ санӑн кунҫулу вилӗм тӗлне ҫывӑхарса ҫитрӗ; Иисуса чӗн те пуху чатӑрӗн [алӑкӗ] умне тӑрӑр, Эпӗ ӑна вӗрентсе калӑп, тенӗ. Моисейпе Иисус пынӑ та пуху чатӑрӗн [алӑкӗ] умне тӑнӑ.
15
Кӗлӗ чатӑрне Ҫӳлхуҫа пӗлӗт юпа ӑшӗнче аннӑ, пӗлӗт юпа [пуху] чатӑрӗн алӑкӗ умне тӑнӑ.
16
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ эсӗ хӑвӑн аҫусем патне ӑсанӑн та, ҫак халӑх хӑй ҫитсе кӗрекен ҫӗр ҫинчи ют турӑсем хыҫҫӑн асса ҫӳреме тытӑнӗ, Мана пӑрахӗ, Манӑн халалӑма, хӑйсемпе хывнӑ халала, пӑсӗ;
17
ҫав кун ӑна ҫилленнипе ҫиллӗм тулса ҫитӗ те, Эпӗ вӗсене пӑрахса хӑварӑп, Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вара халӑха пӗтерсе тӑкӗҫ, темӗн тӗрлӗ инкекпе хӗн-асап ҫитӗ ӑна, вара ҫавӑ кун вӑл: «хам хушшӑмра [Ҫӳлхуҫа] Туррӑм ҫуккипе ҫитсе ҫапмарӗ-ши мана ҫак инкек?» тейӗ;
18
урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнса тунӑ мӗнпур ирсӗр ӗҫӗшӗн Эпӗ ҫавӑ кун [унран] Хамӑн сӑнӑма пытарӑп.
19
Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр;
20
Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ;
21
хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ. Эпӗ вӗсен шухӑшне пӗлетӗп: вӗсем халех, Эпӗ хӑйсене [ырӑ] ҫӗршыва — [ашшӗсене] тупа туса каланӑ ҫӗршыва — илсе кӗричченех, мӗнле шухӑшпа тӑнине пӗлетӗп, тенӗ.
22
Моисей вара ҫавӑ кун ҫак юрра ҫырнӑ та ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрентнӗ.
23
Иисуса, Нав ывӑлне, ӳкӗтлесе Ҫӳлхуҫа [ӑна] ҫапла каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, эсӗ Израиль ывӑлӗсене Эпӗ вӗсене тупа туса каланӑ ҫӗршыва илсе кӗрӗн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тенӗ.
24
Моисей, ҫак саккунӑн мӗнпур сӑмахне вӗҫне ҫитиех кӗнекене ҫырса хурсассӑн,
25
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен левитсене хушса каланӑ:
26
ҫак саккун кӗнекине илӗр те ӑна хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑрӑн саккун арчийӗн сылтӑм енне хурӑр, вӑл унта сире хирӗҫ айӑплаканӗ пулӗ;
27
мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӗнтӗ эсӗ кутӑннине, чурӑссине пӗлетӗп: акӑ халӗ те, эпӗ сирӗнпе пӗрле чӗрӗ тӑнӑ чухнех, эсир Ҫӳлхуҫа умӗнче кутӑнланса тӑратӑр; эпӗ вилсессӗн пуҫсӑрлансах каймӑр-ши?
28
ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп;
29
пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.
30
Вара Моисей ҫак юрӑ сӑмахӗсене Израиль ҫыннисен пӗтӗм пухӑвӗ илтсе тӑмалла вӗҫне ҫитиех каласа панӑ:
← Chapter 30
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 30
Chapter 31
Chapter 32
Chapter 33
Chapter 34
Chapter 32 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
31
32
33
34